Пилсемпе кӗлӗсем

Хурт-хӑмӑр чӳкӗ

Хурт чӳкне тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗрен тунӑ. Куславкка тӑрӑхӗнчи Маслӑ ялӗнче ӑна сӑра чӳкӗ вӗҫленсен ҫав каҫах ирттернӗ.

Шӑхран (Канаш) таврашӗнче ӑна кӗркунне юлашкинчен кӑна туса ирттернӗ. Тӗрлӗ ҫимӗҫ пӗҫерсе хурт-хӑмӑра тытса тӑракан, вӗсене ӗрчеме пулӑшакан Турра тата ытти ырӑсене тав туса, асӑнса ӑна утарта ирттернӗ. Ытти чӳксенчи пекех, ҫемьери чи ватти хӗвел тухӑҫ еннелле пӑхса кӗлӗ каланӑ. Унтан ытти ырӑсене: ҫӗрти вальпе ҫултине, Хӗвел ашшӗпе амӑшне, Мӑн Турӑпа унӑн ашшӗ-амӑшне тав тунӑ, хуртсене малалла та тӗрӗс-тӗкел упрамашкӑн, йышне хушса пымашкӑн ыйтнӑ. Кӗлӗ хыҫҫӑн пурте пӗрле ларса ҫинӗ. Малтан ачисене тутантарнӑ, унтан ҫитӗннисем астивнӗ. Кайран сим пылпа, ытти ҫимӗҫсемпе хӑналаннӑ.

В.К.Магницкий ҫырса хӑварнӑ тӑрӑх, хурт чӳкне сӑра чӳкӗ хыҫҫӑн тунӑ. Кил хуҫи хӑйӗн сӑмахӗнче хурт-хӑмӑр ӗрчетме пулӑшакан тӑхӑр Турра тата вӗҫен кайӑксене (чӗкеҫе, тӑхрана, вӗлтрен кайӑка, сар кайӑка, шӑпчӑка, пӑрчӑкана, вӗршӗне) асӑннӑ.

Хурт-хӑмӑр ӗҫӗнче пулӑшакан турӑсене пылпа, пыл сӑрапа, юсманпа, пӑтӑпа чӳкленӗ, аслӑ турӑсене киремете кайса парне панӑ.

 

1131

Кӗркунне хурт пылне илсен, ҫав пыла йӳҫӗтсе ҫавӑ утарта хӑйсен ҫемйипе, тӑванӗсемпе хурт чӳкӗ тунӑ. Пӗр ват ҫын ак ҫапла каласа кӗлтунӑ:

Эсӗ, ҫӳлти Турӑ, мухтав сана; санӑн ырӑ, ҫылӑхсӑр кайӑкунне пылне илтӗмӗр. Эй, Турӑ, вӗсене тата сывлӑхне-канлӗхне пар; Турӑ, ҫырлах, Турӑ, пулӑшах; вӗсен пылне эпир илетпӗр; Турӑ вӗсене тата чечексем ҫине пыл патӑр, кӑҫалхине илтӗмӗр, килес ҫул тата илме пар, Турӑ. Ҫак хуртсен пылӗпе сим турӑмӑр, ача-пӑчампа, тӑванӑмсемпе ӗҫмешкӗн-ҫимешкӗн, Турӑ, пулӑшсам; ӗҫмелӗх-ҫимелӗх пар, Турӑ, ҫырлах, Турӑ, ан пӑрах; илмелӗх те, памалӑх та пар, Турӑ; панӑ ҫӗртен ан палӑртӑр, илнӗ ҫӗртен ан иксӗлтӗр, кивӗ ҫине ҫӗнӗ хума пар, Турӑ, ҫырлах, Турӑ, ан пӑрах, ӗҫетпӗр, ҫиетпӗр эпир; ӗҫсе ҫинӗ вырӑнне вӗсене Турӑ пулӑштӑр; пӗр пуҫран вунӑ пуҫа ҫитер; вунӑ пуҫран ҫӗр пуҫа ҫитер; ҫӗртен пине ҫитер. Турӑ, ҫырлах, Турӑ, ан пӑрах.

1132

Ҫӗрти валь, ҫӳлти валь, сире ҫакӑ таса кайӑксен пылӗпе асӑнатпӑр. Пур ачам-пӑчампа асӑнатӑп, тата малалла тӗрӗс усрӑр ҫакӑ кайӑксене, катӑк-кӗсӗк ан тӑвӑр мӗн те пулсан. Хӗвел ашшӗ, Хӗвел амӑшӗ, Мӑн Турӑ, Мӑн Турӑ Амӑшӗ, Мӑн Турӑ Ашшӗ, эсир те кӗлӗре пулӑр, мӗн те пулсан, Турӑ, ҫырлах, Турӑ, ан пӑрах.

Ҫапла кӗлтуса пӗтерсен вара ӗҫсе-ҫиме тапратаҫҫӗ.

1133

Хуҫи ӗҫкипе сипетлентӗр, тутлӑ-пылак пылӗпе тутӑ пултӑр, йӳҫ пылӗпе савӑнтӑр.

Пӗтӗм ял-йышӗ, кӳршӗ-арши, тӑван-хӑни пинӗ-пинӗпех тутӑ пултӑр. Хурт-хӑмӑрсем йышланччӑр: пӗр вӗҫӗпе чечек ҫинче ларччӑр, тепӗр вӗҫӗпе вӗлле ҫинче пулччӑр. Ҫул ҫӳрекене чӗнсе кӳртсе тӑрантса кӑларма Турри хуштӑр. Ырӑсенчен те савӑнӑҫ пултӑр. Тунӑ кӗллемӗрсем вырнаҫуллӑ пулччӑр. Ҫырлахӑр пире. Аминь.

1134

Ултӑ ураллӑ хуртшӑн пыл сӑра турӑм, хӑна-вӗрле пуҫтартӑм, кӳршӗсене пуҫтартӑм, ял-йыша пуҫтартӑм, тутлӑ пыл сӑра пичкине пуҫларӑм, асӑнатпӑр турӑсене.

Ҫак хуҫана ӗҫмешкӗн-ҫимешкӗн тутлӑ пыла, йӳҫнӗ сӑрине перекет пар! Ялӑм-йышӑмпа, кӳршӗмпе, хӑна-вӗрлесемпе пӗр пуҫран пин пуҫа ҫитмелӗхне пар!

Пӗр вӗҫӗ чечекре, пӗр вӗҫӗ мартара-вӗллере пултӑр! Выҫса килекене тӑрантса ямалӑх пултӑр! Перекетне парӑр! Ҫырлаха парӑр! Аминь.

1135

Пылак-шерпет ача-пӑча савӑнӑҫӗ пултӑр. Хурчӗ сӑхни вӑя кайтӑр, пылне сыпни сыппа кайтӑр. Кил-йышӑм вӗлле пек ӗҫлетӗр, ачам-пӑчам хурт-хӑмӑр пек сӗрлетӗр, вылятӑр та култӑр, утар вӑйне куртӑр.

Управлӑх парӑр, аслӑ турӑсемпе ырӑ сыхчӑсем. Ҫырлахӑр. Тавах.

1136

Эй, Иисус Христос Турӑ, ҫак хуртсем — сан ачусем, эпир те сан ачусемех. Ҫавӑнпа пире пӗрле пурӑнма пар.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр