Кӗтӳ кӑларни
Ҫумпайсем
Кӗтӳ умӗн пӑтти (1090-1095)
1088
Кӗтӳ каларнӑ кун картари выльӑхсене пӳртӳм патӗнчи шыва ӗҫтереҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра пӗр-пӗр ачана кӑчӑкӑллӑ йывӑҫ туратне хуҫса килтереҫҫӗ. Выльӑхсене малтан хӑваласа анаканӗ йывӑр (ачаллӑ) хӗрарӑм пулсан аван. Пускилтен пускиле ҫӳрекен арӑма выльӑх хӑвалаттарасшӑн мар. Хӗрсене те малтан хӑвалама хушмаҫҫӗ.
Килтен выльӑхсене хӑваласа тухнӑ чух хулӑсене ывӑҫ тулли тытаҫҫӗ, ҫавӑнпа хӑваласа пыраҫҫӗ. Киле васкаса таврӑнмаҫҫӗ, пурте выльӑхсене хӑваласа тухасса кӗтеҫҫӗ. Кӗтӳ ачисене икшер ҫӑмарта параҫҫӗ, панӑ чух ҫапла калаҫҫӗ: «Выльӑх-чӗрлӗхсем ҫӑмарта пек тутӑ пулччар».
Кӗтӳ пухӑнсан кӗлӗ сӑмахӗсем калаҫҫӗ. Кетӳҫсене апат ҫитерекен мӑн ҫӑкӑр, пысӑк чӑкӑт чиксе пырать. Пурне те турамкаҫ параҫҫӗ, ӑна алла тытса хӗвел тухӑҫнелле калаҫҫӗ:
— Ҫырлах, Турӑ, Мӑн Турӑ! Кӗтӳ кӑларатпӑр. Пӑхуллӑ, кӗтӳллӗ Турӑ, усра пире! Кӑткӑ мӗнле саланать, ҫавнашкал пирӗн выльӑх-чӗрлӗх те уйра саланать; кӑткӑ мӗнле пуҫтарӑнать, ҫавнашкал пирӗн те выльӑхсем пӗр ҫӗре пуҫтарӑнччӑр. Турӑ, пӑхса-пуҫтарса усра, пӗр вӗҫӗ уйра, тепӗр вӗҫӗ урам хушши пуҫланӑ ҫӗрте пултӑр; ҫултан-ҫул, Турӑ, пирӗн кӗтӗве хушса пыр, тӗкӗнчен-ҫӳҫӗнчен хунаттар, кашни тӗкрен хушӑнтар. Кӑчӑкӑллӑ йывӑҫ кашни ҫул кӑчӑкӑ кӑларать, пире те кашни ҫул выльӑх-чӗрлӗх хушса пар, Турӑ! Тӗслӗ-тӗслӗ курӑк пулӗ — те юрать ҫиме, те юрамасть — Турӑ, выльӑх-чӗрлӗх валли лайӑх курӑк пар уйра, Турӑ, хута кӗр. Шывран, усал ҫилтен, ҫырма-ҫатраран, шурлӑхран, Турӑ, хута кӗр. Килӗрех, турӑсем, турӑ амӑшсем, хура халӑха, выльӑха-чӗрлӗхе лайӑх усрар.
Тавӑрӑннӑ чух тӳрӗ ҫулпа тӳрӗ тавӑрӑнас пулать, ахальлӗн выльӑхсем киле килме пӗлмеҫҫӗ, ялта ҫухалса ҫӳрекен, киле час килми пулаҫҫӗ.
Киле таврӑнсан алӑри хулӑсене аслӑк ҫине хураҫҫӗ, ун чух нимӗн те каламаҫҫӗ, ҫынпа калаҫсан выльӑхсем килте те макӑракан пулаҫҫӗ тенӗ.
1089
Килти хапхаран тухнӑ чух туратпа, чӗрӗ хулӑпа хӑваласа яраҫҫӗ:
Ҫак турат пек йышлӑ пултӑр.
Кӗтӳ патне ҫитсен кӗтӳҫе ҫӑмарта тата ҫӑкӑр параҫҫӗ те ҫапла калаҫҫӗ:
Ҫӑмарта пек мӑнтӑр пулччӑр, ҫӑкӑрӗ пек тутлӑхлӑ пулччӑр.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен