Пилсемпе кӗлӗсем

Вилнӗ ҫын кӗперри

 

860

Унтан вара ҫырма урлӑ вилнӗ ҫын кӗперри хурса, карлӑкӗсене ҫапӑсенчен турӗҫ. Вӑл карлӑксем ҫине кӗпесем, йӗмсем, сурпансем, масмаксем, тӑлла-ҫӑпатасем: «Ялай хура ан ҫӳре, шурӑран шурӑ тӑхӑнса таса ҫӳре; ҫӗн ҫынна (ҫӗн ҫынтан?) аван тумланса тӑр. Сана мӗн кирлӗ пеккине парса яратпӑр; эсӗ ӗҫлемесӗр пурӑнман, йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр», — тесе ҫакса ячӗҫ. Кӗпер айне пӑхӑр укҫа пӗр тенкӗ (тенке) яхӑн пулӗ пӑрахаҫҫӗ: «Япала илмелле пулсан укҫуна ан хӗрхен; ҫиес килсен илсе ҫи. Тата, тетен, ӗлӗк ху ҫынтан илнӗ укҫӑна каялла тавӑрса паманнисем пулӗ, халӗ ӗнтӗ ытлашшипех паратпӑр; чипер тытса усра, ҫити-ҫити укҫапала сӗнксе ҫӳремелле ан пултӑр», — теҫҫӗ. Унтан вара илсе пынӑ япаласене пӗтӗмпех персе ҫӗмӗрчӗҫ. Вилнӗ ҫын сӗтеллипе пуканне кӗпер ҫине лартрӗҫ...

«Эпир мӗнпурӗ ҫулталӑкра ик-виҫ хутчен вилнӗ ҫынсене хыватпӑр, ҫав вӑхӑтсенче эсӗ ҫак кӗпер урлӑ каҫса пыр», — теҫҫӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр