Пилсемпе кӗлӗсем

Чӳклеме хатӗрленӗ вӑкӑр умӗнче калакан кӗлӗ

 

1125

Турӑсемпе ырӑсем валли ӳстернӗ вӑкӑр! Аслӑ чӳк валли ҫитӗнтернӗ вӑкӑр! Эсӗ — таса чун, ӳт-пӗвӳ те сан тап-таса, эсӗ — сӑваплӑ чун, ӳт-пӗвӳ те сан ҫап-ҫутӑ. Сан ҫинче пылчӑк ҫук, ҫан ҫинче хура ҫук. Сан пуҫу ҫине куркапа шыв сапатпӑр, сан ҫурӑму ҫине куркапа шыв тӑкатпӑр, сан пилӗкӳ ҫине куркапа шыв яратпӑр. Сан тӑрӑх тӑрӑ шыв юхать, сан тӑрӑх чӳк ҫӑлӗн шывӗ юхать.

Эсӗ — таса чун, ӳт-пӗвӳ те сан тап-таса, эсӗ — сӑваплӑ чун, ӳт-пӗвӳ те сан ҫап-ҫутӑ. Пирӗн чӳк ҫӗҫҫи — вичкӗн пӑлатран, унӑн чаплӑ йӗнни — хӗрлӗ туйӑран. Чӳк картине ятарласа вырттарнӑ вӑкӑр! Таса ҫӗр ҫине тирпейлӗн вырттарнӑ вӑкӑр! Пирӗн турӑсем валли хисеплӗ парне пул, ҫырлах!

Пирӗн ырӑсем валли сӑваплӑ парне пул, ҫырлах!

Тухӑҫалла пӑхса каҫах, ҫырлах!

Пирӗн аслӑ чӳкӗн таса чунӗ пул, ҫырлах!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр