Пилсемпе кӗлӗсем

Вилӗ сӑри

 

922

Унтан вара тепӗр каҫ урлӑ, ик каҫ урлӑ хуҫисем патне татах ик-виҫ пӗҫерекен арӑмсем пуҫтарӑнаҫҫӗ, ӗҫме-ҫиме хатӗрлеҫҫӗ. Пурне те хатӗрлесе ҫитерсен ҫӗрле пулас умӗн пӗр арӑмӗ ӑрама тухса хаяррӑн сасӑпа хытӑ кӑшкӑрса калать: «Салам илсе кай», — тет. Унтан вӑл пӳрте кӗрсен алӑк патне сӗтел лартаҫҫӗ те, ун ҫине пумилккерен юлнӑ ҫимӗҫсене те лартаҫҫӗ, ҫӗнӗрен хӑймалусем пӗҫерсе лартаҫҫӗ, вара стена ҫумне ӗлӗкхи вилнӗ ҫынсен ячӗпе, унтан ҫӗнӗ виле ячӗпе, «пӗрлештерме», ҫуртасем лартаҫҫӗ те ҫӗнӗ вилене ӗлӗк вилнӗ ҫынсемпе пӗрле асӑнса хываҫҫӗ, хывнине тула тухса тӑкаҫҫӗ, унтан ӗҫсе ҫиеҫҫӗ, ҫапла вара ҫӗнӗ вилнӗ ҫынна ӑсатса яраҫҫӗ, малтан вилнӗ ҫынсемпе пӗрлештерсе яраҫҫӗ, унтан кайран вара ӑна ӑрасна хывмаҫҫӗ.

Пумилкке хыҫҫӑн пурте мунча хутса кӗреҫҫӗ. Пумилкке туса ирттерсен тата виҫ-тӑват кунран татах ҫӗнӗрен кӑшт сӑра тӑваҫҫӗ. Ӑна «таса сӑра» теҫҫӗ. Вара ҫывӑх ӑратнисене анчах пуҫтарса пӗчӗкҫӗ ӗҫкӗ тӑваҫҫӗ. Эрех те ӗҫтереҫҫӗ. Пумилкке сӑрине «вилӗ сӑри» теҫҫӗ. «Вилӗ сӑрине» пумилккере ӗҫсех пӗтермелле, вӑл сӑрана кайран ӗҫме юрамасть. Сӑра пумилккере пӗтеймен пулсан ӑна пумилкке хыҫҫӑн ӑрама вутӑ патне тухнӑ чухне илсе тухса тӑкаҫҫӗ.

Ҫапла туса, вилнӗ ҫынна ытти вилнӗ ҫынсемпе хутӑштарса яраҫҫӗ. Пумилкке тӑвиччен вӑл ытти вилнӗ ҫынсемпе пӗрле ҫӳреймест.

923

Хӗрӗх кунне асӑнма тӑвансемпе ял-йыша ятарласа чӗнеҫҫӗ. «Ҫурта айне!» — теҫҫӗ. Хирӗҫ: «Умӗнче пултӑр!» — тесе хуравлаҫҫӗ.

Каҫ пулсан ҫынсем ӗҫме-ҫиме йӑтса пыраҫҫӗ. Вилнӗ ҫыннине масар ҫине кайса «чӗнсе килеҫҫӗ»: «Айта, пичче (атте), пирӗн пата! Эпир пумилкке тӑватпӑр сана! Ларах ҫуна ҫине!» — тесе таврӑнаҫҫӗ.

Чӗнме кайнӑ ҫынпа тата унпа пӗрле «килнӗ» вилнӗ ҫынна чыслӑн кӗтсе илеҫҫӗ: «Килех, килех, ачам!» «Ой, ачам (пичче), лар, лар кӑмака ҫине! Ой, сивӗ, шӑнтӑн пулӗ эсӗ!» «Пил ту! Ҫӑтмахра пул!»

Апатланнӑ хыҫҫӑн вилнӗ ҫынна «ӑсатса» яраҫҫӗ, хыҫҫӑн апат-ҫимӗҫ сапаҫҫӗ.

Пил ту! Пире ан ҫиллен!» «Тавах! Чипер ирттерсе ятӑмӑр пуминкине! Хамӑра сыхлатӑр Аслӑ Турӑ вилесрен! Сывлӑх патӑр пире.

924

Вилнӗ ҫын чунӗ хӗрӗхӗшчен килтех пурӑнать теҫҫӗ. Ҫавӑнпа ӑна асӑннӑ чухне сӗтел ҫине вилнӗ ҫын валли ятран кашӑк, чашӑк-тирӗк лартаҫҫӗ, кашнинчех чунӗ ырлӑха кайтӑр тесе кӗлӗ калаҫҫӗ.

Турӑ, унӑн чунне ырӑ вырӑн пар.

925

Пилле! Пехил ту! Сана ҫурта паратӑп: ҫутӑра ҫӳре! Пилле! Пехил ту! Пӗр турам пӗр ҫӑк пултӑр! Ху турттарса каяймасассӑн, ниме тусӑ кай! Сана тиха паратӑп, лайӑх пӑхса ӳстер! Хуп пӑрахрӑм, урапа, ҫуна туса ҫӳре! Ырлӑх-сывлӑх пар, телей пар! Пире хӗн-асап ан пар! Пилле! Пехил ту! Эпир каятпӑр!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр