Пилсемпе кӗлӗсем

Ӗне ырри

Ӗне ҫемье тӗрекӗ шутланнӑ. Вӑл сӗтлӗ пултӑр, сывлӑхлӑ пурӑнтар, ҫулсерен пӑрупа савӑнтартӑр тесе тӗрлӗ йӑла-йӗрке (ӗнери, ӗне турри, пӑру ырри) туса ирттернӗ. Ӗне пӑрулани кил-йыша пысӑк савӑнӑҫ кӳрет. Пӑруланӑ хыҫҫӑн сунӑ сӗчӗпе ӗнен мӑйракисене ҫунӑ. Пӑрулани тӑватӑ-пилӗк кун иртсен ӗне ырри (ӗне турри) чукне тунӑ. Ҫак чӳке пур выльӑх чӳкӗнчен асла хунӑ. Ӑна ҫапла ирттернӗ: малтан сунӑ сӗтрен тӑпӑрнӑ (ырри) тунӑ. Чук кунӗ вара икерчӗ пӗҫернӗ, хӑшӗсем сӑра та тунӑ. Пӗр икерче виҫӗ татӑка пайласа, вӗсем ҫине тӑпӑрчине хуҫса хунӑ, пӑру ҫине кашни татӑкне хурса тухнӑ. Чи малтанхи татӑкне: «Акӑ сана, пуҫ, сывлӑхлӑ пул», — тесе каласа пуҫне панӑ (ун ҫине хунӑ), тепӗрне, ҫавӑн евӗр каласах, пилӗкне, виҫҫӗмӗшне урине панӑ.

Шупашкар уесӗнче, тӗслӗхрен, татӑксене ытларах та хурса тухнӑ. Пашалӑвне сӗт яшкине ярса пӗҫернӗ. Ҫав яшкана малтан пӑрӑва кӑштах ӗҫтернӗ, темиҫе пашалу илсе пӑру тавра ҫаврӑннӑ. Ҫав кунах пашалусене таткаласа пӑру ҫине хунӑ, унтан апатне ларса ҫинӗ.

Куславкка тӑрӑхӗнчи Тӗрлемесре вара ӗнепе пӑру сывлӑхӗшӗн кил пуҫӗ алӑк умне тухса кӗлӗ каласа чӳкленӗ.

Ҫиме ларнӑ чухне алӑк ҫине куркапа шыв сапнӑ. Икерчӗ пӗҫерекен те, выльӑхӗ сӗтлӗ-ҫуллӑ пултӑр тесе, хӑй пуҫӗ тӑрӑх шыв янӑ. (Хӑшӗсем ҫакна ҫисе тӑрансан тунӑ.) Кам та пулин ют ҫын пырса кӗрсен, ӑна ӗне ырри ҫиме лартнӑ, ҫисе тӑрансан, каллех ӗне сӗтлӗ-ҫуллӑ пултӑр тесе шывпа сапӑннӑ. Ӗне ыррине хурӑнташ-тӑвансене те леҫсе панӑ. Хӑшӗ-пӗри тӑванӗ- кӳршисене киле чӗнсе пӗрле чӳклесе ҫинӗ.

Ӗне ырри тӑвиччен сӗт ҫиме юраман, ӑна ача-пӑчана та паман. Чи малтан уҫланӑ ҫуне те чӳк тумасӑр ҫимен. Ӑна ӗне туррине чӳклетпӗр тесе упранӑ. Пуҫтарӑннӑ хӑймаран ҫу уҫланӑ, пӑтӑ пӗҫернӗ. Унтан пӑтти ҫине ҫӗнӗ ҫу хурса ҫапла каласа чӳкленӗ:

«Ӗне турри, ҫырлах! Сана ҫӗнӗ ҫупа ҫуланӑ пӑтӑпа чӳклетпӗр! Ӗнене сывлӑх пар, сӗтлӗ-ҫуллӑ усра», — тенӗ. Унтан пӑттине ҫемйипе ларса ҫинӗ. Ку ӗҫ-хӗлте сапӑрлӑх пӗлтерӗшӗ пысӑк. Чӑваш ҫынни ачи-пӑчине пӗчӗкренех выльӑх-чӗрлӗхе хисеплеме, юратма вӗрентнӗ.

Ҫумпайсем

Пӑру ырри (1085-1088)

 

1083

Малтан уҫланӑ ҫупа «ӗне турри» тунӑ (ӗне Туррине чӳкленӗ). Хӑйма пуҫтарӑнса ҫитсен, пӑтӑ пӗҫернӗ, хӑймапа ҫу уҫланӑ. Унтан вара пӑтта ҫупала ҫулласа ҫинӗ, ҫапла каласа чӳкленӗ:

Ӗне турри, ҫырлах! Сана ҫӗнӗ ҫупа, ҫулланӑ пӑтӑпа чӳклетпӗр. Ӗнене сывлӑх пар, сӗтлӗ-ҫуллӑ усра.

Унтан пӑттине ҫемьепе ларса ҫинӗ. Ӗне турри тӑвиччен ҫу ҫиме юраман.

Учук каҫ «ӗне ҫуратанӗ» тунӑ. Ӑна ӗне турри пекех чӳкленӗ. Пӑтӑ ҫисе тӑрансан вара пурте тумланса учука кайнӑ. Ене ҫуратанне ӗне пуррисем пурте тунӑ.

1084

Ӗне пӑруласассӑн ӗне ырри тусан кайран ӗнин хӑйӗн сӗчӗпе пӑтӑ пӗҫереҫҫӗ, пӑтти ҫине хӑйӗн ҫуне ярса чӳклеҫҫӗ те ҫияҫҫӗ, кӳршисене пухаҫҫӗ вара ӗне турри тесе.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр