Пилсемпе кӗлӗсем

Выльӑх-чӗрлӗх ӗҫӗн кӗллисем

Чӑваш ҫыннисем авалтанах выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетсе, вырӑнтан-вырӑна куҫса ҫӳрени паллӑ. Юркӑн халӑхсен кӗтӗвӗсенче хӑйсене хӑйсем тӑрантарса тӑма пултаракан выльӑхсем йышлӑ. Кӑнтӑрта тӗвесем чӑтӑмлӑ, ҫурҫӗрте пӑлансем юрпа сивӗрен хӑрамаҫҫӗ; пӑшисемпе сурӑхсем, качакасемпе сыснасем сӑрт-туран та, вӑрман-улӑхран та пӑрӑнса иртмеҫҫӗ.

Кусем пурте пирӗн халӑх хуҫалӑхӗнче ҫирӗп палӑрса юлнӑ. Тӗнче историйӗнче ула та шӗвӗр сӑмсаллӑ, питӗ йурӗк те чӑтӑмлӑ чӑваш сыснин ӑрачӗ те ҫырӑнса юлнӑ.

Чӑваш тӗнчекурӑмӗнче пур выльӑх-чӗрлӗх те хисеплӗ. Вӗсем хушшинче арҫыннӑн чи юратнӑ тусӗ — урхамах, хӗрарӑмӑн— ӗне. Чӑваш арҫынӗ лашасен хӗрӗх тӗсне уйӑрма пӗлет. Вӗсене халӑх сӑмахлӑхӗнче ырланӑ, халап-юмаха кӗртнӗ, ятарлӑ кӗлӗсем каланӑ, «лаша хасӗпе», «ӗне ырри» ятлӑ уявсем тунӑ.

Выльӑх-чӗрлӗхе хӗле хирӗҫ киле кӗртсен те, ҫӑва хирӗҫ хире кӑларсан та ятарласа карта кӗллисем ирттернӗ. Ку йӑласен мешехинче чӗрӗ чунсене юратни, хисеплени, шеллесе пӑхни тӳрех палӑрать. Выльӑх-чӗрлӗх ячӗпе ирттернӗ чӳксенче, «кӗтӳ умӗн пӑттинче», чир-чӗр ерсен ҫӗр е тӗтӗм витӗр кӑларнинче, шыва кӗртсе им-ҫамлӑ, эмеллӗ чул-хӑйӑрпа, тӑмпа-пылчӑкпа, курӑк-чечекпе хырчӑкланинче чӑваш этемӗ алла вӗрентнӗ чӗрчунсене тус-юлташ вырӑнне хурса усрани курӑнса тӑрать.

Ама выльӑха чӳке паманни, тискер кайӑксене тӗлсӗр тытманни, выльӑх-чӗрлӗх чунне илнӗ чухне вӗсенчен тата Турӑран кӗлӗ каласа каҫару тархаслани халӑх хӑйӗн ҫут ҫанталӑкри вырӑнне ӑнланса пурӑннине, вӑл ҫут тӗнчери чӗрӗлӗхпе пӗр ытамра тӑнине, вӗсене хӑй тавра илӗртсе тӑма пултарнине пӗлтерет:

Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать тенӗ. Кирек мӗнле чӗрчуна та чӑваш ҫынни алла килтерме пӗлнӗ, халӗ те пӗлет.

Ҫумпайсем

Карта пӑттинчи кӗлӗсем (1054-1078)

Выльӑх-чӗрлӗхе самӑртма хупнӑ чухне каланӑ сӑмахсем (1079-1081)

Лаша сывлӑхӗшӗн кӗлтуни (1082)

Ӗне ырри (1083-1084)

Пӑру ырри (1085-1088)

Кӗтӳ кӑларни (1088-1089)

Кӗтӳ умӗн пӑтти (1090-1095)

Чир-чӗр е инкек-синкек ерсен калакан кӗлӗсем (1096-1100)

Ӗне чирлесен чӳклени (1101)

Выльӑх мурӗнчен ирттернӗ чӳк (1102)

Хӗрлӗ ӗне туррине кӗл туни (1103-1104)

Ӗне сутнӑ чухне калани (1105)

Выльӑх мурне хӑвалани: тимӗр карта, вут хапха, ҫӗр хӑвӑлӗ

Тимӗр карта ҫавӑрни (1106)

Мур хӑвалани (1107-1110)

Кӗтӗве ҫӗр витӗр кӑларни (1111)

Ҫӗр витӗр тухни (1112)

Касу чирӗ килсен выльӑх-чӗрлӗхе, халӑха вут хапха витӗр кӑларнӑ чухне калакан сӑмах (1113-1117)

Ҫӑм каснӑ чухнехи кӗлӗсем (1118-1120)

Выльӑх пуснӑ чухне калакан кӗлӗсем (1121-1123)

Выльӑх-чӗрлӗх ҫуратакан Турра (1124)

Чӳклеме хатӗрленӗ вӑкӑр умӗнче калакан кӗлӗ (1125)

Ҫӗҫӗ хывнӑ чухне (1126)

Така пуснӑ чухне чӳклени (1127-1130)

Хурт-хӑмӑр чӳкӗ (1131-1136)

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр