Атам ырӑ кӗлли
Чистай уесӗнчи Сӗнчелре (Тутарстан) 1889 ҫулта Никифор Павлов вӗренекен ҫырса илнӗ «Усал вӑрӑннӑ йӗркепе тумалли кӗлӗсем» инемӗн 5—6-мӗш вырӑнӗсенче «Атам турра, Атам турӑ амӑшне, Атам пӳлӗхҫине, Атам упраҫҫине, сыхчине тата ытти ырӑсене» пуҫ таймаллине кӑтартса хӑварнӑ.
Д.Месарош, Н.И.Ашмарин ку сӑмах пӗлтерӗшне уҫса паман, ӑна арав чӗлхинчен илнӗ пулӗ тесе шутланӑ.
Сӑмахӗ, тӗрӗссипе, вырӑнти юхан шыв, ял тата ҫын ячӗпе ҫыхӑннӑ. Тутарстанри Этемшӳ (Атам шу) ялӗн киремечӗ Атам шывӗ хӗрринче. Несӗл пуҫӗ Атам (ытларах чух ӑна Адам тесе ҫыраҫҫӗ) хӑватлӑ ертӳҫӗ шутланнӑ.
Авалрах ӑна Валем хуҫа, Чура паттӑр, Сӑкӑт вӑйпут ретнех лартнӑ, ятран киреметре асӑннӑ.
Тутарстанри чӑваш мӑчавӑрӗсем Атам ырра халӗ те чӳк параҫҫӗ.
210
Атам турӑ, Атам турӑ амӑшӗ; Атам пӳлӗхҫӗ, Атам пӳлӗхҫӗ амӑшӗ; Атам тӑваҫҫи, Атам тӑваҫҫи амӑшӗ!
Туманнине туса пар, тунине туса пар, палӑртнине тума ҫул кӑтартса пар... Хаяр тӑшманран, вӑрӑ-хурахран, тискер ӗсел-тӗселрен хӑтарса тӑр... Хӑвӑн халӑхна ҫак ҫӗршыврах пурӑнмалла туса тӑр...
Атам упраҫҫи, Атам упраҫҫи амӑшӗ; Чун сыхчи амӑшӗ, Чун сыхчи, Чун упран ырӑ амӑшӗ, Чун упран ырӑ!
Катӑлни ҫумне хушса пар, ҫуралмаллине ҫуратма пулӑш, ҫитӗнмеллине ҫитӗнме пулӑш... Халӑха чӑмӑртанса пурӑнмаллине кӑтарт!
Сана асӑнса шурӑ така паратпӑр. Йышӑн. Мухтав! Мухтав! Мухтав!
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен