Аслӑ Кепене хур кӗлли
200
Кил-йышпа Кепене хур кӗлли тӑватпӑр. Таса Турӑ, ҫырлах. Кепе амӑшне пӗр пӑтӑ парап, ҫырлах. Икӗ Кепе умӗнче ҫӳрекен ырра пӗр юсман, чӳк, ҫырлах. Кепене хур кӗлли тӑвап. Йывӑр сӑмах хыҫӗнчен таса Кепене килӗшпе хур кӗлли тӑвап. Чун татса юн тӑкатӑп, Кепене хур кӗлли тӑватӑп.
Ырӑ чӳкӗм, ҫырлах. Таса Кепене — хурӑм, ҫырлах! Кепе Амӑшне — пӑттӑм, ҫырлах. Кепе умӗнчен килекен ырра юсман тата Кепе чӳкӗм, ҫырлах! Кепе туррӑн Амӑшӗ, пулӑш та пар. Чипер хун кайӑкне пуҫтарса пулӑшса пар мана, Кепе турӑ Амӑш!
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен