Пилсемпе кӗлӗсем

Пӳлӗхпе пӳлӗхҫисене каланисем

Пӳлӗх — ҫӳлти ретри чи хисеплӗ Турӑ, Турӑ мӑшӑрӗ, тӗнче чӗрлӗхне чун паракан хӑват. Вӑл каланисене Кепе турӑпа Пихампар турӑ итлеҫҫӗ, халӑх патне ҫитерсе халӑхран килекен хыпара Пӳлӗхпе Турра пӗлтерсе тӑраҫҫӗ.

Пӳлӗхӗн хӑйӗн йышлӑ пулӑшаканӗсем — пӳлӗхҫисем пур. Пӳлӗхҫисем ҫӗр ҫинче ҫынсем хушшинчех ҫӳреҫҫӗ. Вӗсем кирек хӑҫан та этеме ырӑ тӑваҫҫӗ.

Кӗлӗсенче «Пӳлӗх», «Пӳлӗхҫӗ» сӑмахсене пӗр пӗлтерӗшпех каланӑ тӗслӗхсем нумай.

 

197

Эй, Пӳлӗхҫӗ! Пире тепӗр ҫак вӑхӑта ҫитиччен усра, килнӗ шухӑшсене астутарса, усалтан-чиртен витсе сыхласа тӑр. Аминь, ҫырлах. Пӳлехҫӗ, ан пӑрах, Пӳлӗхҫӗ Амӑшӗ, сывлӑх пар. Мӑн Пӳлӗхҫӗ, Мӑн Пӳлӗхҫӗ Амӑшӗ, чун ҫуратан Пӳлӗхҫӗ, чун пӳрен Пӳлӗхҫӗ, чун пӳрен Пӳлӗхҫӗ Амӑшӗ, Ҫӗр Пӳлӗхҫи, Ҫӗр Пӳлӗхҫи Амӑшӗ, Турӑ Пӳлӗхҫӗ! Сирӗн умра пуҫа таятпӑр.

198

Пӳлӗхҫӗ, Пӳлӗхҫӗ Амӑшӗ! Эпир паянхи кун ачам-пӑчамсемпе, пӗтӗм кил-йыш чунпа хӗпӗртесе, савӑнса сана асӑнса, тав туса тулли пичӗке пуҫлатпӑр.

Эй, Мӑн Турӑ, Мӑн Турӑ Амӑшӗ, Пӳлӗхҫӗ, Пӳлӗхҫӗ Амӑшӗ! Пире илтсе ҫырлах пире. Пӗтӗм кил-йыш чунпа, выльӑх-чӗрлӗхсемпе савӑнса, ырӑ курса пурӑнмалла ту пире. Ҫурт ҫумне ҫурт хушма, мул ҫумне мул хушма, чун ҫумне чун хушма, кил-йышӗпех тӗрӗс-тӗкел пурӑнмалла ту пире. Картари выльӑх-чӗрлӗхсене ӗрчесе хунамалла ту: вӗсене шӑварма кайнӑ чух пӗр вӗҫӗ килти картара, тепӗр вӗҫӗ шыв хӗрринче ҫырмара татти-сыпписӗр пулччӑр, хыҫҫӑн-хыҫҫӑн утчӑр. Уя-хире тухнӑ чух вун сухапа, вун ик сӳрепе тухмалла ту пире.

Эй, Пӳлӗхҫӗ, итле пире. Пирӗн кӗлле хапӑл ту! Хирте ӗҫлени виреллӗ, килте ӗҫлени килӗшӳллӗ, пур ӗҫ те вырӑнлӑ пултӑр, уйри тырӑ лайӑх пултӑр: хӑмӑлӗ хӑмӑш пек, тӑррийӗ пӑрҫа пек. Ӗҫлеме те канлӗ пултӑр.

199

Эй, ҫӳлти Турӑ, Пӳлӗхҫӗ! Акӑ Ху пултарнӑ ҫыннусем сан умӑнта пуҫӗсене тайса тӑраҫҫӗ, сана тархасласа ырлӑх кӗтеҫҫӗ. Ху пире хӗрхенех, ху пире каҫарах, пирӗн енне тӳртӗн ан тӑрах!

Санран пур чунлӑ япаласем те хӑраса-чӗтресе тӑраҫҫӗ. Пурте эсӗ ырлӑх парасса кӗтеҫҫӗ.

Эй, ҫӳлти Турӑ! Эсӗ пӗлӗте ху аллӑнта тытса тӑратӑн. Унтан ҫӗр ҫине, ҫӗр пичӗ енне ҫумӑр ҫутаратӑн.

Эй, Турӑ, пӗлӗт пиртен мӗн чуль [инҫе] ҫӗрте тӑрать; санран пит тӗлӗнмелле. Акӑ чӳк кӳретпӗр Сана, Турӑ, ху пултарнӑ выльӑх-чӗрлӗхрен. Пирӗн ҫине хӗрхенсе пӑх, пирӗн кӗлле илт. Пире вутран-кӑвартан сыхла, чир-чӗр ересрен, пур инкек-синкекрен, хӗҫ-пӑшалтан сыхла. Ҫӗр ҫине Ху ырлӑхна яр: Ҫӗр питне ӳсекен япалапа тултар: этем валли тырӑ-пулӑ, выльӑх валли курӑк-ҫимӗҫ ӳстер. Пур терлӗ усал ҫил-тӑвӑла, пӑр ҫӑвакан пӗлӗтсене пиртен сирсе яр. Хурт-кӑпшанкӑран, ют халӑхран, сасартӑк килес вилӗмрен сыхла пире. Пур ҫӗлен-калтаран, пур тискер кайӑк-кӗшӗкрен сыхла пире, Турӑ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр