Пилсемпе кӗлӗсем

Аша турра кӗлтуни, Пихампара пуҫҫапни

 

202

— Аша турӑ, Пихампар!

Хӗвел тухать хӗрелсе —

Ҫакӑ симӗс курӑка,

Ҫавӑ ешӗл вӑрмана

Ачашласа ӳстерет.

Акӑ шурӑ чечеке

Хӗвел илем сӑн кӳрет

Аша турӑ, Пихампар!

Ҫӗр кӑвапи касакан

Эсир Аслӑ турӑсем,

Ҫакӑ ӑшӑ хӗвел пек

Чӗрӗ чуна юратса,

Пӑхӑр эсир ӑшӑтса.

Ҫӗре-шыва, халӑха

Инкек-синкек тивесрен,

Кӑмӑл хуҫӑк пуласран

Хӑвӑр аслӑ хӳтлӗхре

Пӑхса усрӑр ырлӑхпа.

Атӑл шывӗ тӑрӑшӗ,

Ҫакӑ халӑх пурнӑҫӗ

Тӳлек юхӑм юхӑнтӑр.

Курнӑ тӗлӗк ҫав каҫах

Мӗн курнипе ирттӗрех.

Аша турӑ, ҫырлахсам,

Ватӑличчен пурӑнма,

Тӳшек ҫинче вилмешкӗн,

Аша турӑ, пӳрсемччӗ.

Юман йывӑҫ йӗкелӗ

Ҫӗре ӳксе шӑтать те

Йӑхран йӑха сарӑлса

Вӑрман пулать ӗмӗрте.

Пире пӑхан Пихампар,

Эсӗ пире ҫавнашкал

Упрасамччӗ ӗрчеме —

Тӗрӗс-тӗкел пурӑнса

Йӑх-тӗпӗ юлтӑр хунаса.

Йӗри-тавра ҫӗршывра

Ҫакӑ хура тӑпраран

Ҫӑкӑр туса ҫиекен

Халӑх ӑру ӗрчесе

Ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнтӑр.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр