Пилсемпе кӗлӗсем

Турӑ Талана асӑнни

Кӗлӗсенче «Турӑ Тала» ячӗ тӗл пулать. Ӑна Д.Месарош, Н.И.Ашмарин асӑрханӑ, кӗнекесене кӗртнӗ. Вӗсем «тала» сӑмах арав чӗлхинчен кӗнӗ тесе шутлаҫҫӗ. Хальхи чӑваш чӗлхинче «тала» сӑмах пӗлтерӗшӗ уҫӑмлӑ мар. «Турӑ тала» сӑмах хӑйӗн пулӑмӗпе «Турӑ сулу», «кӗлӗ илен» йышши сӑмахсене ҫывӑх тенӗ шухӑш та пур.

«Тала» сӑмаха Ҫӗпӗрти Тала юхан шыв ячӗпе ҫыхӑнтарни кӑсӑк.

Кемӗр облаҫӗнчи Прокопьевск районӗнчи Михалкка ятлӑ чӑваш ялӗнче пурӑнакан пенсионер, Кемӗрти чӑваш педагогика техникумӗнчен вӗренсе тухнӑранпа чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ Андреев учитель «тала» сӑмах кӗлӗсене Капӑршу, Кӗнер, Упа тата Ӗнепе Мӑрас шывӗсем хӗрринчи чӑваш ялӗсене тӑшман килсе тустарса кайнӑ хыҫҫӑн кӗнӗ тесе калать. Тӑшман ҫарӗсемпе хытӑ ҫапӑҫнӑ хыҫҫӑн чӑвашсен Тала шывӗ хӗрринчен сапаланса кайма тивнӗ. Халӗ ҫав вырӑнсенче Чӑвашьел, Чӑвашпай, Шурчак, Сар Чӑмӑш, Эршу (Йӑршу), Тури Тус ялӗсем пур. Вӑл ялсенче Тала вырханӗ ҫинчен каланине 30-мӗш ҫулсенчех ҫырса илнӗ.

Ҫӗпӗр вӑрманӗнче пурӑнакан ватӑ чалтунсем «Кивӗ Тала», «Турӑ Тала» киремечӗсене пуҫҫапма ҫӳрени ҫинчен XX ӗмӗр вӗҫӗнче те ватӑ ҫынсем кала-кала панӑ!

Турӑ Тала — несӗл киремечӗн ячӗ. Ӑна Тала паттӑр е несӗл пуҫӗн ячӗпе панӑ.

 

211

Турӑ Тала амӑшӗ, Турӑ Тала; Турӑ хаяр амӑшӗ, Турӑ хаяр; Вӑрҫӑллӑ хаяр амӑшӗ, Вӑрҫӑллӑ хаяр!

Вӑрӑҫса пынӑ йӗркепе ҫырлах! Вӑрӑҫса пуҫ хунӑ йӗркепе пирӗнтен вӑкӑр йышӑн. Вӑхӑтсӑр юнпа вилнисен чунӗсем Ҫӳлти патшалӑхра пулччӑр, ҫӑтмахра ҫӳреччӗр! Чунӗсем ӑрӑсӑн-тӑрӑсӑн ҫӳреччӗр! Ҫитмӗл ҫичӗ сыпӑкран ҫак ҫӗр ҫине килсе пуҫҫапма чӗнсе илӗр! Таса ҫӗр, йышӑн!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр