Пилсемпе кӗлӗсем

Хывнӑ чухне калакан кӗлӗсем

Хывнӑ чухне вилнӗ ҫынна, несӗл ваттисене асӑнса виҫӗ тӗрлӗ ҫиме, виҫӗ тӗрлӗ ӗҫме татса параҫҫӗ. Ваттисене килти асӑнура та, Мӑнкунри, Ҫимӗкри, Юпари, Атанри ятарлӑ асӑну (ҫурта) кунӗсенче те хываҫҫӗ. Ун чухне пӗр кӗллех калама юрать.

 

889

Асӑнатпӑр, алӑк патӗнче ҫурта лартатпӑр хамӑр алӑпа ӑвӑсран туса пӗрене ҫумне, ҫырлах. Умӑнта пултӑр, санӑн ятпа ҫурта лартатӑп, усал-тӗсел ан ту. Эй, Юман пичче, усал ан ту, эпӗ сана асӑнатӑп, хыватӑп, умӑнта пултӑр. Эсӗ пире вутран-кӑвартан, шывран-шуртан, пур тӗрлӗ чир-чӗртен сыхласа усра. Акӑ сана сӑрапа хыватӑп, ӗҫ, акӑ сана чӑх паратӑп.

890

Ҫынсем пухӑнса ҫитсен, Иван ашшӗ турӑшсем умне ҫичӗ пуслӑх ҫурта ҫутса лартнӑ. Сӗтел ҫине ҫӑкӑр касса хунӑ, унтах яшка пӗр чашӑк лартнӑ. Вара пурте ура ҫине тӑнӑ та турӑшсем енне пӑхса акӑ ҫапла кӗлтунӑ:

Эй, Турӑ, эй, ҫӳлти Турӑ, лайӑх канӑҫлӑх вырӑн пар пирӗн патран уйрӑлса кайнӑ ҫынна.

Ҫавнашкал 10 минутчен пӗрмай кӗлтуса тӑнӑ. Унтан пурте сӗтел хушшине кӗрсе ларнӑ та ҫиме тытӑннӑ.

891

Вара пумилккене пынӑ ҫынсем чашӑк хӗрне пыра-пыра: «Эй (ятне калаҫҫӗ), пил ту, сана ҫурта лартатпӑр», — тесе ҫурта лартаҫҫӗ. Ҫавсемех чашӑк ҫине те ҫимӗҫ тураҫҫӗ, сӑра, эрех яраҫҫӗ. Вӗсем акӑ ҫапла калаҫҫӗ:

Эй, (ятне калаҫҫӗ)! Пил ту, пиллесе паратпӑр, пиллесе ил, пиллӗхрен пиллӗхе ҫитер; савса паратпӑр, савса ил, савӑнӑҫран савӑнӑҫа ҫитер. Эй (ятне калаҫҫӗ)! Ҫӑтмахра пул (ҫӑтмах тесе рая калаҫҫӗ вӗсем); эпир мӗн пани санӑн умӑнта пултӑр, эсӗ мӗн илни Турӑ умӗнче пултӑр, Турӑмӑн тӳплӗх, патшанӑн ырлӑх, аминь!

892

Ҫӑтмахра (тутлӑхра) ырӑ вырӑнта пулччӑр, йывӑр тӑприсем ҫӑмӑл пулччӑр, выртнӑ вырӑнӗсем мамӑк пулччӑр!

Пӗр-пӗр ҫамрӑк е ватӑ ҫын вилсессӗн пилӗ тутӑр, ҫӑтмахра пултӑр теҫҫӑ. Лайӑх вырӑн. Ҫӑтмах — рай, савӑнӑҫлӑ пурнӑҫ. Мункунта вилнӗ ҫын ҫӑтмаха кӗрет пулать.

Вилнӗ ҫынна хывнӑ чухне юсмана тата-тата ҫӑтмахра пултӑр тесе пӑрахнӑ. Эпӗ пӗчиккӗ чухне ваттисене асӑннӑ кун асатте, чашӑк хӗррине йӗри-тавра ҫурта лартса чашӑка: «Ҫӑтмахра пултӑр, ҫӑтмахра пултӑр», — тесе икерчӗ тата-тата пӑрахатчӗ. Ваттисене асӑннӑ кун тен айӗнчи пӗрене ҫине те тӗн айнех ҫуртасем лартаҫҫӗ. Ҫӑтмахра пултӑр. Тумлантарсан, ҫурта ҫутса (...ҫинче ҫӑкӑр ҫумӗнче): «Пилле», — тесе хываҫҫӗ. Пахил пул (усал ан ту). Ҫӑтмахра пул, йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр.

Вилнӗ ҫынсене килтен хуп ҫинче пирсемле ҫӗклесе каяҫҫӗ.

Ҫӑтмахра выртӑр!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр