Пилсемпе кӗлӗсем

Киремете пӗччен, кил-йышпа, халӑхпа каламаллисем

 

186

Ҫырлах, Турӑ. Мӗнпур хура халӑхпа, мӗнпур ялпа, кил-йышпа, ҫак парнепе сана асӑнатпӑр, сан хӳттӳне пыратпӑр. Ҫырлах!

187

Эй, канӑҫсӑр чунӑм, чунӑм, мӗншӗн ҫав тери пӑчӑртанса ырататӑн? Пурнӑҫӑм пӗтсе килет-им? Е кам та пулин ман кӑмӑла таптаса хурасшӑн-ши?

Эй, Турӑ Амӑшӗ! Эсӗ никам тума пултарайманнине тума пултарнӑ, эсӗ никам хӑй ӑшне вырнаҫтарма пултарайманнине хӑвӑн кӑкӑру айне вырнаҫтарма пултарнӑ, никам йӑтса ҫӳрейменнине эсӗ ачаш аллусем ҫинче йӑтса ҫӳренӗ, эсӗ пире пурнӑҫ панӑ, кӑкӑрун сӗчӗпе тӑрантарса ӳстернӗ.

Эй, аслӑ Турӑ Амӑшӗ! Манӑн кӗллӗме илтсемччӗ, ман умра ҫурӑмпа ҫаврӑнса тӑмӑсӑнччӗ. Пӑчӑртанса ыратакан чунӑма лӑплантармалӑхне пар, пӳлӗхӗмпе пирӗштийӗме манран ан пистер!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр