Пилсемпе кӗлӗсем

Касу чирӗ килсен выльӑх-чӗрлӗхе, халӑха вут хапха витӗр кӑларнӑ чухне калакан сӑмах

 

1113

Касу килет кастарса,

Тавра яла тустарса.

Пул, касу, кӑвар тӗлне,

Ҫил, вӗҫтер касу кӗлне.

Вут-ама, пире сыхла,

Вут-ама, пире упра.

Упра выльӑх-чӗрлӗхе,

Сыхла кайӑк-кӗшӗке.

Эпир сана, усал касу,

Ӗнтетпӗрех чӗр вутпа.

Эпир сана, хаяр касу,

Кӑклатпӑрах ҫӗн хӑртпа.

Вутпа ҫунса кай,

Ҫилпе вӗҫсе кай.

Вут-ама, пире сыхла,

Вут-ама, пире упра.

Упра выльӑх-чӗрлӗхе,

Сыхла кайӑк-кӗшӗке,

Касу чирӗ касӑлтӑр,

Алли-ури татӑлтӑр.

Тӗплентӗр вутпа,

Кӑклантӑр хӑртпа.

Вут-ама, пире сыхла,

Вут-ама, пире упра.

Упра выльӑх-чӗрлӗхе,

Сыхла кайӑк-кӗшӗке.

Пул, касу, кӑвар тӗлне,

Ҫил, вӗҫтер касу кӗлне.

1114

...Усалтан сыхла, Турӑ. Выльӑх-чӗрлӗх сывлӑхлӑ пултӑр. Ҫинӗ ҫимӗҫӗ ушлӑхлӑ пултӑр. Выльӑх-чӗрлӗх пулӗхлӗ пултӑр, пӗртен пине ҫиттӗр. Турӑ аллине патӑмӑр ӗнтӗ.

Ҫак ҫӗр витӗр тухнӑ выльӑх кӗркунне алла сывӑ кӗтӗр. Усала, курайман тӑшмана ирӗк ан яр, Турӑ. Ҫемьене, Турӑ, сывлӑх пар. Усала ирӗк ан яр.

Ҫак ҫуралнӑ чунсем савӑнса ӳсчӗр. Патшашӑн та ӳсчӗр, ҫурт тытма та ӳсчӗр. Сывлӑхпалан ӗмӗрӗ вӑрӑм пултӑр, лайӑх ирттермелле пултӑр.

Турӑ, ҫырлах, пӗлни те пур, пӗлменни те пур.

1115

Ҫӗнӗ вут ҫинче пӗчӗк хуранпа пӑтӑ тата ҫатма ҫинче пилӗк-ултӑ юсман пӗҫернӗ. Пӑттине Киремет амӑшне, юсманне унӑн ачисене чӳклесе панӑ. Ҫак вӑхӑтра юмҫӑ-хӗрарӑм кӗлӗ каланӑ:

Выльӑх ҫӗнӗ курӑк ҫине пусать: айӑп-чӗрӗп ан тӑвӑр, синкер айӑпне каҫарӑр.

1116

Эй, пире хӑв ытамунта упракан Ҫутӑ тӗнче! Пире ӑшӑтса тӑракан Ҫутӑ хӗвел! Ан пӑрахӑр пире, нушаллӑ та чухӑн ҫынсене! Сывлӑш ҫавӑрма парӑр, Ҫӗр Хапхи витӗр тухма ан чарӑр.

Эй, Ҫӗр-аннемӗр! Ҫӗр ашшӗ! Эпир, Ҫӗр кӑвапинчен тухнӑ халӑх, сире тархаслатпӑр: Сирӗн Хапха витӗр тӗрӗс-тӗкел тухма пире ан чӑрмантарӑр!

Эпир сире кӳрентернӗ пулсан, вӗсене йӑлтах манӑҫа хӑварӑр. Уй-хирсене вӑй-хӑват парӑр, пирӗн тырра-пулла тулӑх ӳсме пулӑшӑр!

1117

Чӳк, ҫырлах, ан пӑрахах! Тимӗрӗх киремечӗ, ак сана пӗр кӑвакал пуҫӗ паратӑп, чӳк, ҫырлах, ҫак ӗнене вӗлерсе ан каях!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр