Пилсемпе кӗлӗсем

Пӑру ырри

 

1085

Унтан тата пӑру ҫуралсан пӑру ырри тӑватпӑр теҫҫӗ. Ӑна акӑ ҫапла тӑваҫҫӗ: куймак пӗҫереҫҫӗ те ӑна вара пӑру ырри теҫҫӗ.

1086

Пӑруланӑ ӗне ырлӑхӗшӗн кӗлӗ ирттереҫҫӗ. Ӑна Шупашкар уесӗнче те, Етӗрне уесӗнче те икӗ эрне иртсен тӑваҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра ӗне ырри пӗҫерме юрӑхлӑ ҫӑра сӗте пухса пыраҫҫӗ. Чӳк тӑвиччен ӗне сӗтне ҫынна ҫитермеҫҫӗ. Ӗне ырри чӳкӗ тӗлне Маслӑ ялӗнче сӑра та вӗретеҫҫӗ, чӳк кунӗнче ҫӳхӳ-пашалу пӗҫереҫҫӗ, кӳршӗсене хӑнана чӗнеҫҫӗ. Хӑйсем ҫисе тӑрансан чӳк тӑвакансем ӗнепе пӑрӑва та ҫав ҫимӗҫсене параҫҫӗ, вара таса шывпа сапӑнаҫҫӗ. Ун чухне ҫапла калаҫҫӗ:

Сӗтлӗ-ҫуллӑ пултӑр! Кашни ҫул тына тутӑр! Тур ан пӑрахтӑр! Ӗҫме-ҫиме перекет патӑр!

1087

(...) Пурне те пӗҫерсе хатӗрлесессӗн ватӑ арҫынни кивӗ сӑхман тӑхӑнать, пӗр пӗчӗк чашӑк пӑтӑ илсе алӑк умне тухса каять. Алӑк умне тухсан вӑл ҫапла каласа чӳклеме пуҫлать:

Эй, Турӑ! Эсӗ ҫакӑ ҫӗнӗрен ҫуралнӑ выльӑха-чӗрлӗхе ырлӑхне-сывлӑхне пар, питӗ аллине пар, пӗрререн пин пуҫа ҫиттӗр, ҫуралнине питӗ амине пар, ҫуралманнине ҫуратса пар. Ҫӑва тухсан пӗр веҫӗ картара пултӑр, пӗр вӗҫӗ хирте пултӑр. Хӗле кӗрсен карта тулли тӑччӑр. Ҫакӑ ӗнене сӗтлӗ-ҫуллӑ ту, кашни ҫул пӑру тумалӑхне пар, вара сана та кашни ҫулах пӑтӑ чӳклӗпӗр, чӳк, ҫырлах.

Чӳклесе пӗтерсессӗн, пӳрте кӗрсе сӗтел ҫине лартать. Арӑмӗ вара хуранти пӑттине, хай тӑпӑрчлӑ сӗтне сӗтел ҫине антарса лартать. Вара пур пек йышӗ ларса ҫиет тата ют ҫын-мӗн пырсан ӑна та лартса ҫитереҫҫӗ.

1088

Эй, Турӑ, Эсӗ ҫакӑ ҫӗнӗрен ҫуралнӑ выльӑх-чӗрлӗхе ырлӑхне-сывлӑхне пар, питӗ аллине пар, пӗрререн пин пуҫа ҫиттӗр, ҫуралнине питӗ аллине пар, ҫуралманнине ҫуратса пар.

Каҫ пулсан вара ҫав пӑрупа ӗне ячӗпех виҫӗ пӗрер пуслӑх укҫа илет те кай еннелле кайрисене пама тухса каять. Кайри тесе вӗсем тӗне кӗмесӗр вилнӗ ҫынсене калаҫҫӗ. Пусӑ хапхинчен тухать те чӗркуҫленсе ларса чӳклет.

Хурамал. Ӗне пӑруласассӑнах, малтан сунӑ сӗчӗ ҫине икерчӗ хураҫҫӗ, ӑна малтан пӗҫернӗ икерчине утӑпалан пӑрушне ҫитереҫҫӗ; икерчине вара кайран кӳршисене чӗнсе ҫупа пуҫса ҫиеҫҫӗ. Кайран вара, ҫисе тӑрансан, чӗннӗ хӑнисене: «Ӗне сӗтлӗ пултӑр», — тесе шывпа сапаҫҫӗ.

Элшел. Ӗне ырри. Ӗне пӑруласан чӑн малтан сӗт ҫинӗ чух тӑваҫҫӗ: чӳклеҫҫӗ, сӗт ҫиеҫҫӗ, пӗрне-пӗри сӗтпе сапаҫҫӗ: «Ирӗккӗн тыткаламалла пултӑр», — теҫҫӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр