Пилсемпе кӗлӗсем

Карта пӑттинчи кӗлӗсем

 

1054

Ҫулталӑкра пӗрре карта пӑтти пӗҫернӗ. Кӗлӗре каланӑ: «Ҫырлах, карта пӑтти, ҫырлах, выльӑха-чӗрлӗхе лайӑх усра; халӑх ҫинчи йывӑр шартан, йывӑр чиртен хута кӗр!»

Пӳртре мӗн чухлӗ ҫын пур, ҫавсем пурте пӑттине кашӑкпа ӑсса илнӗ, ҫуне пуснӑ. Вара хуранне, чашкине йӑтса картана кайнӑ. Ҫав пӑтта картара таса ыраш улӑм ҫинче выльӑхсем хушшинче ларса чӳкленӗ. Кӗлӗ пӗтес чухне каланӑ: «Ҫырлах, Торӑ! Выльӑха-чӗрлӗхе хунаттар-тӳлеттер, пӗр вӗҫӗ картара пултӑр, тепӗр вӗҫӗ шывра пултӑр; тӗкӗнчен-ҫӳҫӗнчен хунаттар; мӗн чул тӗк пӗрчинчен хунаттар; ӗни хыҫӗнчен пӑрушне пар, кӗсри хыҫӗнчен тихине пар», — тенӗ. Вара: «Килӗрех, ырӑ Торӑ, мӑн торӑсем, пирӗнпе апат ҫиме», — тенӗ те ларса ҫинӗ.

Пурте улӑм ҫине хуран тавра урасене хуҫса ларса ҫинӗ. Вара сурӑхсем, ӗнисем пӑтӑпа ҫӑкӑр шӑршине илтсе йӗри-тавра пырса тӑнӑ. Ытах аптратасран вӗсене вара пӗр куккӑра лайӑхрах улӑм е утӑ панӑ.

Пӑттине пит ҫуллӑ ҫинӗ. Ача-пӑча пит юратнӑ та кашни кӗркуннех ӑна амӑшне пӗҫерттернӗ.

1055

Пӗҫереҫҫӗ пӑтӑ, пашалу; пашалу ҫине шӑтарса-картласа сӑмси-кӑвапине тӑваҫҫӗ. Пиҫсе ҫитсен чашкӑпа пӑтӑ, пашалу илсе картиш варрине тухса лартаҫҫӗ. Хураҫҫӗ вут. Унтан ҫӗлӗксене хул хушшине хӗстерсе хӗвел тухӑҫне пӑхса кӗлтӑваҫҫӗ:

Выльӑх-чӗрлӗхсем ӗрчеччӗр! Пӗр пуҫран ҫӗр пуҫ пултӑр.

Карта тулли выльӑх-чӗрлӗх пултӑр. Ҫуралнисем пурте пурӑнччӑр, тӗрӗс-тӗкел тӑччӑр!

Унтан вара пашалу ҫийиччен сӑмсипе кӑвапине татса вута пӑрахаҫҫӗ. Унтан вутне таптаса сӳнтереҫҫӗ те пӳрте кӗреҫҫӗ. Пӳртре выльӑх-чӗрлӗх пытӑр, тӗрӗс-тӗкел тӑтӑр тесе пӑттине, пашалуне ҫиеҫҫӗ.

1056

Выльӑхсем лайӑх пурӑнччӑр тесе карта чӳкӗ тунӑ. Тӗслерен апат пӗҫерсе пур кил-йышӗпе картана кайса унта ачи-пӑчипе пӗр ҫӗре пухӑнса ларнӑ та, пӗр ватӑ ҫын хӑй ӑшӗнче ак ҫапла пӑшӑлтатса кӗлтунӑ вара:

Турӑ, ҫырлах, Турӑ, ан пӑрахсам мӗн те пулсан; пур кил-йышӗпе, ачам-пӑчампа карта чӳкӗ туса асӑнатӑп. Пилӗк тӗслӗ выльӑхӑмӑрсемшӗн ырлӑхне пар, сывлӑхне пар, Турӑ, ҫырлах, Турӑ, ан пӑрах; йыттинчен-качкинчен, Турӑ, сыхла, Турӑ, ан пӑрах, кашкӑрӗнчен-упинчен, мурӗнчен, Турӑ, сыхла, мӗн те пулсан, Турӑ, ҫырлах, Турӑ, ан пӑрах; курайман тӑшмансенчен те, Турӑ, сыхла; Турӑ, ҫырлах, Турӑ, ан пӑрах, чирӗнчен-чӗрӗнчен, пӑсакан калтунӗнчен те, Турӑ, сыхла мӗн те пулсан, Турӑ, ҫырлах, Турӑ, ан пӑрах.

1057

Турӑ, саншӑн хуранпа пӑтӑ пӗҫертӗм, выльӑхшӑн-чӗрлӗхшӗн ҫырлах, Турӑ! Сана тав тӑватӑп, Турӑ, пуҫҫапатӑп: выльӑх-чӗрлӗхе ҫулталӑкчен тӗрес-тӗкел пӑхса усра, ҫырлах, Турӑ.

Кӑвапи-сӑмсипе тав тӑватӑп сана, Турӑ, пуҫҫапатӑп. Ҫырлахах, Пихампар. Выльӑх-чӗрлӗхе сывӑ усра, усем патӗнчен усал-тӗселтен витсе усра. Йывӑр муртан, ҫил-тӑвӑлтан, вӑйлӑ ҫумӑртан, кашкӑрӗнчен, упинчен сыхла, Пихампар. Эй, Пихампар, вутӗнчен-кӑварӗнчен витсе сыхла, усра пире. Выльӑх-чӗрлӗхсем ӗрчеччӗр, пӗр пуҫран ҫӗр пуҫ пулччӑр, карта тулли выльӑх-чӗрлӗх пултӑр, ҫуралнисем пурте пурӑнччӑр, тӗрӗс-тӗкел тӑччӑр.

1058

Выльӑх-чӗрлӗх усранӑ чухне кил хуҫи чӗнсе килет юмӑҫа хӑй килӗнче кӗлтума. Пурне те хатӗрлесе ҫитерсен юмӑҫ ҫӗлӗкне илет те хурать урайне, кӗлтӑвать ак ҫапла каласа:

Выльӑхсене лайӑх усра, хунаттар, ӗне ҫумне пӑру хуш, лаша ҫумне тиха хуш, сурӑх ҫумне путек хуш, карта тулли ӗне, сурӑх пар, урайӗ тулли путек пар, пӗр вӗҫӗ картара пултӑр, пӗр вӗҫӗ шывра пултӑр.

1059

Ҫырлах, ырӑ Мӑн Турӑ, Сана асӑнап, витӗнеп, тав тӑвап, пуҫҫапап, ҫырлах, ырӑ Мӑн Турӑ. Выльӑхӑм-чӗрлӗхӗмпе, тыррӑм-пуллӑмпа, пур килӗш тӑван чунӑмпа. Ачам-пӑчампа асӑнап, витӗнеп, ҫырлах. Панӑ ҫӗртен ан палӑрт, илнӗ ҫӗртен ан иксӗлт, ҫырлах, ырӑ Мӑн Турӑ.

Така ҫине шыв янӑ чухне каланӑ.

Ҫырлах, ырӑ Мӑн Турӑ, ҫитни пур, ҫитменни пур, малтан каласси кая юлчӗ пуль, кайран каласси мала тухрӗ пуль, айван ывӑлне пӗли-пӗлми виҫ сӑмахпа хуш курса хапӑл туса илме пулин пар, чӳк, чӳк, ҫырлах.

Алӑ валлипе асӑннӑ чухне каланӑ.

1060

Ҫӗнӗ Ырӑ тесе лаша тӑвать, ҫӗнӗ Ырӑ амӑшӗ тесе сурӑх парать, тилвӗрен тесе пӑру тӑвать. Эй, Атте Турӑ, ҫырлах. Ху кӗтсе илнине савса ил. Турра така паратӑп. Ҫемьемпе, выльӑх-чӗрлӗхӗмпе, ҫурт-йӗрӗмпелен сывлӑх пар. Ҫырлаха пар. Килӗшпелен, кил-ҫуртпалан ырлӑх-сывлӑх парах, Турӑ. Вӑхӑтпалан ыйтатӑп, вӑхӑтпалан паратӑп, тӗрӗс-тӗкел пӑхса усра, ҫырлах, Турӑ!

Пӑтӑпа чӳкленӗ чухне каланӑ.

Кӑвапи-сӑмсисемпе тав тӑватӑп Сана, Турӑ, пуҫҫапатӑп; выльӑха-чӗрлӗхе ҫулталӑкчен тӗрӗс-тӗкел пӑхса усра, ҫырлах, Тура!

Пӑтӑпа, пашалупа чӳкленӗ чухне каланӑ.

1061

Турӑ, ҫырлах! Сана карта пӑтти чӳклетпӗр, пӗтӗм ҫемьепе, выльӑх-чӗрлӗхпе тӗрӗс-тӗкел тӑмалӑхне пар. Сана хуранти ҫуллӑ пӑтӑпа, ҫуллӑ пашалупа чӳклетпӗр, ҫырлах. Ҫырлах, Вут ама! Тӗрӗс-тӗкел тӑр!

Вутта пӑтӑпа пашалу пӑрахнӑ чух каланӑ.

Укҫа пек ҫутӑлса пурӑнмалла пултӑр,

Юпа ҫине укҫа хунӑ чух каланӑ.

Хӑмла пек хӑпарччӑр, ҫулҫӑ пек ярпайса ӳсчӗр, тырӑ пек тутӑ пулччӑр.

1062

Выльӑхсене пурне те чӳклекен картана хӑваласа кӗртнӗ. Карта варрине хурантан инҫе мар вут хунӑ. Выльӑхсем вутпа хуран патне ан пыччӑр тесе карта йӗри-тавра вӗсене валли апат: утӑ е сӗлӗ улӑмӗ салатнӑ. Хатӗрленсе ҫитсен пӑтта чӳклеме тытӑннӑ:

Турӑ, ҫырлах! Сана карта пӑтти чӳклетпӗр, пӗтӗм ҫемьепе, выльӑх-черлӗхпе тӗрӗс-тӗкел тӑмалӑхне пар.

Унтан кашӑкпа пӑтӑ ӑсса ҫу ҫине пуҫса илнӗ, пашалу сӑмсипе кӑвапине касса илнӗ, вӗсемпе хурантан пӑтӑ ӑсса ҫу ҫине пуҫса чиксе кӑларнӑ та кашӑк ҫине хурса тепӗр хут ҫапла кӗлтунӑ:

Сана хуранти ҫулӑ пӑтӑпа, ҫулӑ пашалупа чӳклетпӗр, ҫырлах.

Унтан хӗвел тухӑҫ еннелле пӑхса виҫҫӗ тайӑлнӑ та кашӑк ҫинчи пӑтӑпа пашалӑва ҫапла каласа вутта пӑрахнӑ:

Ҫырлах, Вут ама! Тӗрӗс-тӗкел тӑр!

Унтан вара чӳклекен пашалӑва пӗр татӑк касса илсе пӗрре ҫыртнӑ та виҫӗ тапхӑрччен хурантан ҫу ҫине пуҫса кӑларса виҫӗ хутчен пӑтӑ сыпнӑ. Унтан вара ытти ҫемьесем ӗретрен пыра-пыра чӳклекен ҫын касса илнӗ пашалу татӑкне пӗрер ҫыртса илсе виҫ тапхӑрччен хурантан пӑтӑ сыпнӑ. Пӑтта пурте сыпса тухсан чӳклекен ҫын пӗр юпа ҫине укҫа хунӑ. Укҫине чӳклеме тухнӑ чухне пӳртре ҫуса чӳпӗкпе чӗркесе тухнӑ. Юпа ҫине хунӑ чух каланӑ:

Укҫа пек ҫутӑлса пурӑнмалла пултӑр. Хӑмла пек хӑпарччӑр, ҫулҫӑ пек ярпайса ӳсчӗр, тырӑ пек тутӑ пулччӑр.

1063

Е, Ырӑ Турӑ, ҫырлах!

Карта пӑттипе сана асӑнатӑп, карта тулли выльӑх-чӗрлӗх пултӑр. Кӗсре хыҫҫӑн тиха ертмелӗхне пар, ӗне хыҫҫӑн пӑру ертмелӗхне пар, сурӑх хыҫҫӑн путек ертмелӗхне пар.

Ҫак кӗлӗ Ырӑ Чӳке юрӑхлӑ пултӑринччӗ!

1064

Пӑтӑ, пашалу пӗҫереҫҫӗ те, карта пӑтта асӑнас тесе, Пихампара питӗ хытӑ кӑлтӑваҫҫӗ:

Ҫырлахах, Пихампар, выльӑх-чӗрлӗхе старав усра, вӗсем патӗнчен усал-тӗселтен витсе усра. Йывӑр муртан, вӑйлӑ ҫил-тӑвӑлтан, вӑйлӑ ҫумӑртан, кашкӑрӗнчен-упинчен сыхла.

Пихампар тесе питӗ хытӑ кӗлтунӑ:

Эй, Пихампар! Вуттинчен-кӑварӗнчен витсе сыхласа усра пире.

Тата нимӗр пӗҫереҫҫӗ те шыв хӗрне кайса чӳклеҫҫӗ, питӗ хытӑ кӗлтӑваҫҫӗ, вара ӑна, нимӗрне, шыва яраҫҫӗ:

Шыв вутӑшӗ, ҫырлах.

1065

Ҫырлах, карта пӑтти! Виҫӗ тӗслӗ выльӑх-чӗрлӗхне каҫ выртсан канлӗхне, ир тӑрсан сывлӑхне пар. Усалтан-тӗселтен, хаяртан, синкертен, сехметӗнчен Эс сыхла. Курас инкекӗнчен, курайми тӑшмантан, ял ҫинчи йывӑрлӑхран Эс сыхла, Эс упра, ырӑ Турӑ!

1066

Карта пӑттине, виҫӗ тӗслӗ выльӑхшӑн тесе, пашалупа пӑтӑ пӗҫерсе чӳклеҫҫӗ. Пашалу хӗррине сӑмсаллӑ-сӑмсаллӑ туса, варрине йӗтӗрпе хӗстерсе пӗтӗреҫҫӗ. Вара, сӑмсисене касса, йӗтӗрпе шӑтарнӑ вырӑнсене касса илеҫҫӗ те карта патне кайса вут хурса ҫунтарса яраҫҫӗ. Пӑттине ҫимеҫҫӗ, картана пӑрахса хӑвараҫҫӗ. Пашалу сӑмсисене тата йӗтӗрпе тунӑ шӑтӑксене касса илсен юлнӑ пашалусене ҫиеҫҫӗ.

1067

(...) Ир хӗвел тухса сарӑлсан, пӑтӑ хуранне, пашалусене илеҫҫӗ те ӑчи-пӑчипех выльӑх картишне каяҫҫӗ. Унта пӗр капан вырӑнӗ пек таса ыраш улӑмӗ сараҫҫӗ те шӑти варне хуран лартаҫҫӗ. Тата хуранӗ ҫине пӗр пуҫламан ҫӑкӑр, услам ҫӑвӗ хураҫҫӗ. Унтан пурте ачи-пӑчипе таса улӑм ҫине чӗркуҫленсе лараҫҫӗ те ак ҫапла чӳклеме тапратаҫҫӗ:

Ҫырлах, Турӑ, Мӑн Турӑ, Мӑн Турӑ Амӑшӗ, Хӑрпан, Хӑрпан амӑшӗ, Кепе, Куҫпучӗ, Сире асӑнатпӑр, йӑлӑнатпӑр, виҫлӗ выльӑх-чӗрлӗхшӗн пуҫҫапатпӑр. Ҫак картара тӑракан выльӑхсене тӗрӗс-тӗкел усра, шыв хӗрринче ӳссе ларакан ҫӳҫе пек хунаттарса йышлантар; пӗр вӗҫӗ картара пултӑр, тепӗр вӗҫӗ вакра пултӑр. Тата ҫак выльӑхсене ӳсал аллине ан парӑр, кайӑкран-хуҫаран хӑтарса пыр, сыхла. Пыйтӑран-хуртран тасатса тӑр вӑлсене. Шерпет пек шыв ӗҫме пар вӑлсене, тул ҫӑнӑх пек ҫемҫе курӑк пар. Пуснӑ выльӑхин ашӗ тутлӑ пултӑр, тир чӑтӑмлӑ пултӑр. Ҫуллен вуншар пуҫ пулма пар, ҫырлах!

Пӗрле ӳксе пуҫҫапаҫҫӗ. Унтан ура ҫине тӑраҫҫӗ те татах чӳклеме тапратаҫҫӗ:

Ҫырлах, Хаяр тавраш, мӗн хаярне ху чарса тӑр, тум хаярне пирӗн тавраша ан яр. Сана, Хаяр амӑшӗ, пӗр пашалу, виҫӗ пӑтӑ паратпӑр, хӑвӑн ачӑна-пӑчӑна пирӗн выльӑхсене сыхлаттар, ҫырлах! Ҫырлах, Пихампар, кашкӑрсен Турри, эсӗ ҫав йыттусене выльӑхсем патне ан яр, ху вӑлсене сыхласа тӑр, Сана эпир пашалупа, пӑтӑпа пуҫҫапатпӑр, ҫырлах, амӗн, ҫырлах!

Ӳксе пуҫҫапаҫҫӗ. Унтан пӑттине, пашалусене илеҫҫӗ те ҫиме каяҫҫӗ. Ҫисе тӑрансан, пӗр пус укҫа илеҫҫӗ, тепӗр кашӑк пӑта тата тепӗр татӑк пашалу илеҫҫӗ те пӗр чӗрес ҫине хурса картишне кайса ҫакаҫҫӗ. Ӑна вара хаяр таврашне ҫакрӑмӑр теҫҫӗ. Чӗрессине хаяр чӗресси теҫҫӗ.

1068

Тав тӑватӑп, пуҫҫапатӑп виҫ тӗслӗ выльӑх-чӗрлӗхшӗн. Лайӑх хирте ҫӳресе картана кӗчӗҫ. Тав Турра, ҫырлах.

Аминь, Турӑ! Тав тӑватӑп, пуҫҫапатӑп. Выльӑхсене сывлӑхне пар хӗл каҫма. Урай тулли путек пултӑр, сакай тулли пӑру пултӑр.

Кӗсри хыҫҫӑн тихи чуптӑр, ӗне хыҫҫӑн пӑру чуптӑр, сурӑх хыҫҫӑн путек чуптӑр, пӗр вӗҫӗ шывра пултӑр, пӗр вӗҫӗ картара пултӑр. Аминь, Турӑ, ҫырлах.

Айван ывӑл-хӗр кӗллине хуш хурса хапӑл ил. Пиртен Кепене, Кеперен Турра, аминь.

1069

Арӑмсем пӑтӑ пӗҫерсе ҫу яраҫҫӗ, вара калиткепе хапхана питӗрсе хураҫҫӗ те никама та кӗртмеҫҫӗ. Пӑтта хатӗрлесе тата куймак (пашалу) пӗҫерсе пӗтерсен хурана выльӑх тӑракан картана илсе пыраҫҫӗ; унтан пӗтӗм кил-йышпа картана тухаҫҫӗ, сӗтел лартаҫҫӗ, сӗтел ҫине хӑпарту, тӑвар, куймак хураҫҫӗ; хуран е ҫатма айне улӑм сараҫҫӗ, Килте миҫе арҫын пур, ҫавӑн чухлӗ кашӑк илеҫҫӗ, вара пӗр арҫынӗ улӑма чӗртсе ярать. Пурте ура ҫине тӑраҫҫӗ, асли ҫапла калать:

Виҫӗ тӗслӗ выльӑх-чӗрлӗхшӗн Сана асӑнатӑп, Сана витӗнетӗп, пӗр пуҫӗ картара, пӗр пуҫӗ шывра пултӑр, пысӑк пӑтӑпа чӳклетӗп Сана, виҫӗ теслӗ выльӑх-чӗрлӗхшӗн, ҫулталӑкри пӑтӑпа чӳклетӗп асӑнса, витӗнсе.

Ҫак сӑмахсене каласан асли кӗлӗ пӑттипе виҫӗ кашӑк ҫиет (виҫӗ кашӑк ҫеҫ, мӗншӗн тесен виҫӗ тӗслӗ чӗрлӗхшӗн кӗлӗ тунӑ). Ун хыҫҫӑн ыттисем те виҫшер кашӑк ҫиеҫҫӗ, вара пурте пӳрте кӗреҫҫӗ. Пӳртре чӳк апат-ҫимӗҫне кил-йышпа ҫисе яраҫҫӗ.

1070

Ҫичӗ тӗслӗ выльӑх-чӗрлӗхе сыхла! Турӑ, путках шуртан-шывран, хӑрӑк шалҫаран сыхла, Турӑ! Тӗрлӗ инкекрен, синкекрен сыхла, Турӑ! Ҫырлах!.. Сана асӑнатпӑр!..

1071

Выльӑх ҫине выльӑх пултӑр. Кашни ҫулах ҫакӑн пек пусса ҫимелле пултӑр, хури те пултӑр, шурри те пултӑр, чӑпарри те пултӑр, путек те, така та пултӑр.

1072

Эй, Турӑҫӑм, Пӳлӗхҫӗм, эпир Сана асӑнса пиҫнӗ пӑтӑпа, пиҫнӗ пашалупа кӗлтӑватпӑр. Эсӗ ҫак пирӗн картари выльӑх-чӗрлӗхсене чипер усраса, пӗр пуҫран пин пуҫа ҫитер, пӗр вӗҫӗ шывра пултӑр, тепӗр веҫӗ — картара.

Эй, Турӑҫӑм, ан пӑрах, ӳлӗмрен тата ҫапла хӑвна мухтаса кӗлтума хуш, ҫырлах. Аминь!

1073

Шӗкӗр Турра, выльӑха-чӗрлӗхе лайӑх алла илтӗмӗр, виҫӗ выльӑх-чӗрлӗхшӗн карта пӑтти чӳклетпӗр, ҫырлах, аминь.

Кӗсри хыҫҫӑн тихи чуптӑр, ӗни хыҫҫӑн пӑрушӗ чуптӑр, сурӑх хыҫҫӑн путекки чуптӑр, ҫырлах, аминь.

1074

Ҫулталӑкран ҫулталӑка карта пӑтти чӳклетпӗр, ҫырлах; карта тулли выльӑх пар, пӗр вӗҫӗ шывра, пӗр вӗҫӗ картара пар, ҫырлах.

Кӗсре хыҫҫӑн тиха ертӗр, ӗне хыҫҫӑн пӑру ертме пар, сурӑх хыҫҫӑн путек ертме пар, ҫырлах; пӗлни пулӗ, пӗлменни пулӗ, айван кӗллеме, чӳк, хапӑл ил, усал-тӗселтен эсӗ сыхласа эсӗ сир, чӳк, ҫырлах.

1075

Ҫырлах, карта пӑтти, ҫырлах, выльӑха-чӗрлӗхе лайӑх усра; халӑх ҫинчи йывӑр шартан, йывӑр чиртен хута кӗр.

Ҫырлах, Турӑ, выльӑха-чӗрлӗхе хунаттар; пӗр вӗҫӗ картара пултӑр, тепӗр вӗҫӗ шывра пултӑр; тӗкӗнчен-ҫӳҫӗнчен хунаттар; мӗн чуль тӗк пӗрчинчен хунаттар; ӗни хыҫӗнчен пӑрушне пар, кӗсри хыҫӗнчен тихине пар.

1076

Турӑ, Саншӑн хуранлӑ пӑтӑ пӗҫертӗм, выльӑхшӑн-чӗрлӗхшӗн ҫырлах, Турӑ! Сана тав тӑватӑп, Турӑ, пуҫҫапатӑп, выльӑха-чӗрлӗхе ҫулталӑкчен тӗрӗс-тӗкел пӑхса усра, ҫырлах, Турӑ!

Кӑвапи-сӑмсисемпе тав тӑватӑп Сана, Турӑ, пуҫҫапатӑп, выльӑха-чӗрлӗхе ҫулталӑкчен тӗрӗс-тӗкел пӑхса усра, ҫырлах, Турӑ!

1077

Виҫ тӗслӗ выльӑхшӑн тесс пӑтӑ пӗҫерсе, пашалу туса чӳклеҫҫӗ. Пашалуне хӗррисене сӑмсаллӑ-сӑмсаллӑ туса варрине йӗтӗрпе шӑтарса ҫав сӑмсисемпе йӗтӗр шӑтӑкӗ вырӑнне касса илсе карта патне кайса вут хурса ҫунтарса яраҫҫӗ. Пӑттине ҫимеҫҫӗ, картана пӑрахса хӑвараҫҫӗ. Пашалуне ҫемйипе валеҫсе ҫиеҫҫӗ.

1078

Эй, ырӑ карта йышӗ, эсӗ те кӗлӗре пул. Пӗр чунран ҫӗр чуна ҫитер. Ҫӳлти валь, ҫӗрти валь, эсир те кӗлӗре пулӑр, мӗн те пулсан, Турӑ, ҫырлах, Турӑ, ан пӑрахах. Мӗн те пулсан пур кил-йышӗпе савӑнса пурӑнма пар.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр