Ваттисен чӳклеме кӗлли
188
Ҫырлах, ырӑ Турӑ, Турӑ Амӑшӗ, ҫӑкӑрпа, мӑн хуран пӑтӑпа, мӑн пичке пуҫласа, кил-йыш-чунӑмпа, килӗм-вутӑмпа, ачам-пӑчампа тав туса пуҫҫапатӑп.
Ҫырлах, ырӑ Турӑ, Турӑ Амӑшӗ, ҫырлах! Ҫырлах! Ҫырлах! Хурӑнташӑм-вӑртахӑмпа, ялӑм-йышӑмпа, кӳршӗ-аршӑмпа тав туса пуҫҫапатпӑр. Ҫырлах, ырӑ Мӑн Турӑ Амӑшӗ, ҫырлах, Мӑн Турӑ, ҫырлах! Ҫырлах! Ҫырлах! Уйра акнӑ тырри-пуллине тӑрне пӑрҫа пек, кутне хӑмӑш пек, Турӑ, пар, ырӑ пар, ырлӑх пар, пурлӑх пар.
Ҫырлах, ырӑ Мӑн Турӑ, ҫырлах! Ҫырлах! Ҫырлах! Уя тухсан уй хӑтне пар, анкартине кӗрсен анкарти хӑтне пар, киле кӗрсен кил хӑтне пар, ҫырлах! Ҫырлах! Ҫырлах! Ҫичӗ тӗслӗ тырра-пулла ҫичӗ кӗлет хума пар, укҫине хаймаласа тытма пар,
Ҫырлах, ырӑ Турӑ, турӑ Амӑшӗ, ҫырлах! Ҫырлах! Ҫырлах! Виҫӗ тӗслӗ выльӑха-чӗрлӗхе виҫӗ картана хупма пар, пӗр вӗҫӗ картара, пӗр вӗҫӗ вакӑра, тӳлеттер, хунаттар, тӗк пӗрчинчен тӳлеттер, хунаттар.
Ҫырлах, ырӑ Мӑн Турӑ Амӑшӗ, ҫырлах! Ҫырлах! Ҫырлах! Хӑт, Хӑт амӑшӗ, пӑхса усра, ҫырлах! Мӑн Турӑ, Турӑ Амӑшӗ, ҫырлах! Ҫырлах! Ҫырлах! Хӑрпан, Хӑрпан амӑшӗ, ан хӑрт, ан йӗрт, ҫырлах! Ҫырлах! Ҫырлах! Ҫилтен-тӑвӑлтан, шӑширен-шӑрчӑкран, вӑйлӑ вут-кӑвартан, чиртен-чӗртен, шартан-шӗртен, мӗн килес инкекрен, курайман тӑшмантан, Ырӑ Мӑн Турӑ, ҫӑл, ҫырлах, пӑхса усра пире. Ҫырлах, Турӑ! Астивмешкӗн асӑнатпӑр, ҫырлах, ырӑ кӗтесри Турӑ! Эсӗ Туррӑн тӑлмачи, эс пирӗншӗн Турӑ умӗнче Турра тархасла. Сана — шерпет, пире — йӳҫҫӗш.
Ырӑ Мӑн Турӑ, пиллесе пар пире ӗҫме-ҫиме. Эй, Турӑ, ҫырлах! Тата хамӑрӑн аслӑ патшамӑра тасалӑх, сывлӑх пар, ырӑ вӑй-сывлӑх пар, патшалӑхне тытса тӑма вӑй-хӑват пар, патшалӑх хушшинче ҫураҫу тӑтӑр. Эй, Турӑ, ҫырлах! Пирӗншӗн каякан салтаксене тасалӑх-сывлӑх патӑр, киле-ҫурта Турӑ ҫавӑртӑр, ырӑ Турӑ, ҫырлах! Ҫырлах! Ҫырлах!
189
Эй, Турӑ, эй, Пӳлӗхҫӗ, эй, Турӑ Амӑшӗ, ырӑсем! Сире асӑнатӑп, витӗнетӗп, тав тӑватӑп, пуҫҫапатӑп, пуҫ сывлӑхне, чун канлӗхне пар, Турӑ; уя тухсан уйра сывлӑх пар; киле килсен килте сывлӑх пар; пӗр пӗрчӗ аксассӑн пин пӗрчӗ пар, хӑмӑш пек хӑмӑлне пар, чакан пек тӑррине пар, тӑррине тутӑ пар, тӗпне питӗ пар, анкарти тулли капанне пар, йӗтем тулли кӑшӑлне пар, пӳлмелетсе тыррине пар, хывмалатса мулне пар, чун ҫумне чун хуш, мул ҫумне мул хуш, алӑк патне кӗрӳ пар, тӗпеле кин пар, шӑнса килекене ӑшӑтмашкӑн пар, выҫса килекене тӑрантармалӑх пар; кӳлес лашама, сӑвас ӗнеме, ҫӑмне илес сурӑхӑма, пур усракан выльӑхӑма сывлӑх пар, ҫилӗнчен-тӑвӑлӗнчен, вутӗнчен-кӑварӗнчен, курайман тӑшманӗнчен, килес синкертен Турӑ сиртӗр. Аминь, ҫырлах.
190
Ҫырлах, Турӑ! Ҫак ҫын кил-йышпе ачи-пӑчине, выльӑх-чӗрлӗхне сывӑ усра. Ҫӗнӗ тырӑ шерпечӗпе асӑнатпӑр: шерпечӗ — Сана, йӳҫҫӗше — пире. Вун ик кӑшӑллӑ пичкине вун ик талӑк ӗҫме пара пар. Пӗҫернӗ ҫӑкрине перекетне-ушлӑхне пар, пиҫнӗ яшкине тутине кӳрсе пар. Кӗр акса хӑварнӑ тыррине ҫур калчинче савӑнтар, ҫур акнӑ тыррине ҫу савӑнтарса пар, пучаха ларнӑ чух вӗри-шарӗнчен, ҫилӗ-тӑвӑлӗнчен, пӑрлӑ ҫумӑрӗнчен Эсӗ упра, Турӑ. Иртсе каякан ӑшӑ ҫумӑрне тӑхтаса пар. Йывӑр-хаяртан, кайӑк-кӗшӗкрен, усал хурт-кӑпшанкӑран, усал куҫӗнчен Эсӗ упра, Турӑ, тӑррине пар чакан пек, кутне пар хӑмӑш пек. Ӗҫлеме вӑхӑт ҫитсен кил-йышпа, ачам-пӑчампа вырма каҫалӑк умне тӑрсан малалла пӑхсан тырринчен савӑнтар; калла пӑхсан тӗмӗнчен савӑнтар. Тӗмне пуҫтарса ҫӗмел тусан кутран ҫӗмел пар. Кӗлтине анкартине кӗртсен ҫичӗ тӗслӗ тыррине ҫичӗ ӗрет капана лартма пар; капан тӑррине улӑхса капан салатнӑ чух капан перекетне пар; авӑн ҫумне чӗркесен чипер типӗтсе илме пар; вут-кӑвартан, ҫил-тӑвӑлтан Эсӗ упра, Турӑ. Сарӑм сарсан ылтӑн пек шӗкӗлчесе илме пар, вӑйлӑ ҫумӑрӗнчен Эсӗ упра, Турӑ. Тыррине йӗтем ҫинче пуҫтарсан тӳлек ҫилпе сӑвӑрса илме пар, сӑвӑрса лартнӑ кӑшӑлне савӑнтарса пара пар, ҫичӗ тӗслӗ тыррӑма ҫичӗ ампар тултарма пар, кивӗ ҫине ҫӗнӗ хывма пар. Арман авӑртма кайсан чипер авӑртса тавӑрма пар; авӑртса тавӑрнӑ ҫӑнӑхне перекетне пар. Виҫӗ тӗслӗ выльӑхӑма виҫӗ карта хупма пар, пӑхӗнчен самӑртма пар, тӗк пӗрчинчен хунатса пар. Мӑклӑ чул хушшинчине, ултӑ ураллӑ кайӑкне, кӑларса пар. Валем пек ҫӳлтен вӗҫсе пыраканне те вӑрӑм чӑрӑш тӑррине сӑрма пар, ама ҫумне ама ертсе пар, ҫӑвӑр ҫумне ҫӑвӑр хушса пар, пӗр вӗҫӗ мартара кӗрлетӗр, пӗр вӗҫӗ чечекре сӗрлетӗр. Ырӑ хӑнасене чыс тума каткалатса пылне тытма пар, ҫӳпҫелетсе ҫӑвне тытма пар.
Эй, Аслӑ Турӑ, Аслӑ Пӳлӗх, эсӗ кӑтартнӑ йӑлапала Сана асӑнатпӑр, сана витӗнетпӗр; ҫӳлти-ҫӗртипеле, ҫут тӗнчене тытакан Турӑ, эпир сана асӑнатпӑр, пуҫҫапатпӑр.
Эй, тӗнчене тытса тӑракан Турӑ, каҫар пире. Эпир Сана асӑнатпӑр, пуҫҫапатпӑр, ҫылӑхли пур, ҫылӑхсӑрри пур, пӗлни пур, пӗлменни пур, каҫар пире, Турӑ. Усал аллине ан пар пире, Турӑ, хаяр сута ан кӳрт пире, ӗмӗрхи асапран ҫӑл пире, Турӑ. Ҫак ҫут тӗнчере ырӑ ҫынсем, ятлӑ ҫынсем, чинлӑ ҫынсем пур, ҫавсем кӗлтунипе те пулин каҫар пире, Турӑ. Ҫав пирӗншӗн кӗлтӑвакан ҫынсемшӗн сана пуҫҫапатпӑр, каҫар пире, Турӑ.
Ырӑ тӳре, патша Турӑ, Сана асӑнатпӑр, сана пуҫҫапатпӑр, ҫак ҫӗр ҫинчи тӗнчере пӗтӗм халӑха пӑхса тӑракан патшашӑн, унӑн ҫумӗнчи аслӑ ятлӑ ҫынсемшӗн тата ҫак эпир пурнакан ҫӗре-шыва шыраса тупакансемшӗн, авалхи ватӑ ҫынсемшӗн асӑнса тата кӗлтӑватпӑр. Ҫав ватӑ ҫынсемшӗн пире пехил парса хӑварнӑшӑн асӑнатпӑр, ҫӑтмахра, ырӑ вырӑнта пулччӑр, йывӑр тӑприсем ҫӑмӑл пулччӑр, выртнӑ вырӑнӗсем мамӑк пулччӑр, чунӗсем Турӑ умӗнче ырлӑхра пулччӑр пире пехил парса хӑварнӑшӑн; тата вӗсем те пире пур усалтан-хаяртан сыхласа тӑччӑр, эпир асӑнатпӑр, пуҫҫапатпӑр, эсир пирӗншӗн кӗлтӑвӑр; ытла калаҫнӑ сӑмахран эсир каҫарӑр, пӳкле вилӗмрен Эсир сыхлӑр, пирӗн суя сӑмах чӑн пултӑр, чӑн сӑмах Турра ырлӑхлӑ пултӑр, каҫар пире, Турӑ.
Эй, ырӑ пирӗштисем, чун сыхлакансем, пӗв сыхлаканнисем, эсир пиртен усала сирӗр, эсир пире пур усала-тӗселе хӑваламашкӑн, хӑратмашкӑн святой хӑват парӑр. Ҫилтен-тӑвӑлтан, тулӑх шывран, вутран-кӑвартан эсир сыхлӑр, пур сиентен-сурантан, йывӑр хуйхӑран эсир сыхлӑр. Яла-йыша, пур халӑха ҫут тӗнчери ырӑ ҫынсен пехиллӗхӗпеле, пурне те сыхла, каҫар пире, Турӑ. Пӗлни пур, пӗлменни пур, ҫитни пур, ҫитменни пур, каҫар пире, Турӑ. Ҫак ҫут тӗнчере куҫсӑрри пур, хӑлхасӑрри пур, алӑсӑр-урасӑрри пур, ытти чирпе асапланаканнисем пур, ҫавсем Турра кӗлтунипе, ҫавсен телейӗпеле ҫӗкле пире, ҫав асапланакансене, Турӑ, тӳсӗм пар.
Эй, Турӑ, уя тухнӑ ака ҫӑмӑл пултӑр, янаварсене хӑватне пар, Турӑ; янаварсем туртнӑ ҫӗре акнӑ тырӑ-пулӑ пултӑр, тутӑ пултӑр, тӗпӗ питӗ пултӑр, тӗпӗ хӑмӑш пек пултӑр, тӑрри чакан пек пултӑр, пӗр пӗрчӗ акнӑ ҫӗре пин пӗрчӗ пултӑр; панӑ ҫӗрте ан палӑртӑр, илнӗ ҫӗртен ан иксӗлтӗр, парас парӑмран, илес тулӑхран парса илмешкӗн ырӑ ӑс-хакӑл пар, юсми юлми пил пар, йӑнӑшми чӗлхе пар пире, Турӑ. Акнӑ тырӑ хирте тӗрӗс лартӑр, хир илемӗ килтӗр, тӗнчене савӑнтартӑр, пур ватти-ҫамрӑкки-мӗнӗпелен ҫавна курса кӗлтуччӑр. Каҫхи сулхӑнтан, ирхи тӑмран, пур ҫилтен-тӑвӑлтан сыхла, Турӑ.
Эй, Турӑ, пурте Сан ҫумӗнчисем, тӗнчене тытса пулӑшса тӑраканнисем, аҫа-ҫиҫӗм тытаканнисем, святой пророксем, асӑнатпӑр, сыхлӑр пире.
Эй, святойсем, эсир пирӗншӗн кӗлтӑвӑр Турра, эпир ҫылӑха кӗнине пирӗштисем пӗлеҫҫӗ, тульккӑ каҫар пире, Турӑ. Эсӗ, Турӑ, каҫармасӑр кам каҫарӗ ху ҫуратнӑ чунна. Усал аллине ан пар пире, эпир Сана асӑнатпӑр, сан ҫине шанса тӑратпӑр. Пире Эсӗ усрамасӑр кам усрать, пурте Санӑн аллӑнта, ҫӳлти-ҫӗртипеле, вутри-шыврипеле Санӑн аллӑнта. Сантан иртекенни нимӗн те ҫук. Сантан хӑватли, Сантан ырӑ кӑмӑлли ҫук, Сантан пуҫне урӑххи ырлӑх кӑтартаканни никам та ҫук. Эпир Сана тархаслатпӑр, каҫар пире, Турӑ, айвансене.
191
1. Турра йӑлӑнатӑп, кӗлтӑватӑп ӑшӑ кӑмӑлпа, тутлӑ чӗлхемпе ачам-пӑчамшӑн, выльӑхӑм-чӗрлӗхӗмшӗн, ҫуртри чунӑмшӑн ҫырлахтӑр Ырӑ Турӑ!
2. Пӳлӗхҫе ачам-пӑчампа, ҫуртри чунӑмпа, ӑшӑ кӑмӑлӑмпа, тутлӑ чӗлхемпе, выльӑхӑм-чӗрлӗхӗмпе асӑнатӑп!
3. Ҫуртри аслӑ кӗлӗ амӑшӗ! Ачам-пӑчампа, ҫуртри чунӑмпа, ӑшӑ кӑмӑлӑмпа, тутлӑ чӗлхемпе, выльӑх-чӗрлӗхӗмпе асӑнатӑп!
4. Аслӑ кӗлӗ! Ачам-пӑчампа, Выльӑх-чӗрлӗхӗмпе... (Кашни Турӑшӑн ҫав кӗллех каланӑ.)
5. Ҫуртри вӑталӑх кӗлӗ амӑшӗ! Ачам-пӑчампа, ҫуртри чунӑмпа…
6. Вӑталӑх кӗлӗ! Ачам-пӑчампа, ҫуртри чунӑмпа...
7. Ҫуртри кӗҫӗн кӗлӗ амӑшӗ! Ачам-пӑчампа, ҫуртри чунӑмпа...
8. Кӗҫӗн кӗлӗ! Ачам-пӑчампа, ҫуртри чунӑмпа...
9. Шыв ҫинчи аслӑ кӗлӗ амӑшӗ! Ачам-пӑчампа, ҫуртри чунӑмпа...
10. Шыв ҫинчи аслӑ кӗлӗ! Ачам-пӑчампа, ҫуртри чунӑмпа...
11. Шыв ҫинчи вӑталӑх кӗлӗ амӑшӗ! Ачам-пӑчампа, ҫуртри чунӑмпа...
12. Шыв ҫинчи вӑталӑх кӗлӗ! Ачам-пӑчампа, ҫуртри чунӑмпа...
13. Шыв ҫинчи кӗҫӗн кӗлӗ амӑшӗ! Ачам-пӑчампа, ҫуртри чунӑмпа...
14. Шыв ҫинчи кӗҫӗн кӗлӗ! Ачам-пӑчампа, ҫуртри чунӑмпа...
15. Ял ҫинчи аслӑ кӗлӗ амӑшӗ! Ачам-пӑчампа, ҫуртри чунӑмпа...
16. Ял ҫинчи аслӑ кӗлӗ! Ачам-пӑчампа, ҫуртри чунӑмпа...
17. Ял ҫинчи вӑталӑх кӗлӗ амӑшӗ! Ачам-пӑчампа, ҫуртри чунӑмпа...
18. Ял ҫинчи вӑталӑх кӗлӗ! Ачам-пӑчампа, ҫуртри чунӑмпа...
19. Ял ҫинчи кӗҫӗн кӗлӗ амӑшӗ! Ачам-пӑчампа, ҫуртри чунӑмпа...
20. Ял ҫинчи кӗҫӗн кӗлӗ! Ачам-пӑчампа, ҫуртри чунӑмпа...
21. Ҫул ҫинчи аслӑ кӗлӗ амӑшӗ! Ачам-пӑчампа, ҫуртри чунӑмпа...
22. Ҫул ҫинчи аслӑ кӗлӗ! Ачам-пӑчампа, ҫуртри чунӑмпа...
23. Ҫул ҫинчи вӑталӑх кӗлӗ амӑшӗ! Ачам-пӑчампа, ҫуртри чунӑмпа...
24. Ҫул ҫинчи вӑталӑх кӗлӗ! Ачам-пӑчампа, ҫуртри чунӑмпа...
25. Ҫул ҫинчи кӗҫӗн кӗлӗ амӑшӗ! Ачам-пӑчампа, ҫуртри чунӑмпа...
26. Ҫул ҫинчи кӗҫӗн кӗлӗ! Ачам-пӑчампа, ҫуртри чунӑмпа...
27. Ҫӳлти аслӑ ырӑ амӑшӗ! Ачам-пӑчампа ҫуртри чунӑмпа...
28. Ҫӳлти аслӑ ырӑ! Ачам-пӑчампа, ҫуртри чунӑмпа...
29. Ҫӳлти вӑталӑх ырӑ амӑшӗ! Ачам-пӑчампа, ҫуртри чунӑмпа...
30. Ҫӳлти вӑталӑх ырӑ! Ачам-пӑчампа, ҫуртри чунӑмпа...
31. Ҫӳлти кӗҫӗн ырӑ амӑшӗ! Ачам-пӑчампа, ҫуртри чунӑмпа...
32. Ҫӳлти кӗҫӗн ырӑ! Ачам-пӑчампа ҫуртри чунӑмпа...
33. Иртсе пыракан кӗлӗ амӑшӗ! Ачам-пӑчампа, ҫуртри чунӑмпа...
34. Выляса пыракан кӗлӗ! Ачам-пӑчампа, ҫуртри чунӑмпа...
35. Вӗҫӗ: Мӑн Турӑ! Тӗнче пултарнӑ, ҫуратнӑ, ӳстернӗ Аслӑ Турӑ! Турӑ умӗнче тӑран хӑватсем! Ҫӳлти, Ҫӗр ҫинчи, халӑхри, ҫӳлти ырӑсем! Килӗм-йышӑмпа, ялӑм-йышӑмпа, халӑхпа калатӑп: ҫырлахӑр! Асӑнатӑп Сана, Аслӑ Турӑ! Ҫырлахӑр, Турӑ умӗнче тӑрансем! Тына пӑрупа асӑнатпӑр чунпа сире хисеп туса!
192
Мӑн Турӑ, ҫырлах! Мӑн Турӑ Амӑшӗ, ҫырлах! Мӑн Турӑ умӗнчи, ҫырлах! Пӳлӗхҫӗ, ҫырлах! Пӳлӗхҫӗ Амӑшӗ, ҫырлах! Пихампар, ҫырлах! Кепе, ҫырлах! Мӑн ырӑ, ҫырлах! Ҫут ҫанталӑк тытан, ҫырлах! Турӑ Амӑшӗ, ҫырлах! Ҫут ҫанталӑк тытан Пӳлӗхҫӗ, ҫырлах! Ҫут ҫанталӑк тытан Пӳлӗхҫӗ Амӑшӗ, ҫырлах! Ҫут ҫанталӑк тытан Кепе, ҫырлах! Ҫӗршыв тытан, ҫырлах! Ҫӗршыв тытан Пӳлӗхҫӗ, ҫырлах! Ҫӗршыв тытан Пӳлӗхҫӗ Амашӗ, ҫырлах! Ҫӗршыв тытан Кепе, ҫырлах! Хӗвел, ҫырлах! Уйӑх, ҫырлах! Ҫут ҫӳлте выртан, ҫырлах! Ҫут ҫӳлте выртан Турӑ Амӑшӗ, ҫырлах! Ҫут ҫӳлте выртан Пӳлӗхҫӗ, ҫырлах! Чун ҫуратан Пӳлӗхҫӗ, чун пӳрен Пӳлӗхҫӗ, чун пӳрен Пӳлӗхҫӗ Амӑшӗ, Ҫӗр Пӳлӗхҫи, Ҫӗр Пӳлӗхҫи Амӑшӗ, Турӑ-Пӳлӗхҫӗ, ҫырлах! Ҫут ҫӳлте выртан Пӳлӗхҫӗ Амӑшӗ, ҫырлах! Чӳк, ҫырлах! Тивлет Атӑл вӑрринчен, Сӑр вӑрринчен, тинӗс тӗпӗнчен ҫавӑрса кил! Карта тулли выльӑх пар! Тыр-пула перекет пар! Илнӗ ҫӗртен ан иксӗлт! Панӑ ҫӗртен ан палӑрт! Ҫын пӑскӑнчине ан кӗрт, Усала ан пар! Чипер выляса-кулса пурӑнмашкӑн пар! Чӳк, ҫырлах!
193
Эй, Мӑн Турӑ, Мӑн Турӑ Амӑшӗ, ҫырлах, эпир мӗн ыйтнине илт, тепӗр ҫак вӑхӑтчен чипер, таса пурӑнмалла ту, курайман тӑшмансенчен, вут-кӑвартан чипер пӑхса усра.
Эй, пӗлӗтпе ҫӗре пултаракан Турӑ, эпир сана ачамӑр-пӑчамӑрпа пуҫҫапатпӑр, сана асӑнса ҫӗнӗ тырӑран пӗр пысӑк хуран пӑтӑ ҫакрӑмӑр, пирӗн кӗллӗмӗре илт, ҫак алла илнӗ тырра-пулла чипер ҫисе пурӑнмалла ту, ҫынна панӑ ҫӗртен ан палӑртӑр, илнӗ ҫӗртен ан иксӗлтӗр. Сана пур ачамӑр-пӑчамӑрпа пуҫҫапатпӑр, пирӗн кӗллӗмӗре илт, эпир кӗнекеллӗ ҫынсем мар, пӗлни пулӗ, пӗлменни пулӗ, ҫырлах.
194
Аслӑ Турӑ! Пуҫламан ҫавра ҫӑкӑрпа, пуҫламан тулли пичке сӑрапа, пуҫламан чара пылпа асӑнатпӑр.
Сан ятупа кӗмӗл ҫурта ҫутатпӑр, Сан ятупа алтӑрпа сӑра лартатпӑр, Сан ятупа пӑтӑ ҫине ҫу яратпӑр, кӑвак тӳпе ҫине пӑхса ыйтатпӑр: «Пирӗн йыша пурӑнма сывлӑх пар. Ӳссе пыма хушса пар, выльӑх-чӗрлӗх пар, тыр-пул пар, кил-йыша килӗшӳпе нӑкӑлӑх пар, пирӗн сӑмаха илтсе ҫӗр ҫине тирпейлӗхпе ӑнӑҫ пар...
Хура халӑхпа ӗҫлекен ӗҫе ӑнтарса пымалӑхне пар, пӗрне тепӗринпе сыпӑнтарса пар, тунӑ утӑмӑн ӳсӗмӗ пултӑр, ӗҫленӗ ӗҫӗн пайти курӑнтӑр. Пирӗн сӑмаха илтсе ҫӗр ҫине тирпейлӗхпе ӑнӑҫ яр...
Аслӑ та ырӑ Турӑ! Тупа ту пӗрлешмен ҫӗрсенчи усалсене, хирпе хир татӑлман вырӑнсенчи тӗселсене пирӗн умран сирсе пыр, хапсӑнакана хакӑр тӑрне ларт, таптакана тапӑ айне ларт, ҫунтаракана ҫунӑк айне ларт.
Хура халӑхӑн синкер-синкеке сирсе пыма вӑйпа хӑват пултӑр!
Пирӗн сӑмаха илтсе ҫӗр ҫине тирпейпе ӑнӑҫ яр...
Аслӑ та ырӑ Турӑ! Хӑвӑн ҫӳлти пӗлӗтри тӗтреллӗ сывлӑмна аялалла антар та ҫӗр ҫинчи тусанлӑ тӗтрене ху патна ҫӳлелле илсе тасат, икӗ тӗтре хушшинче кашласа ларакан тыр-пула ӳсме лӑпкӑ ҫил, таса ҫумӑр, ӑшӑ пайӑрки пар та шӑркаланма, тытӑнса тулма пар. Этем тавринчи тӗнчене сывлӑмлӑ тӗтрепе хӗвеллӗ кун пар!
Аслӑ та ырӑ Турӑ! Хӑвӑн ҫӳлти пӗлӗтри хӗвеллӗ сывлӑмна аялалла антар та ҫӗр ҫинчи тусанлӑ пӗлӗте ҫӳлелле илсе тасат. Икӗ тӗтре хушшинче ҫӳрекен виҫӗ тӗрлӗ выльӑх-чӗрлӗхе — ӗнесемпе лашасене, сурӑх-путеке, кайӑк-кӗшӗке вӑй парса йыш ӗрчетме пулӑш, вӗсен витисемпе йӑвисене канӑҫ пар та йышне пысӑклат, шывпа вутран, ҫумӑрпа тӑвӑлран упра...
Аслӑ та ырӑ Турӑ! Этем ывӑл-хӗрне ҫулҫӑ пӑшӑлтатнине, чӗкеҫ чӗвӗлтетнине илтме пар. Сӑрт-ту анлӑшне кӑтарт этеме, шыв-шур анлӑшне кӑтарт этеме, хӗвел пайӑрки пек выляса-кулса ҫитӗнме пар этем ул-хӗрне.
Уйӑх кулса ҫутатнӑ чухне, хӗвел йӑлкӑшса ӑшӑтнӑ чухне, тыр-пул сарӑлса хӑпарнӑ чухне, чӗрлӗх-чунлӑх ӗрченӗ чухне этем йышне те хум пек, кӗмӗл пек, ҫулҫӑ пек сарӑлса пымаллине пар. Этем ӗҫӗ-пуҫӗ пурнӑҫ тума кайтӑр, алли-ури ырӑ ӗҫре пиҫӗхтӗр, шӑмми-шакки ташӑра вылянтӑр.
Аслӑ Турӑ! Тата мӗн кирлӗ этем ул-хӗрне?
Аслӑ та ырӑ Турӑ! Каҫар та савӑнса пурӑнмине пар пирӗн халӑха.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен