Ҫӳлти тӗнче туррисемпе ыррисене асӑнни
Турӑсемпе ырӑсене харкам сӑвапсенче, кил-йыш кӗллисенче, ял-йышпа халӑх чукӗсенче асӑнаҫҫӗ. Вӗсен тӗсӗсем пӗр пек мар. Кӗске те ансат сӑвапсем, вӑрӑммӑн каламалли кӗлӗсем пур. Кама чӳкленине, мӗн сӑлтавпа пухӑннине кура уйрӑм турӑсемпе ырӑсене малтан асӑнаҫҫӗ. Паллӑрах турӑсене кирек хӑш вӑхӑтра та ятран калама юрӑхлӑ кӗлӗсем пур. Вӑл кӗлӗсенче Турра; Турӑ Амӑшне, Мӑн Турра, Мӑн Турӑ Амӑшне; Пӳлӗхпе пӳлӗхҫисене, Кепепе Пихампара, Хӗрлӗ ҫыра, Аша турра, Ашапатмана, Хӑт, Ана, Атам турӑсене, Тала турра, Турсулупа пирӗштисене чӗнсе каланисем тӗл пулаҫҫӗ.
Турӑсен ретӗнчех ырӑсемпе несӗл пуҫӗсем тӑраҫҫӗ. Ҫывӑхра тата аякра выртан пысӑк ырӑсене, вӗсен ячӗллӗ киреметсене турӑсемпе пӗрле чӳкленӗ чухне (аслӑ чӳксем тунӑ чухне) кӗлӗсен ҫаврисем вӑтӑр пиллӗк таран пулаҫҫӗ. Вун пӗр вырӑнта вӑтӑр виҫӗ хуранпа апат пӗҫернӗ чухне тӑхӑр вун тӑхӑр турра асӑнаҫҫӗ.
Кӗлӗ ҫаврисен йӗркисем (инемӗ) чӳке мӗн ретпе тунине кура йӗркеленеҫҫӗ. «Тыр-пулпа ҫыншӑн» тата «Тур тавраш тасатас» ретсемпе тӑвакан чӳксен кӗллисем тӗп тата вӑтӑр пилӗк ҫум ҫаврасенчен тӑраҫҫӗ. Вӗсенчен кашни пилӗкшер турӑпа ырӑ, несӗлпе усал ятӗнчен тӑнӑ чухне инемре ҫӗр сакӑр вунӑ ят ытла пулса каять.
Ку пайри сӑвапсемпе кӗлӗсене пӳртре Уша юпи умӗнче, вӑй киллинче кунтӑк умӗнче, тур киллинче е киреметре харкам пӗччен калама юрать. Вӗсене пысӑк чӳксенче уйрӑм та, ытти ретри турӑсемпе пӗрле те калаҫҫӗ.
Ҫумпайсем
Аслӑ Турӑ йышне асӑнмалли кӗлӗсем
Уша юпи умӗнче калани (177-180)
Вӑй киллинче каламалли (181)
Тӳр киллинче каламалли (182-185)
Киремете пӗччен, кил-йышпа, халӑхпа каламаллисем (186-187)
Ваттисен чӳклеме кӗлли (188-194)
Турӑ кӗнекинчи ӳкӗт (195)
Ӳкӗтлӗ тупа (196)
Пӳлӗхпе пӳлӗхҫисене каланисем (197-199)
Кепе турра панисем
Аслӑ Кепене хур кӗлли (200)
Пихампара чыслани (201)
Аша турра кӗлтуни, Пихампара пуҫҫапни (202)
Хӗрлӗ Ҫыра панӑ кӗлӗ (203)
Ан (Ана), Анахӑт турӑсене ыйтни
Ана вӑйне илни (204)
Харпан кӗлли (205)
Пӳртен (Пӳртем), Пуртал (206)
Хӑтӑм (Хыт чӳк) (207)
Кӗлилен (208)
Питтури кӗлли (209)
Атам ырӑ кӗлли (210)
Турӑ Талана асӑнни (211)
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен