Пилсемпе кӗлӗсем

Ҫӑм каснӑ чухнехи кӗлӗсем

Сурӑхсене какайӗшӗн те, ҫӑмшӑн та усраҫҫӗ. Ҫӑм — паха тавар. Сурӑх ҫӑмне ҫулталӑкра икӗ хут касаҫҫӗ. Ҫуркунне илнӗ ҫӑм хӑйне майлӑ паха. Кӗркунне илнӗ ҫӑм тата пахарах. Сухӑрлӑ пулать вӑл, унпа эмел вырӑнне усӑ кураҫҫӗ.

Ҫӑмчнӑлха, ҫӑм тумтир сивӗрен сыхлать, тарлаттармасть, чир-чӗртен сиплет.

 

1118

Сан ҫӑмна хӑйӗн сиплӗ шывӗпе кӑвак Тӗнкӗр ҫуса тасатрӗ, сан ҫӑмна ылтӑн турипе ӑшӑ хӗвел тураса якатрӗ, ҫӗр-анне сана хӑйӗн техӗмлӗ курӑкне ҫитерсе ҫитӗнтерчӗ, хӑйӗн шывне ӗҫтерсе тӗреклетрӗ. Паян эпир вичкӗн хурҫӑ хайчӑпа сан кӑш мамӑкӗ пек ҫемҫе ҫӑмна илетпӗр, паян эпир сан кӑлкан пек тӑпӑлкка ҫӑмна илетпӗр, майла-майла шур пир ҫине хуратпӑр. Пире валли сана чипер упранӑшӑн — аша Пихампар умӗнче пуҫӑмӑрсене таятпӑр. Хамӑрӑн турӑсене асӑнса, ҫӑмна илме вырттарнӑ чӗрӗ чун, ӗҫе тытӑнатпӑр. Хамӑрӑн ырӑсене асӑнса, ҫӑмна илме вырттарнӑ, сывлӑхлӑ чун, ӗҫе пуҫӑнатпӑр. Ҫӑму сан тӳсевлӗ пултӑр, ҫӑму сан ӑшӑ пултӑр, пирӗн ҫире питӗ ҫӳретӗр, пирӗн ура-алла ырлӑхне кӳтӗр. Хамӑрӑн кӑвак Тӗнкӗрпе сарӑ хӗвел умӗнче, Пӳлӗхпе аша Пихампар умӗнче тайлатпӑр, парнемӗрсемпе хуратпӑр. Ырӑ кӑмӑлпа хатӗрленнӗ ӗҫе тытӑнатпӑр, ҫырлахӑр! Ырӑ кӑмӑлпа кӗтнӗ ӗҫе пуҫӑнатпӑр, ҫырлахӑр!

1119

Сурӑх ҫӑмне илсен урине ҫыхнӑ кантрипе ҫӑт-ҫат ҫапса калаҫҫӗ: Путенерен ҫуне ил, тӑманаран тӗкне тат, мӑнтӑр пул, маттур пул!

1120

Кашни ҫулах ят укҫи пар, путене пек пуян пул, тӑмана пек тӗклӗ пул, хур кайӑк пек ӳрӗк пул, хура тункатаран хӑра.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр