Ҫӗр витӗр тухни
1112
Вонпӳсем ял тӑрӑх каласа тухнӑ хыҫҫӑн пурте мунчана кайса ҫӑвӑннӑ. Мунча хыҫҫӑн ватти-вӗтти таса шурӑ тум тӑхӑннӑ та лашисене ҫавӑтса ял патӗнчи хӑвӑл патне утнӑ. Ут кӗтӗвӗсене те ҫав вӑхӑтрах хӑваласа пынӑ. Унтан мӑчавара чӗнсе илеҫҫӗ, вӑл икӗ катка шывпа икӗ милӗк хатӗрлеме хушать; хӑй юпа патне пырать, ӑна вӗренпе явкалать те сӗре-сӗре вут кӑларать. Юпаран вут тухсанах ӑвӑ чӗртеҫҫӗ, ӑна улӑм ӑшне пӑрахса вутлантараҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн пӗлӳҫӗ каткасем патне пырса пӑшӑлтатса калать:
Эпир виличчен пире сывлӑхлӑ пурӑнмалла пултӑр, яла та, ҫынсене те, выльӑхсене те чир ан кӗтӗр; самана йывӑр ан пултӑр, ҫырлах.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен