Пихампара чыслани
Пихампар ырӑ ячӗ халӑх хушшинче анлӑ сарӑлнӑ. Вӑл ҫӗр ҫинчи чӗрчунсене, выльӑх-чӗрлӗхе, тискер кайӑксене пурне те упраса пурӑнать. Хаяр кашкӑрсемпе арӑслансем, шакалсемпе тигрсем, барссемпе ҫӳлевӗҫсем унран хӑраҫҫӗ, каланине итлеҫҫӗ. Пихампар халӑха та хӑй хӳттинче тытать.
Вӑл Турӑпа Пӳлӗх умӗнче Кепепе юнашар тӑрать. Перс чӗлхинче «пейгамбар» сӑмах пророк», «таса вӑй» тенине пӗлтерет.
Д.Месарош, Н.И. Ашмарин тата ытти тӗпчевҫӗсем Пихампар пӗлтерӗшне анлӑ ӑнлантарса панӑ. Д.Месарош ҫырса илнӗ тӗслӗх («Пихампар! Йыттуна чар! Выльӑх-чӗрлӗхе ан пӑстар!» тени) каярахпа чӑваш халӑхӗ хушшинче ҫунатлӑ сӑмах пулса кайнӑ, ҫапла хальлӗнех сӑвва-юрра кӗрсе юлнӑ.
Ҫумпайсем
Аша турра кӗлтуни, Пихампара пуҫҫапни (202)
201
Ырӑ турӑ Пихампар! Сана эпир ӑшӑ сӑмахпа чӗнетпӗр! Хӑвӑн тукмак хӳрӳсене ирӗке ан яр, аллӑнта тыт! Тархасшӑн! Ыйтатпӑр! Сана ырӑ кӑмӑлпа асӑнатпӑр! Ҫӑкӑрпа-тӑварпа чӳклетпӗр! Ҫырлах!
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен