Хывни
Асӑнупа ҫыхӑннӑ пысӑк йӑла — хывни. Хывни тесе чӳкре, пумилккере, асӑнура, кӗлӗре, уявра вилнисене асӑнса панӑ апат-ҫимӗҫе калаҫҫӗ. Ӑна кил картинчи «пурнӑҫ йывӑҫӗ» патне, хапха юпи (пурнӑҫ тӗпелӗ) ҫумне, тӳр кӗллине е пӗр-пӗр йывӑҫ айне хума пултараҫҫӗ. Кашни йӑх-хурӑнташӑн, урамӑн, ялӑн хӑйӗн палӑртнӑ вырӑнӗ пур.
Вилнисене хывни — несӗл пуҫӗсене, аслӑ ӑрури ҫынсене хисеплесе асӑнни, вӗсен умӗнче хамӑрӑн ӗҫ-пуҫ пирки шутласа пӑхни, мӗн-мӗн туни ҫинчен савӑнса е хурланса шайлав (ответ) пани. Вилнисене пӗччен те, халӑхпа та хывма юрать. Чӑваш хушшинче вилнисене хывас (асӑнас) йӗрке халӗ те ҫирӗп упранса тӑрать.
886
Тӗттӗм пулса ҫитсен каҫпа сӗтеле алӑк патне куҫараҫҫӗ, ун ҫине патйен сӑра тата мӗн чул та пулин эрех лартаҫҫӗ, ытти ӗҫме-ҫимесене те мӗн-мӗн хывмаллине пурне те ҫавӑнта хураҫҫӗ. Вара ҫуртра кам ватӑ, арҫын-и, хӗрарӑм-и, ҫав ватти ҫурта лартма тытӑнать. Алӑк янахӗнчен, пӗр шит айккине, кашни ваттин ячӗпе кӑнтӑрла туса хунӑ ҫуртасене лартать. Ҫав ҫуртасен умне пӗр пукан, пукан ҫине тирӗк лартаҫҫӗ. Вара ватти хывма тытӑнать, сӑрине тытать, пӗчӗккӗн кашни вилни ячӗпе ҫапла каласа ярать: «Асатте, пил ту, асанне, пил ту, умӑрта пултӑр». Ытти ачи-пӑчисене те ҫавӑн пекех ятран асӑнса пӗтерет. Ҫавӑн пекех эрехне те ӗҫме-ҫимисене, какайпе ҫӑмартине, сӗтел ҫинче мӗнле ҫынсейренех тумлатать. Ытти ӗҫми-ҫими пур, пурне те пӗрерӗн асӑнса, пӗр турам тата-тата пӑрахать. Ун хыҫӗнчен арӑмӗ, ҫавӑн пекех пурне те асӑнса хывать. Хӑйсем хыҫӗнчен ачисене те татса пӑрахма хушаҫҫӗ. Ачисем ваттисем пекех пултараймаҫҫӗ, мӗнле май килнӗ ҫапла татса пӑрахаҫҫӗ те вара чара тулса пырать. Ҫутнӑ ҫуртасем ҫунса пӗтеҫҫӗ, вара хывса тултарнӑ чарана тухса тӑкмалла пулать, тӑкма тухиччен пустав ҫумне пӗр ҫурта лартса хӑвараҫҫӗ, ӑна кил ҫурти теҫҫӗ. Вара тухса хапха тӑпси ҫумне тӑкаҫҫӗ, ӑна йытӑсем ҫисе каяҫҫӗ. Вӑл вара вилнисене ӑсатни пулчӗ. Пустав тесе ҫавна каланӑ: кӑмака ҫумне япаласем хума хӑмаран шкап евӗрлӗ туса лартнӑ. Ҫавна пустав тенӗ.
887
Килте кил пуҫӗ пулса пурӑнаканни, пуринчен ватти, Мӑнкун, тунти кун ирхине ирех кӑвак ҫутӑлла тӑрать те вилнисене чӗнме хапха умне тухать, хӑйпе пӗрле ҫӑкӑр, сӑра, вут хумаллисем илсе тухать. Чи малтан вутне чӗртсе ярать, унтан вилнисене кашнийӗншӗн ҫӑкӑр турамӗ пӑрахса сӑрине тӑкса ятсемпе чӗнет: «Асатте-асаннесем, тӑвансем, хурӑнташсем, чӗннисем, эс те, масар пуҫ Мирун, пурте килӗр! Паянхи кун сире асӑнатпӑр». Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн йӑл-йӑл ҫунакан вутне сӳнтерет те килне кӗрсе каять...
...Мӗнпурӗ хатӗрленсе ҫитсен кил пуҫӗ хывма пуҫлать. Вӑл пур ҫуртине ҫурри таран касса татать те ҫуррине турӑшсем умне ҫутать. Ҫак ҫуртана кил ҫурти теҫҫӗ. Вилнисене асӑнса алӑк стени ҫумне, сӗтел тӗлне, пӗтӗм ҫуртисене ҫута-ҫута лартать. Ҫуртине кашни вилнишӗнех лартмасть, ашшӗ-амӑшне, аслашшӗ-асламӑшне, хӑйпе ҫывӑх пурӑннӑ ҫынна тата камалсӑр (тӑлӑх пурӑннӑ ҫынна) асӑнса кӑна ҫутать. Ҫуртине ҫутнӑ майӑн ҫапла калать: «Атте! (кам ятне асӑнать, ҫав ятне ҫутать) сан умӑнта пултӑр, ак сан ятне ҫурта ҫутатӑп». Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн ҫак вилене асӑнса харпӑр ҫимерен кӑш-кӑшт пай илсе хатӗрлесе хунӑ пуш чашӑка умӑнта пултӑр тесе хурать. Сӑрине те, эрехне те ун ячӗпех сӗтел пуҫӗнче тӳнтерсе кӑшт-кӑшт ярать. Унтан ытти вилесене хывать. Чи юлашкинчен камалсӑр ҫынна хывать, ӑна ялта никам та хывмасӑр хӑвармасть, мӗншӗн тесен вӑл пит хытӑ тытать (чирлеттерет) тет. Кил хуҫи хӑй асӗнче тытса тӑракан пур вилесене те хывсан юлашкинчен калать:
Паянхи кун ҫак яшка-ҫӑкӑра сирӗншӗн пӗҫернӗ, пурсӑрӑн та умӑрсенче пултӑр, ҫаксемпе тутӑ пулӑр. Кил-йышсене, выльӑх-чӗрлӗхсене ҫулталӑкчен сывлӑхлӑ, тӗрӗс-тӗкел усрӑр, пил тӑвӑр! Умӑрсенче сӗтлӗ кӳлӗ пултӑр...
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен