Пилсемпе кӗлӗсем

Ӳкӗтлӗ тупа

 

196

Эй, Турӑ! Чарусӑр ачусене чараймасӑр ҫӗр ҫине хурлӑх янине курмастӑн-им эсӗ? Ҫакӑ вӑхӑт пирӗншӗн хура вӑхӑт пулчӗ, ҫакӑ ҫул пирӗншӗн синкерлӗ ҫул пулчӗ, ҫакӑ кун пирӗншӗн хуйхӑллӑ кун пулчӗ. Ҫак хурлӑхлӑ сехетре куҫҫуль витӗр сана ӳкӗтлемелле пулчӗ! Сана ӳпкелеме тивӗҫлӗ мар эпир, анчах тӗрӗсмарлӑха чӑтса тӑма та вӑй-хал ҫук текех!

Тӗкмесемпе хӳмесем урлӑ тӗтӗмпе тӗтре каҫрӗ, ялсемпе хуласем урлӑ хура тӑшман каҫрӗ, чунсемпе чӗресем витӗр вилӗм асапӗ тухрӗ.

Ҫилпе тӑвӑл, вутпа кӑвар, хӗҫпе пуртӑ пирӗн тӑвансен пуҫӗсене ҫапса ҫурчӗ, пирӗн пурнӑҫа татрӗ...

Эй, Аслӑ Туррӑмӑр! Ҫак асап, пирӗн пуҫ ҫине санӑн ҫулӑмлӑ ҫилӗ тӗрӗс мар анчӗ. Ылтӑнпа кӗмӗле каҫӑхса хапсӑнакан ҫынсем ҫине ярас чухне ӑна хура халӑх ҫине ятӑн, тӗк тӑмалӑх ҫӗрте хур кӑтартатӑн!

Йӑваш кӑмӑлпа Турӑ кӗнекине пӑхса пурӑнакансене пӗтерсе эсӗ ҫӗр ҫинчи тӗрӗслӗхе аркатрӑн, пирӗн шерт сӑмахне ниме те хумарӑн!

Ҫӗре иштерсе пирӗн пурнӑҫа илтӗн, шыва хӗретсе пирӗн чунсене илтӗн, халӑха вӗлерсе ӗмӗте татрӑн. Пирӗн ҫирӗпе ҫапла тӗрӗслеме турӑн-и Эсӗ, шанса тӑнӑ Аслӑ Турӑ?

Хамӑртан кулса калаҫнине илте тӑма ҫук, таса ҫынсене асаплантарнине пӑха тӑма ҫук, пирӗн пурлӑхпа мухтанса ҫӳрекенсене кура тӑма ҫук. Эпир мӗн тӑвассине Эсӗ пӗлсе тӑр. Усала усалпа тавӑрни пирӗн сӑвап пултӑр.

Ҫутӑ Хӗвел пире пӑрахмӗ. Аслӑ Турӑ, эсӗ хура тӑшманран хӑтӑлма тӗрек парса тӑрӑн. Пирӗн хаярлӑх мӑшкӑлтан хӑрушӑрах пулӗ, хӗсӗрлесе ҫӳрекенсен пуҫӗ ҫине тавӑру ӳкӗ. Хӗвел ҫаврӑнӗ, ҫул ҫаврӑнӗ, пирӗн ӗмӗт ҫаврӑнӗ. Эпир чӑтӑпӑр. Эпир чӑтӑпӑр. Эпир чӑтӑпӑр!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр