Чир-чӗр е инкек-синкек ерсен калакан кӗлӗсем
Ҫумпайсем
Ӗне чирлесен чӳклени (1101)
Выльӑх мурӗнчен ирттернӗ чӳк (1102)
Хӗрлӗ ӗне туррине кӗл туни (1103-1104)
Ӗне сутнӑ чухне калани (1105)
1096
Выльӑх хунама пӑрахсан ӑна ӗрчеме чӑрмантарнӑ усал вӑйсене юмӑҫ илсе пырса хӑваланӑ. Лашасем пӗрин хыҫҫӑн тепри вилсен пӗрне хапха умӗнче кӳлепипех чавса чикнӗ. Выльӑхсене тӗтӗрнӗ, кӗлӗ каланӑ.
Сана, Карта пуҫ, ҫӗнӗ пӑтӑ пӗҫерсе пуҫҫапатпӑр, пирен выльӑхсене те тӳрлет, хунаттар.
1097
Эй, пӗсмӗлле! Ҫырлаха парӑр, Карта кбӗнеҫҫи, Карта тевлечӗ, Карта никӗсӗ, Карта сыхчи, Карта йыш! Ҫуллӑ юсман паратӑп.
1098
Шыва мимӗр чӳклетӗп, виҫ тӗслӗ выльӑх-чӗрлӗхшӗн, ҫырлах! Шыв кутӗнче сӑмах-юмах пулмари, эсӗ сыхласа, эсӗ упра, пӗлни пулӗ, пӗлменни пулӗ, вырӑнлӑ кӗллӗм вырӑна лартӑр, ху киреллине ху ил, айван кӗллӗме хапӑл ту, чӳк, ҫырлах.
1099
Турӑ, мӗнпур ҫемьепе асӑнатӑп, мӗнпур яшка-ҫӑкӑрпа, ырлӑх-сывлӑх парӑсӑнччӗ. Мӗнпур чунӑма синкерӗнтен-сехметӗнтен, усалтан-тӗселтен сыхлӑсӑнччӗ. Ырӑ Турӑ, ырӑ Пӳлӗхҫӗ, ырлӑх-сывлӑх парӑсӑнччӗ. Ырлӑх-сывлӑх ыйтатӑп Санран ӑшӑ кӑмӑлпа, тутлӑ чӗлхемпе. Картиш турри сыхлатӑр, Тӗтӗм шӑршипе Турӑ патне ҫитсе валемлӗ пултӑр. Карта хаярӗ — Турра. Ӑшӑ кӑмӑлпа, тутлӑ чӗлхемпе асӑнатӑп. Выльӑхӑма-чӗрлӗхӗме ырлӑхне-сывлӑхне парӑсӑнччӗ. Ҫапас патакӑнтан, чикес ҫӗҫҫӗнтен, усал ҫӑмӑрӑнтан, усал пӑрӑнтан, путас кӗперӗнтен упрӑсӑнччӗ, сыхлӑсӑнччӗ. Вутра ҫунса тӗтӗм шӑршипе Турра ҫитсе валемлӗ пултӑр. Эпӗр тытни-туни Турра валемлӗ пултӑр. Пурсӑра та сире Турӑ ырлӑх-сывлӑх патӑр.
1100
Лаша турри, Ӗне турри, Сурӑх турри... Ҫырлахӑрсам. Эпир сире пӗтӗм кӑмӑлтан пӗрер лашапа, вӑкӑрпа, такапа чӳк тӑватпӑр. Ҫаксемпе, туррӑмӑрсем, ҫырлахӑрсам. Пире выҫлӑхран, вут-кӑвартан, вӑрӑ-хурахран, ют халӑх килсе пусмӑрласран, ытти инкек-синкертен сыхласа тӑрӑрсам. Ҫак кӳрекен чӳкне ҫырлахӑрсам.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен