Пилсемпе кӗлӗсем

Пумилкке

 

919

Хӗрӗх кунтан ваттисем пухӑнаҫҫӗ выльӑх пусма. Ачасем чӗнсе килеҫҫӗ. Пӗрне йӗлен тӑхӑнтараҫҫӗ, пиҫиххи ҫыхать, аллине перчетке. Ҫурӑмӗ ҫине виҫ кӗтеслӗ тутӑр ҫӗлеҫҫӗ, умне тенкӗ ҫыхаҫҫӗ. Урине чӑла чӑлха ҫине ҫӑпата. Лаши ҫине минтер ҫыхса, лаши ҫилхи ҫине каллех тепӗр тутӑр ҫыхса яраҫҫӗ. «Ҫурта айне» чӗнсе ҫӳрет. Унтан масара: «Айта ӗнтӗ, эпӗ чӗнме килтӗм, сана валли выльӑх пусрӑмӑр». Килте стариксем пусаҫҫӗ. Пӗҫереҫҫӗ. Арҫынсем лаша кӳлеҫҫӗ масар ҫине кайма. Урапа ҫине — кӗҫҫе минтер. Какая — чӗрес ҫине хурса, сӑра ӑсса каяҫҫӗ. Лашасене тустарса пырса кӗреҫҫӗ. Вил тӑпри ҫине ларса, ӗҫме-ҫиме кӑларса, купӑспа янратса ӗҫеҫҫӗ-ҫиеҫҫӗ. Чи малтан чӗнме килнисене ташлаттараҫҫӗ — виҫӗ хут ташлать, вара — ыттисем. Киле юрласа, лашисене ҫаптара-ҫаптара пӗр витре шывпа ал шӑлли кӗрсе илеҫҫӗ, ӑна ҫӑваҫҫӗ. Пӳрте кӗрсе апат ҫиеҫҫӗ, Хайхи ача ташлать — пӗр хут икерчӗ пӗҫерекенпе, пӗр хут — тутараканнипе, пӗр хут — хуҫа арӑмӗпе. Унтан пурте. Ирхине каллех хайхи ачана чӗнеҫҫӗ те — ташлама хушаҫҫӗ. Ташлать ӑнтан кайса. Сӗтелсене — урама, апат-ҫими те. Пурте тухаҫҫӗ, кӗсли-купӑсӗпех. Ача виҫӗ хут ташлать, сӗтеле тапса ярать. Вара пурте ташша яраҫҫӗ. Ача каллех ташлать — ҫынсемпе. Юлашкинчен кӗслеҫӗ-купӑсҫа тапса ярать. Ҫапла ирттерсе яраҫҫӗ.

920

Кӗҫӗр пумилкке тӑвас тетпӗр. Эй, (ҫав) пичче, пӗтӗм вилнӗ ратнене, пӗтӗм ял-йыш виллине пуҫтарса пыр!

921

(...) Сӗтел, пукан алӑк патне туса лартаҫҫӗ. Унта чашкӑ, алӑ шӑлли, корка лартаҫҫӗ. Вара виҫӗ ҫавра юрӑ юрлаҫҫӗ, туй пуҫланӑ чухне хӗр мӗнле хӳх пуҫлать, ҫав кӗвӗпе, ҫав ҫемӗпе юрӑ юрлаҫҫӗ. Юррин сӑмаххи: «Эпир асӑнӑпӑр, эс ан асӑн пире, сана хамӑртан уйӑратпӑр».

Йопи-хори (юпа?) ҫинче сурӑх пуснӑ пулсан юлашкинчен сурӑхлӑ ҫӳре тесе юррине пӗтереҫҫӗ, лаша пуснӑ пулсан лашаллӑ ҫӳре тесе юрлаҫҫӗ. Алӑк патӗнчи сӗтел ҫине, чашкӑ ҫине икерчӗ, шӑмӑ, аш, чӑх пуҫӗ, урисене пуҫтараҫҫӗ те хураҫҫӗ. Чӗрес ӑшне сӑра яраҫҫӗ. Пӳртре краҫҫын чӑл-чӑл-чӑл анчах ҫунать, тӗттӗм. Алӑк сули ҫинче ҫуртасем ҫунаҫҫӗ. Хӑш чух алӑк патне тултан йытӑ пырса икерчине, ашне, чӑх пуҫне-урине йӑтса каять. Куҫӗсемпе симӗсӗн-кӑвакӑн, хӗрлӗн йӑлтӑр-йӑлтӑр ҫавӑркаласа пӑхать. Тӗпелте тӑракан хӗрарӑмсем, карчӑксем вара калаҫҫӗ: «Ан хӑрат, Матви е Иван, е Макҫӑм (вилнӗ ҫыннӑн ятне асӑнаҫҫӗ) чипер кай, пире килсе ан хӑрат», — теҫҫӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр