Пилсемпе кӗлӗсем

Пӳртен (Пӳртем), Пуртал

Пӳртенпе Пуртал турӑсен пӗлтерӗшӗ чакса пынӑҫемӗн вӗсене чир-чӗр яракан усал-тӗсел пек палӑртма пуҫланӑ. Авалхи пӗлтерӗшӗпе вӗсем ҫӳлти ретри пӗртӑван хӑватсем шутланнӑ, чӳкленӗ чухне вӗсене така тата ытти ҫимӗҫ панӑ.

Сӗрен пӑрахнӑ чухне ятарласа вунӑ-вун икӗ кил пӗрле «Пӳртен сӑри» вӗретнӗ, сикекен чир-чӗр ан сарӑлтӑр тесе кил-ҫурта ҫуса, тӗтӗрсе тасатнӑ. Вара Пурталпа Пӳртене тав туса ӑсатнӑ. Ӑсатаканӗ — сӗрен халӑхӗ валли апат-ҫимӗҫ пухакан ушкӑн. Вӗсене кил хуҫи пӗр икерчӗ, пӗр кукӑль, виҫӗ ҫӑмарта парать те Пӳртене, Пуртала, вӗсен амӑшне чӳклесе тав тума ыйтать.

 

206

Пӳртен, Пӳртен амӑшӗ, Пӳртен тӑванӗсем! Эсир пире, Пӳртен чир пулккисемпе Пуртал чир пулккисем, хӑвӑр час вӑрҫнипелен час-часах килсе аптӑрататӑр... Ҫак икерчӗ-кукӑльпе, ҫӑмартасемпе хӑвӑр килӗрсенче кунӗн, лӑпкӑн лӑпланса пурӑнӑрах!

Пӳртен Амӑшӗ! Ҫак ял-йыша чипер, лайӑх ҫураҫтарса лӑпкӑ усра, ҫырлах пире. Эсӗ Пӳртентен аслӑ, эсӗ Пурталран аслӑ.

Вӗсем эсӗ ирӗк панипе пирӗн пата килеҫҫӗ. Эсӗ вӗсене чӗрлӗх вӑйӗпе чарса тӑр!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр