Харпан кӗлли
Хӑрпан — ватӑ Турӑ,Пӳлӗх ашшӗ,Хӑт турӑ мӑнукӗ. Ӑна пысӑк чӳксенче е Хор чӳкӗнче асӑнаҫҫӗ. Турӑ ячӗ «курбан» (парне, жертва) сӑмахран пулнӑ теҫҫӗ. Сӑмах пулӑвне Хӑр, Пан турӑсен уйрӑм ячӗсем пуррине кура урӑхла та ӑнлантарма юрать. Хор, Пан турӑсем авалхи Египет, Греци хайлалӑхӗнчех пур. Вӗсем чӑваш кӗллисене сӗм авалах кӗрсе юлнӑ теме пулать.
Хӑрпана Кепе, Пихампар, Пӳлӗх речӗпе калаҫҫӗ. Така параҫҫӗ.
205
Ҫырлах, Хӑрпан! Сана асӑнатпӑр, витӗнетпӗр, тав тӑватпӑр, пуҫҫапатпӑр. Ҫӗре ан хӑрт, шыва ан типӗт. Тырра-пулла ан типӗт, выльӑх-чӗрлӗхе ан вӗтет. Сана ҫул ҫаврӑнӑҫпе, карта тӗспе, хура халӑхпа асӑнатпӑр. Ҫырлах, Хӑрпан! Савса панине савса ил!
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен