Хӑймалу хывни
818
Алтса пӗтерсен, тупӑкӗ ӗлкӗрсен вилнӗ ҫынна тупӑка вырттараҫҫӗ. Тупӑка вырттарсан вилнӗ ҫын пуҫӗ вӗҫне пӗр чӗреспе пӗр чашкӑ лартаҫҫӗ. Унтан хӑймалу пӗҫерме тытӑнаҫҫӗ. Ӑна тутлӑ чустаран юсман пек туса пӗҫереҫҫӗ. Ҫатма ҫинче ҫу ҫинче пӗҫереҫҫӗ. Кӑшт пиҫе пуҫласан хӑймалу ҫине те, аял енне те яка тума ҫӑнӑх шывӗ ҫине хӑйма ярса лӑкаса сӗреҫҫӗ. Хӑймалуне ытӑ пӗҫереҫҫӗ: 5, 7, 9, 11 ... Ӑна ак мӗншӗн ытӑ пӗҫереҫҫӗ: тӗкел пӗҫерсен ҫулталӑк иртиччен ҫуртран тата вилӗ тухать теҫҫӗ. Хӑймалу ӗлкӗрсен хываҫҫӗ. Хывнӑ чух чӗрес ҫине шыв ярса хываҫҫӗ, чашки ҫине хӑймалу хываҫҫӗ. Ку чашкӑпа чӗресе вара урӑх ҫӗре тытмаҫҫӗ. Вилнӗ ҫынна пумилкке тӑвичченех кашни эрне каҫ ҫав чӗреспе чашкӑ ҫине хываҫҫӗ. Пумилкке тунӑ чухне вара вӑл чӗреспе чашӑка хирте ҫӗмӗрсе хӑвараҫҫӗ.
819
Макар, ан ҫиллен, сана валли ӗмӗр пурӑнмалли пӳрт тӑватӑп.
Тупӑк тӑваканни вилнӗ ҫыннин тӑршшӗне виҫнӗ чухне каланӑ.
821
Ҫак ӗҫ ӑнса пытӑр. (Тупӑк тӑвас умӗн каланӑ.)
Ҫак ҫӑкӑр умӑнта пултӑр. (Шӑтӑк алтма каяс умӗн каланӑ.)
Сан умӑнта пултӑр. (Илсе тухиччен шӳрпепе асӑннӑ чух каланӑ.)
Эсӗ пирӗн патра тек килес ҫук, ку тӗнчене тек курас, ку киле, хӑвӑн ачусе, выльӑхусе, пур тӑванусе те пиллесе хӑвар. (Сасӑ кӑларнӑ чух каланӑ.)
822
Ҫӗр ашшӗ! Ҫӗр амӑш! Ҫак масарӑн пуҫлӑхӗ! Умӑрта пултӑр! Пирӗн ҫав ҫын вилчӗ, парӑрччӗ ӑна пӗр кӗтес ҫӗр.
Ҫӗр йышӗпе масар пуҫлӑхне хывнӑ чухне каланӑ.
823
Вилсе тохса карӑн, йолашки сана ҫорта ҫути кӑтартатпӑр. Карине-малтине ан шокӑшла. Эпӗр асӑнар, эсӗ ан асӑн. Пиршӗн (пирӗншӗн) Торра кӗл кӗле. Алан (авлан), улӑм, эп аланма калам; аланмасӑр ан порӑн. Чипер аланса порӑн, чипер ӗҫлесе порӑн, ҫӑпатуна ту. Халӑхран ан уйрӑл, халӑха ер.
824
Эсӗ ку ҫӗҫӗпе лере ҫӑкӑр кас. Кунпалан кӗпесем ҫӗле.
Хӗр ачана тупӑка вырттарсан ҫӗҫӗ тата йӗппе ҫип хунӑ чухне каланӑ.
Тӑлӑх ан пустӑр, ӳсме ан чарӑнтӑр, ашшӗ-амӑшӗнчен пӗчӗккӗ ан пултӑр.
Ачана тӑлӑх ан пустӑр тесе тупӑк урлӑ каҫарнӑ чухне каланӑ.
825
Ҫуртна-йӗрна пехилле, ачӑна-пӑчуна пехилле. Выльӑхна-чӗрлӗхне пехилле.
Пӳртрен илсе тухнӑ чух каланӑ.
826
Усал-хаяр кайтӑр ҫавӑ чулпала. (Килтен илсе тухнӑ чух каланӑ.) Ҫичӗ тӗрлӗ усала ҫийӗр, вӑл выртнӑ вырӑна ан юлӑр! (Вилнӗ ҫынна илсе тухсан ҫав вырӑна ҫичӗ пӗчӗк икерчӗ пӑрахнӑ чухне каланӑ.)
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен