Пилсемпе кӗлӗсем

Ҫулталӑкне тата виҫӗ ҫулне асӑнни

Ҫулталӑкри ытти асӑнусемсӗр пуҫне вилнӗ ҫыннӑн ҫулталӑкне тата виҫӗ ҫулне палӑртаҫҫӗ. Ӑна палӑртма тӑванӗсем тата ҫывӑх ҫыннисем пухӑнаҫҫӗ. Ку ӗҫе йӑх-несӗлри ватӑ ҫын е тӗп кил пуҫӗ йӗркелесе тӑрать, вӑл хушнипех ҫынсене йыхравлаҫҫӗ.

Ҫулталӑкри тата виҫ ҫулхи пумилкке ытти асӑну йӗркипех иртет. Вӑл анлӑ та, пӗчӗк йышпа та пулма пултарать. Ку асӑнусенче вил тӑприне тата еткерлӗхе юлнӑ япаласене тирпейлеҫҫӗ, тасатаҫҫӗ, юсаҫҫӗ. Чылай чухне ҫулталӑкне асӑннине юпари асӑнупа пӗрлех тӑваҫҫӗ.

 

926

Чӑвашсем ҫын вилсен ҫулталӑкран пумилкке тӑваҫҫӗ. Чӑн пирвай вӗсем юпа касма каяҫҫӗ. Юпа касма кайнӑ чухне ҫур пулуштух эрех илеҫҫӗ тата пӗр чӑхӑ пусса каяҫҫӗ. Унтан вара юпине кассан ҫавӑнта ҫиеҫҫӗ. Вара юпине касса килсен ӑна кутник сакки ҫине тӳшек сарса вырттараҫҫӗ. Каҫпарах вара масар ҫине илсе каяҫҫӗ. Масар ҫине кайнӑ чухне купӑспа юрласа каяҫҫӗ. Вӗсем масар ҫинчен килнӗ ҫӗре така е вӑкӑр пусаҫҫӗ. Масар ҫинчен килсен вара тытӑнаҫҫӗ ӗҫме, ташлама, юрлама. Вара вӗсем ҫав каҫ ҫӗрӗпе ӗҫеҫҫӗ, унтан вара ҫутӑла пуҫласан юпине ирттерме каяҫҫӗ. Юпа ирттерме кайнӑ чухне вӗсем юрлаҫҫӗ особый кӗвӗпе, унтан юпа ирттерекен ҫӗре ҫитсен вут хураҫҫӗ, вут умӗнче ташла-ташла ӗҫеҫҫӗ. Унтан килӗсене таврӑнаҫҫӗ. Унтан вара кӑнтӑрла иртсен мунча кӗреҫҫӗ, ҫапла вара вӗсем пумилкке ирттерсе яраҫҫӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр