Пилсемпе кӗлӗсем

Юпа туса асӑнни

Кӗрхи чӳклеме (автан сӑри, ҫурта кунӗ, кӗр сӑри) умӗн пӗр эрне маларах ял халӑхӗ тулли уйӑхпа юпа йӑли-йӗркине туса ирттерет. Унта пӗлтӗрхи юпаран ку юпа уйӑхӗччен вилнисене чысласа вил тӑприсем ҫине салам калакӗсем вырӑнне яланлӑх палӑксем — чул е йывӑҫ юпасем лартаҫҫӗ. Халӗ палӑксене ҫынна пытарнӑ чухне е темиҫе эрнерен, ҫӑварни е ҫимӗк умӗн лартни тӗл пулать. Авалсенче ятарласа юпа уййхӗнче юпа лартнӑ.

Асӑну йӗркисенче — виҫҫӗш, ҫиччӗш, юпа, утлас, Калӑм, Ҫимӗк, Атан йӗркисенче тӗп шӑнӑрӗ пӗрех юлать. Унта тӑванӗ-хурӑнташӗ, ял-йыш хӑйсем хисепленӗ ҫынна ырӑ сӑмахпа, кӗлӗ-юрӑпа, апат-ҫимӗҫпе чыс тӑваҫҫӗ, асӑнаҫҫӗ.

Пытарупа асӑну йӗркинчи ятран тунӑ ӑсату ӗҫӗсенчен юлашки пысӑк ӗҫ — вил тӑпри ҫине юпа лартни, ҫурта ҫутни, кӑвайт чӗртни. Вил тӑпри ҫине асӑну юпине тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗ вӑхӑтра лартнӑ. Анлӑ сарӑлни, авалтан килекенни — юпари йӗрке. Юпа уйӑхӗнче асӑнса ӑсатни харкам вилешӗн вилнӗ ҫулта ятран ирттернӗ чи пысӑк ӗҫ шутланать. Кайран кун пек асӑну ҫулталӑкӗнче те, выҫ ҫулӗнче те пулмасть.

Кӗркунне ирттернӗрен, юпари асӑнупа автан е кӗр сӑри пӗр сыпӑнури йӑла пек шутлакан тупӑнать. Анчах ку апла мар. Юпа — кӑҫал вилнисене чысламалли уйрӑм ӗҫ. Вӑл кӗр сӑринчен маларах пулса иртет. Атан е кӗр сӑри — пӗтӗм халӑхпа иртнӗ ӗмӗрсенче вилнӗ несӗлсене пуҫ ҫапмалли йӗрке. Пуянсем чултан, чухӑнсем арҫынна юманран, хӗрарӑма ҫӑкаран юпа туса лартнӑ. Авалхи чул юпасем халӗ истори палӑкӗсем пек упранаҫҫӗ.

Асӑну (юпа) йӗркинче «салам каҫӗ», «килӗшӳ кӗлли», «ҫураҫма сӑмах» тата ытти ятарлӑ йӑласем пур.

 

927

Ӗлӗк вилнӗ ҫын юпине тӑвиччен ун чунӗ килтен каймасть тенӗ. Ҫиме ларнӑ чух пурте Турра кӗлтӑваҫҫӗ. Ӗҫнӗ-ҫинӗ чух эрех те ӗҫкеленӗ, хӑшӗ-хӑшӗ халь те ӗҫеҫҫӗ. Ҫиме тытӑннӑ чух ӗлӗк: «Сан умӑнта пултӑр», — тенӗ те кашни кӑшт ҫимерен тата-тата илсе чашӑк ҫине хунӑ. Яшкине те ҫавӑнтах кӑшт: «Сан умӑнта пултӑр», — тесе янӑ. Унтах кашӑк та хунӑ.

«Санӑн умӑнта пултӑр. Пилле. Сана асӑнса ҫиетпӗр», — тенӗ.

928

Кӗрхи юпа уйӑхӗнче вара ҫӗнӗ вилене пумилкке туса пӗтӗмпех ирттерсе яраҫҫӗ. Ытти вилнӗ ҫынсемпе хутшӑнтарса яраҫҫӗ, хӑйне ӑрасна асӑнмаҫҫӗ вара, урӑх ытти вилнӗ ҫынсемпе пӗрлӗ асӑнаҫҫӗ. Юпа уйӑхӗ — октябрь, ун хыҫҫӑн чӳк уйӑхӗ пулатъ. Пумилккене уйӑх таврӑнсан тӑваҫҫӗ. Малтан эрне каҫ яланхи пекех ытти вилнӗ ҫынсене хываҫҫӗ — кӗрхи сӑра умӗн. Унтан эрне кун кӑнтӑрла тӗлӗнче лаша е тиха, е пӑру пусаҫҫӗ. Пуяннисем лаша та, ӗне те пусаҫҫӗ, виҫ-тӑват выльӑх пусаҫҫӗ. Начаррисем тиха е пӑру пусаҫҫӗ. Лашине леш тӗнчере вилнӗ ҫынна ҫӳреме пусаҫҫӗ, ӗнине е пӑруне леш тӗнчере суса ҫиме пусаҫҫӗ. Выльӑхсене ӑрамра пусаҫҫӗ. Вилнӗ ҫынна кашни чаплӑрах асӑннӑ вӑхӑтра ҫимӗҫсем пӗҫерме икӗ арӑма хушаҫҫӗ. Ҫав арӑмсенчен пӗри выльӑха пусас умӗн выльӑх хӑлхи патне пырса «сасӑ кӑларать», хаяррӑн кӑшкӑрса калать: «Умӑнта пултӑр, ҫуртна-йӗрна ан асӑн», — тет. Пумилкке туса ирттеричченех вилнӗ ҫын масарта вырнаҫмасӑр хӑй пурӑннӑ ҫурт яхӗнче пурӑнать. Пумилкке тусан вара ҫав пумилккене пуснӑ лашапа масара каять. Пумилкке тӑвиччен малтан ик-виҫ кун ӗлӗк сӑра тӑваҫҫӗ, пумилкке сӑрине ытти чухне асӑннӑ ҫӗре тӑвакан сӑраран ӑрасна тӑваҫҫӗ. Малтан выльӑхне пусиччен ӑрама тухса выльӑх пусас ҫӗрте хӑймалу хываҫҫӗ; виҫӗ хӑймалу хываҫҫӗ. Пусакан выльӑх пуҫӗсене, урисене юпа ӑсатма кайнӑ чух масар ҫине илсе каяҫҫӗ. Унтан пӗҫерекен арӑмсем пӗлӗмсем, ҫимӗҫсем, яшкасем пӗҫерме тытӑнаҫҫӗ: хӑшне пӳртре пӗҫереҫҫӗ, хӑшне лаҫра. Сӑрине тума тытӑннӑ чух та хываҫҫӗ, ӑсла пиҫсен — ӑслине хываҫҫӗ, сӑри ӗлкӗрсен сӑрине сӗрнӗ чух хываҫҫӗ. Вара каҫ пулнӑ ҫӗре ялти ӑратнисене, хурӑнташӗсене чӗнсе пуҫтараҫҫӗ. Выльӑх пуснӑ вӑхӑтрах юпа тума тытӑнаҫҫӗ. Юпине хыртан тӑваҫҫӗ, авалхи чӑвашсем чултан тӑваткал касса тунӑ. Халь те хӑше чултан тӑваҫҫӗ. Чулне хуларан илсе килсе хатӗрлесе хураҫҫӗ. Юпине ҫын евӗрлӗ тӑваҫҫӗ: сӑмсине тӑваҫҫӗ, ҫӑварне. Каҫ пулнӑ ҫӗре вара «юпа кӳртме» ӑратнисене чӗнсе пуҫтараҫҫӗ. Ӑратнисем хӑшӗ чӑхӑ пусса, хӑшӗ пашалу е кульмак пӗҫерсе пыраҫҫӗ. Юпине туса пӗтерсен ҫуна ҫине улӑм сарса, кӗҫҫе сарса вырӑн хатӗрлеҫҫӗ те ун ҫине юпине ҫын вырттарнӑ пек тӑсса вырттараҫҫӗ, ҫийӗнчен е чаршавпа е тӳшек ҫиттипе витеҫҫӗ те ҫунине пӑлтӑр умне туртса пырса лартаҫҫӗ. Пӳрте кутник сакки ҫине те тӳшек сарса, пуҫ айне минтер хурса вырӑн хатӗрлеҫӗ хураҫҫӗ. Вара хӗвел анса хӑйӑ ҫутас вӑхӑтра юпа кӳртме тухаҫҫӗ. Юпа патне пырса калаҫҫӗ; «Атя ӗнтӗ (Иван пичче) пӳрте, сивӗ, шӑнтӑн пуль», — теҫҫӗ. Вара улттӑн юпана пушӑпа пӳрте вилнӗ ҫынна ҫӗкленӗ пек ҫӗклесе кӳртсе кутник сакки ҫине хатӗрленӗ вырӑн ҫине вырттараҫҫӗ: урисене алӑк патнелле, пуҫне тӗпелелле. Юпа пуҫӗ ҫинче хӑйсем тунӑ ҫуртана ҫутса лартаҫҫӗ, вӑл ҫунса пӗтсен урӑх ҫурта лартаҫҫӗ. Вара юпа умне сӗтел пырса лартаҫҫӗ, вӑл сӗтел ҫӗрӗпех унта ларать. Сӗтел ҫине вара хывмалли ҫимӗҫсем лартаҫҫӗ, сӑрапа эрех лартаҫҫӗ. Юпа ури вӗҫне вилнӗ ҫын валли панӑ чӗреспе чашкӑ лартаҫҫӗ, чӗрес хӗррине курка хураҫҫӗ, чашки ҫине кашӑк хураҫҫӗ. Чӗреспе чашкӑ хӗррине ӑратнисем туса пынӑ ҫуртасем лартаҫҫӗ. Вара хывма тытӑнаҫҫӗ. Чӑн малтан килти ватӑсем хываҫҫӗ, малтан хӑймалу хываҫҫӗ, унтан ытти ҫимӗҫсем хываҫҫӗ. Ваттисем хывса пӗтерсен килти ҫамрӑксем хываҫҫӗ: ҫамрӑксене хывмалли ҫимӗҫсене хуҫи тата-тата парать. Ҫимӗҫсене чашка хыва-хыва пӑрахаҫҫӗ, вара ҫимӗҫсемпе хывса пӗтерсен сӑрапа эрех хываҫҫӗ. Хуҫисем хыҫҫӑн хӑнисем хывма тытӑнаҫҫӗ: вӗсем хывмалли ҫимӗҫсем, кӑкшӑмпа е витрепе сӑра тата пӗрер кӗленче (камӑн мӗн чухлӗ вӑй ҫитнипе е мӗн чухлӗ кӑмӑл тунипе) эрех илсе пыраҫҫӗ. Мӗн илсе пынине кутник патӗнчи сӗтел ҫине пыра-пыра лартаҫҫӗ. Вӗсем лартнӑ ҫимӗҫсене малтан кил хуҫи татса хывать: «Ак, Иван пичу сана хывать, умӑнта пултӑр», — тет, унтан хӑни хывать: «Малтан хӑйшӗн, унтан кил-йышӗсемшӗн».

Юпа ҫинче ларнӑ чух никама та йӗме хушмаҫҫӗ. Тӑванӗсем йӗнине курсан вилнӗ ҫын та йӗрет. Ҫав юпа ӑсатма чарӑнакан ҫӗре уччилник лартнӑ, ҫавӑнпа уччилник усал ҫӗрте тесе хӑраса отпаднийсемпе язычниксене виҫ-тӑват ҫул ачисене уччилнике яман. Ҫав вырӑнах халӗ те чиркӳ лартнӑ [...]. Лупашка урлӑ хӑма хурса кӗпер тӑваҫҫӗ, кӗперин ҫӳл енне вут хураҫҫӗ, вут ҫумне сулахай енне сӗтелпе тенкел лартаҫҫӗ, вара хываҫҫӗ, малтан хӑймалу, ытти ҫимӗҫсем хываҫҫӗ, сӑрапа эрех хываҫҫӗ, унтан вутне (улӑмне) чӗртсе ярса хӗвеле хирӗҫ виҫӗ хут купӑс каласа, алӑ ҫупса ташласа вут тавра ҫаврӑнаҫҫӗ: малтан аяккарахран ҫаврӑнаҫҫӗ, иккӗмӗш хут ҫывӑхӗнчен ҫаврӑнаҫҫӗ, виҫҫӗмӗш хут вара вут ҫумӗнченех ҫаврӑнса урисемпе ташласа вута сӳнтереҫҫӗ: «Умӑнта пултӑр», — теҫҫӗ. Кӗперӗн тепӗр енне пӗр шалҫа лартса ун ҫине шур явлӑк лартса хӑвараҫҫӗ. Хывнине ҫав вут хӗррине тӑкаҫҫӗ, вутне тивертес умӗн пумилккене пуснӑ выльӑхӑн урисене, пуҫӗсене ҫавӑнта пӑрахса хӑвараҫҫӗ. Вара ӑсатма пынисем пурте каялла таврӑнаҫҫӗ, вуннӑн-вуниккӗн ик-виҫ лав кӳлсе юпана ӑсатма масар ҫине каяҫҫӗ. Вут хурса вилнӗ ҫынна хывса хытланнӑ вӑхӑтра юпа ҫуна ҫинчех выртать. Масар ҫине пырсан татах хываҫҫӗ. Вара [...] юпана вилнӗ ҫын пуҫӗ тӗлне алтса лартаҫҫӗ. Юпине лартсан ун пуҫӗ тӳпине пӗр укҫа пуртӑпа ҫапса кӳртсе лартаҫҫӗ. Унтан юпа патне вут хурса вут тавра пурте юрласа, купӑс каласа, алӑ ҫупса, ташласа лупашка (вазан) хӗрринчи пекех хӗвеле хирӗҫ виҫӗ хут ҫаврӑнаҫҫӗ, виҫҫӗмӗш хутӗнче вутне тапса сӳнтереҫҫӗ, вутпа пӗрле вилнӗ ҫын тӑприне те: «Умӑнта пултӑр», — тесе таптаса пусарса хӑвараҫҫӗ. Вара вилнӗ ҫын чӗресне, чашкине, куркине, кашӑкне ҫавӑнта масар ҫинех ҫӗмӗрсе хӑвараҫҫӗ. Унтан хытӑ чуптарса юрласа, савӑнса киле таврӑнаҫҫӗ. Килне таврӑнсан татах хываҫҫӗ, унтан ӗҫсе ҫиеҫҫӗ. Вӗсем киле таврӑннӑ ҫӗре каҫ пулать. Вара ҫавӑнтах тепӗр ҫӗр пуҫланса каять. Ӑратнисем килӗсене саланмаҫҫӗ. Ӗҫсе-ҫисе ҫавӑнтах каҫа юлаҫҫӗ.

929

Ҫиччӗшне туса ирттерсессӗн, хӗрӗх кун иртсен, хӗрӗх пӗрмӗш кун каҫхине асӑнса юпа тӑваҫҫӗ. Каҫпала юпа тума выльӑхсем пусса ҫимӗҫсем пӗҫерсе хураҫҫӗ; пуянтараххи прик (пӗр-ик) витре эрех илсе хатӗрлесе хураҫҫӗ. Пурне те хатӗрлесе пӗтерсен вӑрмана юпа касма каяҫҫӗ. Малтан унта кайма сӑрасем, эрехсем, хывма куймаксем хатӗрлесе хураҫҫӗ. Пурне те хатӗрлесе пӗтерсен лаша кӳлсе шӑнкрав ҫакаҫҫӗ те вӑрмана юпа касма каяҫҫӗ. Вӗсен хыҫӗнчен пӗри юлан утпа купӑс каласа пырать. Вӗсем унта кайнӑ чухне ҫапла юрласа каяҫҫӗ:

Хура пӗлӗт юхать-ҫке,

Пирӗн ӗмӗр иртет-ҫке,

Хура пӗлӗт юхнӑ чух,

Хӑҫан ҫумӑр ҫуманни пур?

Пӗр вилнӗ ҫын юпа тунипе

Хӑҫан чӗрӗлни пур?

 

Вӗсем тата нумай юрлаҫҫӗ, анчах эпӗ пурне те пӗлместӗп. Вӗсем вӑрмана ҫитсен лашисене тӑвараҫҫӗ, вара вут чӗртсе яраҫҫӗ те куймаксене, сӑрисене, эрехсене вут кутне лартаҫҫӗ. Вара пӗр ҫӑка касса илсе, пӗр вӗҫне шӳретсе ҫӗре ҫапса лартаҫҫӗ, пӗр пуҫне икӗ пуслӑх укҫа ҫурса хураҫҫӗ. Тата вилнӗ ҫынна ҫиме тесе тенкелсем, сӗтелсем, кӗперсем тӑва-тӑва хураҫҫӗ. Вучӗ йӗри-тавра юрласа, купӑс каласа, ташласа ҫаврӑнаҫҫӗ. Виҫӗ хут вут йӗри-тавра ташласа, юрласа ҫаврӑнсан хываҫҫӗ те киле таврӑнаҫҫӗ. Киле таврӑнсанах сасӑ кӑлармасӑр ӗҫме-ҫиме пуҫламаҫҫӗ. Пирвай виҫҫӗн е тӑваттӑн шыв хӗрне кайса пӗшкӗнсе лараҫҫӗ те ҫапла каласа юрлаҫҫӗ:

Хура чӗкеҫ чӗкӗлтетсе килет,

Пирӗн (вилнин ятне) килет вӑхӑчӗпе.

Ҫул(л)а пулмасӑр нихҫан та чӗкеҫ килмест,

Вӑхӑт ҫитмесӗр никам та вилмест.

 

Сасӑ кӑларса килсен пӳртрисем: «Ӑҫта кайрӑр?» — тесе ыйтаҫҫӗ. Сасӑ кӑларакансем калаҫҫӗ: (вилнӗ ҫын ятне) чӗнме кайрӑмӑр», — теҫҫӗ. Ҫапла калаҫсан-тусан юпана пуҫласа яраҫҫӗ. Вара ҫӗрӗпех ташласа-юрласа ирттереҫҫӗ. Ҫутӑлсан шыв хӗрне кайса хывса килеҫҫӗ; унта илсе кайнӑ савӑтсене пӗрне те каялла илсе килмеҫҫӗ, ҫавӑлтех салатса хӑвараҫҫӗ. Чӑвашсем юпана ҫапла ирттерсе яраҫҫӗ вара.

930

Пӗр-пӗр ҫын вилсен унӑн пумилккине туса ирттереҫҫӗ.

Пумилккине тунӑ чухне пӗр тиха тата урӑх япаласем пусаҫҫӗ, ашне хума сӗтел-пукан илеҫҫӗ те, виҫшер лашапа, шӑпӑрпа, пӗр вар пуҫне кайса ашне хуранпа пӗҫерсе ҫиеҫҫӗ, тата хӑйсемпе пӗрле вилнӗ ҫынӗ те пукан ҫине ларса ҫиет теҫҫӗ.

931

Саватер, умӑнта пултӑр, пехил ту! (Юпа илме кайсан вӑрманта хывни.) Саватер, умӑнта пултӑр, пехил ту! Акӑ выльӑх паратпӑр! (Выльӑх пуснӑ чухне.)

Саватер, умӑнта пултӑр, пехил ту! («Кӗпер» урлӑ каҫнӑ чух.) Ӗмӗртен ӗмӗре муллӑ пул, суса кӑларайми укҫа пултӑр! Саватер, умӑнта пултӑр, пехил ту! (Юпа тӑррине укҫа ҫапса кӗртнӗ чухне каланӑ.)

Саватер, умӑнта пултӑр, пехил ту! Пишкипе (тушкипе) аш хыватпӑр, сӑрапа эрех хыватпӑр. (Вил тӑпри ҫине ҫимӗҫ тӗпретнӗ чухне.) Саватер, умӑнта пултӑр, пехил ту! (Асӑнма килнисем хывни.) Асатте (асанне, атте, анне...), умӑнта пултӑр, пехил ту!

932

Унтан вара юпа уйӑхӗ ҫитсессӗн юпа тӑваҫҫӗ, юпана каҫхине тӑваҫҫӗ, кӗҫӗр юпа тесессӗн ирхине юпа касма кайнӑ чухне пӗр чӑхӑ, ҫур пулштух эрех илсе каяҫҫӗ, унта лашапа виҫҫӗн каяҫҫӗ, ӑна вара исе килсен пӳрте исе кӗреҫҫӗ те тӳшек ҫине вырттараҫҫӗ те сӑхман витеҫҫӗ. Вӗсем юпа касса таврӑннӑ ҫӗре вӑйлӑхсене пӗҫерсе хураҫҫӗ. Вӑйлӑхсене пусас умӗн сасӑ кӑлараҫҫӗ, вӑл сасӑ ак ҫапла: «Ҫурӑм пуҫ килет ҫутӑлса, пур кайӑк-кӗшӗк те хусканса, пур кайӑксенӗн те сассисем илтӗнеҫҫӗ, санӑн сассу анчах илтӗнмест». Ҫак сӑмахсене каласа пӗтерсен вара вӑйлӑхсене пусаҫҫӗ, унтан вара лаши пуҫне пӳрте кӳртсе хываҫҫӗ. Хывса пӗтерсен шӑммисене масар ҫине исе каяҫҫӗ, унта выльӑх урисене те исе каяҫҫӗ, унта тата пӗр четвӗрт эрех, пӗр витре сӑра тата виҫӗ куймак, пӗр автан пӗҫерсе исе каяҫҫӗ. Унта е 5 е 3 каяҫҫӗ, пуяннисем 9 та каяҫҫӗ, унта ҫитерехпе кӗпер хываҫҫӗ, унтан вара ҫавӑн урлӑ каҫса каяҫҫӗ, каҫса кайсассӑн вӑйлӑх урисене ҫакса хӑвараҫҫӗ, ҫавӑнтах тата пӗр сурпан е пӗр ал шӑлли ҫакса хӑвараҫҫӗ. Ӑна вара вилнӗ ҫынна пит шӑлма теҫҫӗ, унтан масар ҫине ҫитсен юпине лартаҫҫӗ, юпине лартсассӑн ун ҫине пӗр укҫа ҫапса кӳртеҫҫӗ, унтан тата ун ҫине пӗр ҫурта ҫутса лартаҫҫӗ. Ҫав ҫапса кӳртнӗ укҫине кун ҫути пулать, ҫав ҫуттипе вилнӗ ҫын леш тӗнчере ҫӳрет теҫҫӗ. Унтан вара масар ҫине вут хураҫҫӗ, ӑна вара вилнӗ ҫынна ӑшӑтса пурӑнма вут теҫҫӗ, тата вучӗ кутне тутӑр татӑкӗ сарса хураҫҫӗ, ҫав тутӑр татӑкӗ ҫине автанне, куймакне хураҫҫӗ. Унтан татах юпи кутне хываҫҫӗ, унта автанне те, куймакне те, сӑрине те, эрехне те хываҫҫӗ, унтан хывнин юлашкине ӗҫсе ҫиеҫҫӗ, унтан вара ташлаҫҫӗ, юрлаҫҫӗ, макраҫҫӗ.

Эпир ташлатпӑр, юрлатпӑр, ӗҫетпӗр, ҫиетпӗр, эсӗ те ҫапла ӗҫҫе ҫисе выляса, кулса пурӑн. Эпир сана асӑнатпӑр, эсӗ пире ан асӑн.

933

Хулӑн йывӑҫран ҫын кӗлетки тӑваҫҫӗ, сӑмси-ҫӑварпе урапа ҫине вырттараҫҫӗ, кашма сараҫҫӗ, пуҫ айне минтер хураҫҫӗ, ҫине чаршав витеҫҫӗ. Ӑна пӳрте пушӑтпала кӗртеҫҫӗ, ун ҫине ҫурта ҫутаҫҫӗ, вилнӗ ҫынни ячӗпе асӑнаҫҫӗ:

Ҫуртна-йӗрне пиллесе хӑвар, выльӑха-чӗрлӗхе пилле, ҫемйӳсене пурне те пилле, хурӑнташӑруна пилле, ратнӳсене те пурне те пилле.

Асӑнма пыракансем пурте ҫурта ҫутаҫҫӗ, ҫавӑн ячӗпе, ӑна асӑнма пӑру пусаҫҫӗ, тиха пусаҫҫӗ, ҫавӑн ячӗпе асӑнаҫҫӗ, хываҫҫӗ (татса пӑрахаҫҫӗ), ҫимеҫҫӗ. Тиха пусма вӑй ҫитмесен виҫӗ пус кӗмӗл е виҫӗ ҫӗр тенкӗ параҫҫӗ. «Лере лаша ил», — тесе параҫҫӗ. Асӑнаҫҫӗ, ташлаҫҫӗ, юрлаҫҫӗ: «Ачуна-пӑчуна ан хӑрат, ратнӳсене, хурӑнташусене ан хӑрат, эпир сана час-часах асӑнатпӑр. Йыт сассупа ан ҫӳре, мӗлке пулса ан хӑрат, кӑмака ҫинче йынӑшса ан вырт», — теҫҫӗ. Асӑнса пӗтерсен кӗлеткене пушӑтпала ҫӗклесе тухаҫҫӗ, алӑкран тухнӑ чух виҫӗ хут силлеҫҫӗ: «Ан хӑра, ӳкерместпӗр, ачуна-пӑчуна пехилпе хӑвар», — теҫҫӗ. Пӑлтӑр алӑкӗнчен тухнӑ чух та ҫапӑнтараҫҫӗ. Илсе тухсан урапа ҫине кашма, минтер сараҫҫӗ, урапа ҫине вырттарсан каяҫҫӗ чаршав витсе. Хапхаран тухнӑ чухне: «Ҫут тӗнче курса кай», — тесе уҫса кӑтартаҫҫӗ. Умлӑ-хыҫлӑ лаша кӳлеҫҫӗ. Малти лашине ывӑлӗ утланать, ашшӗ вилсен туй пекех лараҫҫӗ те юрласа каяҫҫӗ. Масар ҫине ҫитсессӗн ташлаҫҫӗ, юрлаҫҫӗ купӑспала: «Пехиллесе юл», — теҫҫӗ. Юпана лартаҫҫӗ вил ҫын тӑпри ҫине пуҫ вӗҫне. Юпа тӗпне укҫа яраҫҫӗ тӑванӗсем. Пӗр пус параканӗ ҫӗр тенкӗ паратӑп тет т.ыт.те. Юпа тӑррине ҫӳле укҫа ҫапаҫҫӗ: «Пехил», — теҫҫӗ. Вут чӗртеҫҫӗ пуҫ вӗҫне, пӑру ашне, тихи ашне таткаласа пӑрахаҫҫӗ. «Ак сана аш, ҫи, пашалу ҫи», — теҫҫӗ. Юпи ҫумне ҫурта ҫутса ҫышӑҫтараҫҫӗ, йӗри-тавра виҫҫе ҫаврӑнаҫҫӗ: «Пехиллесе юл, йывӑр тӑпру ҫӑмӑл пултӑр», — тесе тӑпрана ҫӳлелле сӑтӑраҫҫӗ. Япалапа улӑм илсе таврӑнмаҫҫӗ, ҫап-ҫара урапапа килеҫҫӗ. Лараҫҫӗ, кустарса пыраҫҫӗ, ларса ан пытӑр тесе. Ҫаврӑнса пӑхмаҫҫӗ. Киле килсен пурте лаша кӳлнӗ ҫынсем хӑй патне (в дом умершего) кӗреҫҫӗ. Тулта алӑ ҫӑваҫҫӗ. Кӗрсен хӑма сыпӑкӗнчен иртиччен курка сӑра параҫҫӗ. Унтан яшка ҫиеҫҫӗ, пуҫламан ҫӑкӑр хураҫҫӗ, ун ҫине пуҫламан чӑкӑт, ун ҫине ҫурта ҫутаҫҫӗ: «Пехиллесе кай», — теҫҫӗ. Ҫӗр каҫиччен ҫурта ҫунтарса лараҫҫӗ, ӑна вӑрӑм ҫурта теҫҫӗ. Вӑл ҫуртана сурпантан ӑвӑспа сӗрсе тӑваҫҫӗ.

Ҫутӑлнӑ чухне пӗчӗкҫӗ чаплашкапала арҫын вилсен — арҫын, хӗрарӑм вилсен — хӗрарӑм ӗҫтерет. Кӑна аҫа курки теҫҫӗ. Унта кашни пӗр-икшер пус укҫа параҫҫӗ. Унпа ирхине ҫутӑлнӑ чух эрех илсе ӗҫеҫҫӗ. Ҫутӑлсан, хӗвел тухиччен, урама пукан кӑлараҫҫӗ, пӳрте пӗр ҫын та юлмасӑр пурте тухаҫҫӗ, сӑра, вӑрӑм ҫурта, ҫӑкӑр, чӑкӑт илсе тухаҫҫӗ, пукан ҫумне урӑх ҫурта ҫутаҫҫӗ, ҫимӗҫсене пӑрахаҫҫӗ. «Аҫа куркине», чаплашкана, ме сана тесе ҫапса ҫӗмӗреҫҫӗ. Улӑма вут тивертсе яраҫҫӗ те юрласа пуканпа вут тавра виҫ хут ҫаврӑнаҫҫӗ. «Пехиллесе кай», — теҫҫӗ. Хӑй патне кӗмеҫҫӗ, урӑх киле, ратни патне, кайса кӗреҫҫӗ. Пукан кӑларса вут ҫуттине — саламне ӑсатрӑмӑр теҫҫӗ. Пӗр-ик каҫран: «Пӗр ҫӗре хутӑштаратпӑр», — теҫҫӗ. Ӗлӗк малтан вилнисемпе асӑнса хываҫҫӗ: «Асаттесем, асаннесем, ертсе кайӑр, ан хӑратӑр. Йывӑр хуйхӑ куртӑмӑр!» — тесе такапа чӳк тӑваҫҫӗ: «Эй, Турӑ, каҫар, ӳкӗнтӗмӗр пулӗ, йывӑр хуйхӑпала тем ытла сӑмах калаҫрӑмӑр пулӗ, Турӑ, каҫар, ҫырлах, аминь».

934

Эй (ячӗ), сана сӑрапа-эрехпе чӗнме килтӗмӗр. Айта пумилккене. Санӑн туйу валли ҫавна-ҫавна илтӗмӗр, ҫавна-ҫавна турӑмӑр, ӗҫсе ҫиме пыр.

Эй (ячӗ), пил ту, сана ҫурта лартатпӑр. Эй (ячӗ)! Пил ту, пиллесе паратпӑр, пиллесе ил, пиллӗхрен пиллӗхе ҫитер. Савса паратпӑр, савса ил, савӑнӑҫран савӑнӑҫа ҫитер.

Атя (ячӗ), пирӗнпеле актӑк юлашки яшкӑна ирттерме.

Вилнӗ ҫынна пумилкке тунӑ чухне чӗнме кайсан каланӑ.

935

Эй (ячӗ), усал ан ту, эпӗ сана асӑнса хыватӑп, умӑнта пултӑр. Эсӗ пире вутран-кӑвартан, шывран-шуртан, пур тӗрлӗ чир-чӗртен сыхласа усра. Акӑ сана сӑрапа хыватӑп, ӗҫ, акӑ сана чӑх паратӑп тата сурӑх е лаша паратӑп.

936

Ҫуртна-йӗрне пиллесе хӑвар, выльӑхна-чӗрлӗхне пилле, ҫемйӳсене те пурне те пилле, хурӑнташ-ӑруна пилле. Виҫӗ ҫӗр тенкӗ паратӑп, лере лаша ил. Ачуна-пӑчуна ан хӑрат, ратнӳсене-хурӑнташсене ан хӑрат.

937

Эпир ташлатпӑр, юрлатпӑр, ӗҫетпӗр, ҫиетпӗр, эсӗ те ҫапла ӗҫсе-ҫисе, выляса, кулса пурӑн. Эпир сана асӑнатпӑр, эсӗ пире ан асӑн.

Юпа кутӗнче хывнӑ хыҫҫӑн каланӑ.

938

Акӑ вут ӑшшипе пурӑн, вутӑсӑр ан пурӑн. Ху пӗҫерсе тӑранса пурӑн, выҫӑ ан ҫӳре. Выльӑхлӑ-чӗрлӗхлӗ пурӑн. Мӗн кирлине патӑмӑр, пил ту, халал ту.

Ӑсатнӑ чухне каланӑ.

Умӑнта пултӑр. Пурте пӗрле пурӑнӑр, пӗрлештерсе яратпӑр. Мӗнпур выльӑх-чӗрлӗхӳпе пурӑн. Пил ту, халал ту.

Юпа тунӑ хыҫҫӑн — эрне каҫ пӗрлештернӗ чухне каланӑ.

Масар пуҫлӑхӗ, умӑнта пултӑр. Вӑхӑтлӑ яр та вӑхӑтлӑ пуҫтар. Пурте пӗрле пурӑнӑр.

939

Эй, Турӑ, эй, Ҫӳлти Турӑ, лайӑх, канӑҫлӑ вырӑн пар пирӗн патран уйрӑлса кайнӑ ҫынна.

Тӗне кӗмен чӑвашсемшӗн каланӑ.

940

Сире пӗр ҫӗре хутӑштаратпӑр, ӗлӗк вилнӗ ватӑ вилӗсемпе ҫӳрӗр. Эпир сана асӑнатпӑр вӑхӑтран вӑхӑта, эсӗ пире ан асӑн вӑхӑтсӑр, вӑхӑтсӑр ан кил. Умӑнта пултӑр, пехил туса кай.

Вилӗсене пӗр ҫӗре хутӑштарма тесе сӑра тӑкнӑ чухне каланӑ.

Сана шыв паратӑп, умӑнта пултӑр!

Хывнӑ ҫимӗҫсем хунӑ витрене тӑкнӑ хыҫҫӑн шывпа чӳхенӗ чухне каланӑ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр