Пилсемпе кӗлӗсем

Мур хӑвалани

 

1107

Мур, тетен, эсӗ хамӑр ял ҫынех пулӗ, тетен, вырӑс пулсан та, тутар пулсан та, ирҫе пулсан та, ҫармӑс пулсан та, тетен, урӑх япаларан пулнӑ пулсан та, ӑҫта сана ӑсатса яратпӑр, ҫавӑнта кай; пире ан макӑраштар, ан анраштар, ялти выльӑхсем вырӑнне сана чунтан-вартан савса, тул ҫӑнӑхӗнчен выльӑх-чӗрлӗх чӗр(р)исем турӑмӑр. Сана виҫӗ лашапа, кӳмепе хӗвел майлӑ ӑсатса яратпӑр. Эсӗ савӑнса, хӗпӗртесе урӑх ҫӗре кай, пирӗн пата урӑх нихҫан та ан кил.

Урӑххисенчен кайса шыра ӗнтӗ, пирӗнтен ҫитӗ.

Эпир ҫак тӗрлӗ ӑйӑх татса саншӑн тӑрӑшатпӑр!

1108

Ӗне картине пӗчӗкҫеҫҫӗ кӑкшӑм ҫакса янӑ. Выльӑх мурӗ вӑхӑтӗнче ҫав кӑкшӑма пӗр чӗлӗ ҫӑкӑрпа аранҫӗ (кӑштах) сӗт хунӑ. Ҫав ҫӑкӑрпа сӗте выльӑх мурӗ ҫиет те вара выльӑхсене вӗлермест тенӗ. Сӗтпе ҫӑкӑра кӑкшӑма ҫапла каласа янӑ:

Ҫак сӗтпе, ҫӑкӑрпа тутӑ пулӑр, ӗҫӗр те ҫийӗр, выльӑхсене тӗрӗс-тӗкел усрӑр.

1109

Ҫырлах, аминь. Турра така тӑватпӑр, хура халӑхпалан йӑлӑнатпӑр. Тепле инкекпе-синкерпе килчӗ пулсан та яла йывӑрлӑх ан яр, усал-тӗселе сир, ҫырлах, аминь.

— Карчӑк, мӗн хӑвалан?

— Усала-тӗселе сыхлатӑп, ялти инкек-синкере хӑвалатӑп, кӑларатӑп.

1110

Мур пӑрах пулса вӗҫсе кайтӑр, инкек ирӗн-каҫӑн сирӗлсе пирӗн пата ан килтӗр, тӑшман тӑкӑрлӑкра хӑрӑк шалча ҫине тӑрӑнса тӗп пултӑр.

Эй, Пӳлӗхҫӗ, Пӳлӗхҫӗ! Пирӗн выльӑх-чӗрлӗхе сывӑ усра, мур-инкеке, тӑшман-кураймана пирӗн ялтан сирсе тӑр.

Эй, Пӳлӗхҫӗ! Эпир Сана асӑнса икӗ хуран ҫимӗҫпе, пӗр хуран ҫуллӑ пӑтӑ пӗҫерсе, пӗр хуран шурӑ ҫӑмарта пӗҫерсе витӗнсе асӑнатпӑр, чӳк, ҫырлах. Пирӗн выльӑх-чӗрлӗхе ҫӑмарта пек тутӑлӑх пар, пӑтӑ ҫинчи кӗрпе пек сарӑлма пар, хунав пек хунама пар. Мура мур пӗтертӗр, тӑшмана тӑшман пӗтертӗр. Эй, Пӳлӗхҫӗ! Ырӑ Пӳлӗхҫӗ! Сана хӗрӗх те пӗр хӗр витӗнсе пуҫҫапма пуҫтарӑннӑ, вӗсен кӗллине те пулин илтсе пирӗн парнене ахаль ан ту, аминь.

Ҫӑмарта валеҫнӗ чухне каланӑ.

Выльӑх-чӗрлӗх ҫӑмарта пек тутӑ пултӑр. Выльӑх-чӗрлӗх ҫак ҫӑмарта пек тутӑ пултӑр.

Картана юпа тӑррине ҫӑмарта пытарса хунӑ чухне каланӑ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр