Пилсемпе кӗлӗсем

Тӳр киллинче каламалли

 

182

Эй, ҫӳлти Турӑ! Эпир пӗтӗм ҫемйипе-раттипе санӑн ятна хисеплесе, кӑвакал пусса парне парса, санран тархасласа-тилмӗрсе ыйтатпӑр: пирӗн ҫемье сыпӑкран сыпӑк ӗрчесе тӑтӑр, вӗсене пур инкекрен те хӑтар тата мӗнпур тӑшмансенчен, усалсенчен, чир-чӗртен, вут-кӑвар тухассинчен, выҫлӑх пулассинчен сыхласа хӑтар.

Тырӑ-пулӑ кӗр пулсан кӗлет тулли тултӑр. Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчесе картиш тулли пултӑр. Мӗн пуҫланӑ ӗҫсенчен, мӗн тума тытӑннӑ япаласенчен, шухӑшланӑ шухӑшсенчен те пысӑк телей пулса тӑтӑр.

Ҫак ыйтнисене эсӗ парассине сан ҫине шанса-ӗмӗтленсе тӑрӑпӑр.

183

Тӗнчене чӗрӗлӗхпе тытса тӑракан аслӑ Турӑ Амӑшӗ! Хӑвӑн итлекен ачусене те, итлемен ачусене те пурнӑҫ вӗҫне ҫитичченех ан пӑрахсамччӗ, вӗсене тӗрӗс ӗҫпе пурӑнса канлӗхре ватӑлма парӑсӑнччӗ. Пӗр эсӗ анчах юрӑхсӑр утӑмсенчен пӑрса яма пултарӑн, пӗр эсӗ анчах этем чунӗнче мӗн пуррине малтанах курса тӑма пӗлетӗн... Эсӗ вӗрентнисенчен пӑрӑнмасӑр тӑмалла пултӑрччӗ. Мухтав та тав сана, хӳтлӗхӗмӗр, ӳкӗтлӗхӗмӗр аслӑ Турӑ Амӑшӗ!

184

Ҫырлах, Турӑ! Тутлӑ пашалупа, хуран пӑттипе, ҫунатлӑ хурпалан, таса чӗремпе, лайӑх кӑмӑлпа савса сана паратпӑр парне, аминь, ҫырлах. Ҫичӗ тӗслӗ тыррӑм-пуллӑмпа Сан ятна асӑнса акатпӑр. Пар пире пӗр пӗрчӗ акса пин пӗрчӗ илмешкӗн. Тӗпне хӑмӑш пек, тӑррине чакан пек, ҫӑмарта хӗрли пек тутлӑхне. Кӗлте тусан кӗлте перекетне пар. Ҫӗмел тусан ҫӗмел перекетне пар. Анкартине кӗртсен анкарти перекетне пар, авӑна хурсан вутран-кӑвартан хӑтар. Кӗлете кӗртсен виҫӗ пайӗнчен пӗр пайне хурӑнташ-ӑрӑвӑмпа, пӗлӗш-тантӑшпа, ыйткалакансемпе те ҫиме пар, Турӑ! Икӗ пайне пӳлмере тытса тӑма пар, Турӑ, аминь, ҫырлах! Виҫӗ тӗслӗ выльӑх-чӗрлӗхӗме виҫӗ картара тытса тӑма пар, пӗр вӗҫӗ картара, тепӗр вӗҫӗ шывра пултӑр. Кӗсре хыҫҫӑн тиха ертме пар, ӗне хыҫҫӑн пӑру ертме пар, урай тулли путек пар, сак тулли ача-пӑча пар, авӑртнӑ ҫӑнӑх-кӗрпен перекетне пар, ҫиес чунӑн сывлӑхне пар, аминь, ҫырлах. Ултӑ ураллӑ хуртӑма парӑсӑнччӗ, тытма йӑваш тӑвӑсӑнччӗ, пӑхма пыллӑ тӑвӑсӑнччӗ, касмӑкпалан пыл тытма парӑсӑнччӗ, Эсӗ, Турӑ! Тӳре-шехер умне тӑрсан тутлӑ чӗлхепе, ӑшӑ питӗмпе лайӑх калаҫма парӑсӑнччӗ, эй, Турӑ! Хӑрӑк шалчаран, путлӑх шывран, тайлӑк кӗпертен, чикес ҫӗҫӗрен, вӑрӑ-хурахран, тискер кайӑкран, вут-кӑвартан эсӗ сыхласамччӗ, упрасамччӗ, Эсӗ, Турӑ, аминь, ҫырлах.

185

Тав тӑватӑп, витӗнетӗп ӑшӑ кӑмӑлпа, тутлӑ чӗлхемпе, лайӑх пилӗмпе, чӑн чунӑмпа, чӑн тӗрӗспе, Турӑ ятне мухтаса, Турӑ панӑ ӑспа, патшан правтанӗпе, атте-аннен пиллӗхӗпе, ҫанталӑкӑн ырӑлӑхӗпе чӑн калатӑп чӑн сӑмахпа чӑн ятна мухтаса... Илтсем-и пирӗн сассӑмӑра хӑвна аса илсе мухтаса каланӑ чухне, каҫарсам-и пирӗн ҫылӑхӑмӑра тархасласа, ӳкӗтлесе каланӑ чухне, хӑтарсам-и пирӗн чунӑмӑра ҫӗр ҫинче асапланса, тарӑхса, тертленсе пурӑннине? Пурте Санӑн ачусем, пурте Санран ыйтатпӑр.

Эй, Турӑ! Ху ырлӑхна пар, ху ырлӑхна вӗрент, ырлӑхра пире усра. Тӗнче тытан усалтан хӑтар, вутран-кӑвартан, пӑсташ-тӑваш курайман этемрен, шывран-шуртан, курас инкекрен хӑтар, тата тайлӑк кӗпертен, путкӑш шывран, касас пуртӑран, чикес ҫӗҫӗрен, вӑрӑ-хурахран сыхласамччӗ, упрасамччӗ. Аминь, ҫырлах.

Таса пирӗшти, эсӗ курӑнми ҫунатупа пире хӳтӗле, тӗрӗслӗхпе тархасласа кӗлтӑвакансене ҫывӑрнӑ чух, шыв урлӑ каҫнӑ чух, вӑрманта пӗлми ҫулпа ҫӳренӗ чух — мӗнпур аташнӑ ӗҫсенчен упраса сыхла. Эпир, Туррӑн мӗскӗн ачисем, тархасласа ыйтатпӑр сыхла тесе. Туррӑн ҫанталӑкӗнче, патша ҫӗрӗнче, аттенӗн ҫуртӗнче тӳсӗмсӗр-чӑтӑмсӑр ӳтпе, чарусӑр чӗлхепе (пурӑнатӑп); кӑмӑл начар, ӑсӑм айван, чунӑм ҫамрӑк, самана йывӑр, парӑм нумай, тӗрлӗ тӗлте, тӗрлӗ вӑхӑтра ҫылӑха кӗретпӗр, каҫарӑсӑнччӗ йывӑр нушаран ҫылӑха кӗнине, эй, Турӑ! Эпир Санӑн ачусем. Эсӗ ҫуратмасӑр эпир пулман. Ху ҫуратнӑ чуна ху шелле, вӗрентсем пире лайӑх ӗҫе, парсам-и пире тӳсӗмлӗх аслӑ, хӑватлӑ вӑюпа. Турӑран ырлӑхли никам та ҫук. Вӑл ырлӑхлӑ ырлӑх, пӗтӗм тӗнчере пӗр Турӑ анчах, хӑй сӑмахӗпе пӗчченех, нимсӗрех пултарать. Унтан кирлӗ ырлӑх тухать, нуша та вӑл хушнипе кирлӗшӗн тухать. Курас нуша вырӑнлӑ. Килӗшпе, килӗш-вутӑмпа, ачам-пӑчампа савӑнса, чӑн Турра ӗненсе, ырӑсене юратса тӑратпӑр. Ҫырлах, Турӑ!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр