Кӗлилен
Кӗлилен — таса вырӑнсемпе ҫыхӑннӑ ырӑ ятран чӳк панине пӑхсан вӑл Турӑ умӗнче тӑракан хӑватсен ретне кӗрет, «тытан», «уҫан», «хупан» ретӗнчен ҫӳлерех тӑрать. Кӗлилен ячӗ, ахӑртнех, «кӗлӗ илекен» тенинчен пулса кайнӑ. Кӗлилене чӳкленӗ чухне ҫунатлӑ кайӑк, хур-кӑвакал, панӑ.
Чӳк тунӑ чухне таса вырӑнсен — аслӑ, вӑта, кӗҫӗн киреметсенчи кӗлиленсемпе вӗсен амӑшӗсене ятарлӑн палӑртса асӑннӑ.
208
Ҫӗртен пулнӑ — ҫӗр пулӗ, кӗлен тӑпри вӑл пулӗ...
Мӑн кӗлӗ, мӑн кӗлилен, учук тунӑ ҫӗрти мӑн кӗлилен, вӑталӑх учук тунӑ ҫӗрти кӗлилен, кӗҫӗн учук тунӑ ҫӗрти кӗлилен, кӗлӗ амӑшӗ, учук тунӑ ҫӗрти турри, учук тунӑ ҫӗрти йӗрӗх, ҫырлахӑр!
Турӑ, ҫырлах! Кӗлилен, ҫырлах! Кӗлли-чӳкки каҫартӑр, вилли-чӗрри ҫырлахтӑр!
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен