Хӗрлӗ ӗне туррине кӗл туни
1103
Ҫуратманнине ҫуратса пар, ҫуратнине ӳстерсе пар, ҫиес курӑкӑн ӑшлӑхне, ӗҫес шывӑн тӑррине пар. Тутхӑш шывӑнтан, тайлӑк кӗперӗнтен, выҫӑ упӑнтан, выҫӑ кашкӑрӑнтан, ҫӗлен-калтаран Эс сыхла, Эс упра, хӗрлӗ ӗне турри.
Ял ҫинчи йывӑр чирӗнчен, сасартӑк вилӗмӗнтен, курайман тӑшмантан, хаярлӑ куҫӑнтан эс сыхла, эс упра, хӗрлӗ ӗне турри. Пиҫнӗ пӑттине, пиҫнӗ ҫӑкрине асӑнтӑм, халь асӑнап ал валлине. Малтанхине халь калатпӑр, кайранхине малтан каларӑм пуль, каҫар, ҫырлах. Хӗрлӗ ӗне турри, хӗрлӗ ӗнене сыхла. Ҫырлах, ҫырлах, ҫырлах.
1104
Кайӑк-хуҫаран выльӑха-чӗрлӗхе упрама кӗлтӑватпӑр. Эй, Пихампар, выльӑха-чӗрлӗхе кайӑк-хуҫаран сыхла, тӗрӗс-тӗкел усра.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен