Пилсемпе кӗлӗсем

Хӑтӑм (Хыт чӳк)

Н.И.Ашмарин, А.К. Салмин тӗпчевҫӗсем «Хӑтӑм» вӑйне усал-тӗсел йышне кӗртнӗ, ӑна «хыт» (затвердеть, застыть) сӑмахран пулнӑ пулӗ тенӗ. Ахӑртнех, Турӑ ячӗ «Хӑт», «хӑтлӑ» пӗлтерӗшлӗ. Ахальлӗн пулсан ӑна чӳклесе хаклӑ парнесем панӑ пулмӗччӗҫ.

Хӑтӑм ҫынсене, выльӑх-чӗрлӗхе, тыр-пула витӗм кӳрет, ӳсме, аталанма, пиҫсе ҫитме пулӑшать. Ҫӳлти ретри турӑсене панӑ пекех, Хӑтӑма чук уйӑхӗнче вӑкӑр-такапа, сӑрапа, тӗрлӗ ҫимӗҫпе чӳклеҫҫӗ, апата ҫул юппине хываҫҫӗ. Ҫакӑ ку хӑвата пысӑка хунине кӑтартать. Хӑтӑм кӗллине хӗрарӑм калать.

Шӑм-шак хытнине чарас тесе кӗлӗ тунӑ чухне ятарласа ҫичӗ ҫул чул айӗнче пусӑрӑнтарса упранӑ ҫӑнӑх, хӑмла, салат ҫыххипе усӑ кураҫҫӗ. Ҫав виҫӗ тӗрлӗ пулӑхран тунӑ им-ҫамран ҫичӗ сыпӑкри тӑван — салтака каяс йӗкӗт е качча каяс хӗр — пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн юсман хатӗрленӗ, сӑра тунӑ. Сӑрине ӗҫнӗ хыҫҫӑн юсмансене ыратакан ӳт ҫумне ҫыхса ҫавӑрмалла пулнӑ.

 

207

Хӑтӑма хӑтласа хытӑ чӳк турӑмӑр. Авалтан йӑлине тытрӑмӑр, сӑрине вӗретрӗмӗр, юсманне ҫӑртӑмӑр, кӗллине итлерӗмӗр. Ыратни тӳрленӗ-ха, Хӑтӑм пӑрахмӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр