Пилсемпе кӗлӗсем

Уша юпи умӗнче калани

 

177

Эй, Турӑ, ҫырлах! Мӑн Турӑ, ҫырлах! Мӑн Турӑ Амӑшӗ, ҫырлах, Хӗрт-сурт, ҫырлах, Хӗрт-суртӑн амӑшӗ, ҫырлах! Пӳлӗхҫи, ҫырлах, Пӳлӗхҫӗ амӑшӗ, ҫырлах! Хӗвел, ҫырлах, хӗвелпе пӗҫертсе ан яр! Ҫурт ҫуратакан Турӑ амӑшӗ, ҫурт варринче усра! Мул ҫуратакан Турӑ амӑшӗ, вут-кӑвартан ҫӑлса пыр! Тырӑ-пулӑ ҫуратакан Турӑ, тырӑ-пулӑ хушшинче усра! Ту хӗрринчи вак-тӗвек турӑсем, хута кӗрсе пырӑр! Пихампар, хӑв йыттуна чар! Ырӑ Хӗрт-сурт, ҫырлах!

178

Пурнӑҫа вилӗмпе улӑштарнӑ ваттисем! Асап тӳссен те парӑнман ваттисем! Пирӗнпе пӗрле савӑнӑр! Сирӗн ятӑрсем халӗ пӗлӗт ҫинчи мухтавлӑ Турӑпа тан янӑраҫҫӗ, вӗсене эпир Турӑ умӗнче тӑракансен речӗпе асӑнатпӑр. Сирӗн чунӑрсем Сӑт кӳминче пулччӑр!

Эй, паттӑр вилнисемпе чыслӑ пурӑнакан чӗррисене пӑхса тӑракан Хурӑҫ Турӑ! Пурӑнакансене, пире, ваттисен шанӑҫне ҫителӗклӗ таран пар.

Эй, ырӑ кӳрекен ҫутӑ Турӑ! Вӑрҫӑ-харҫӑ хирӗнче асаппа пуҫ хунӑ ҫыннусем ял-йыш асӗнче нихҫан анса ларми ҫуттупа ҫуталса тӑраҫҫӗ! Вӗсен ӗҫӗсемпе вӗсен ӗмӗчӗсене, вӗсен кӗллисене пире манмасса аса илтер. Пирӗн ҫылӑхсене пӗтерсе тасалма пурсӑмӑра та вӑй парса тӑрсамччӗ.

Ҫак илемлӗ те чаруллӑ вӑхӑта пире эсӗ парнелесе панӑ, хӑвӑн ырӑ кӑмӑлупа ӑна никам пиртен туртса илмессе сунӑсӑнччӗ, ҫӗршыва хӳтӗлеме пирӗн чунӑмӑрсене ҫирӗплӗх парӑсӑнччӗ. Ҫак йывӑр вӑхӑтра тӗрӗс ырӑлӑхна кӑтартсамччӗ.

Чыс-мухтав сана, пирӗн Туррӑмӑр! Мухтав ӗмӗр-ӗмӗрех пирӗн паттӑр выртансене!

179

Ах, Тур, ҫырлах. Мӑн Турӑ, Турӑ Амӑшӗ, ҫырлах.Чипер килӗш-чунӑмпа, ачам-пӑчампа, выльӑхӑм-чӗрлӗхӗмпе. Ах, Тур, ҫырлах, Турӑ Амӑшӗ, ҫырлах. Ҫичӗ тӗслӗ тырра ҫичӗ кӗлете хума пар. Хӑймалатса пыл тытма, ҫӳпҫелетсе ҫу тытма пар. Ах, карта туррисем, ҫырлахӑр. Выльӑх-чӗрлӗхе тӗрӗс усрӑрах. Пӗр вӗҫӗ вакра пултӑр, тепӗр вӗҫӗ картара, уя акнӑ тырра-пулла лайӑх ҫитӗнтер: кутне хӑмӑш пек, тӑррине пӑрҫа пек. Ҫичӗ тӗслӗ тырра ҫичӗ кӗлете хума пар. Мӑн Турӑ, Мӑн Турӑ Амӑшӗ, ҫырлах.

180

Ҫырлах, Турӑ! Сана ҫӗнӗ хӑпартупа асӑнатӑп, витӗнетӗп. Перекетне пар! Иксӗлми тивлетне пар! Кивӗ ҫине ҫӗнӗ хывмалла пултӑр. Выҫса килекене тӑрантармалӑхне пар! Шӑнса килекене ӑшӑтса ямалӑхне пар! Панӑ ҫӗре ан палӑрт, илнӗ ҫӗре ан иксӗлт. Перекетлӗхне пар, Турӑ! Тутлӑхне пар! Аминь, ҫырлах!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр