Виле ҫинчи хӳхлевсем
840
Ӑҫта каян, ула хур, ӑҫта каян
Чӗппӳсене тӑлӑха хӑварса?
Ӑҫта каян, пирӗн тӑван, ӑҫта каян
Ачусене тӑлӑха хӑварса?
Кайӑк хурсем ӑҫта какалаҫҫӗ? —
Сассисем килеҫҫӗ шыв тӑрӑх.
Пирӗн тӑван кайнӑ уйрӑлса,
Сӑмахӗ килес ҫук хут тӑрӑх.
Улӑхра ула ут кӗҫенет,
Улӑхӗпе шыраса тупас ҫук.
Пирӗн тӑван кайнӑ уйрӑлса,
Вулӑспа шыраса тупас ҫук.
841
Ӑҫта прахса каятӑн?
Пире тӑлӑха х(ӑ)вартӑн.
Ачу-пӑчу мӗнле ӳсет,
Мӗнле транса пурӑнӗҫ?
Мӗншӗн пурнӑҫ капла-ши,
Мӗншӗн пурнӑҫ капла-ши?
Ӑҫта манӑн ай телейӗм,
Ӑҫта манӑн ай пурнӑҫӑм?
Ах, Тур, ҫырлах, Тур, ҫырлах,
Кама усал тунӑ эп?
Кам ылханӗ тиврӗ-ши?
Епле ӗмӗр ах иртӗ-ши?
Ах, юлташӑм-юлташӑм,
Ӑҫта прахса каятӑн?
Ах, ачамсем-чунӑмсем,
Мӗнле пурнӑҫ ах тӑвӑпӑр?
Упӑшкине пытарнӑ чухне юрланӑ.
842
И, мӑнтарӑн ҫут тӗнчи —
Пӗр уйӑх та пӗр хӗвел,
Пӗрех пулсан — ҫути ҫук.
И, мӑнтарӑн леш тӗнчи —
Ҫич уйӑх та ҫич хӗвел,
Ҫиччӗ пулсан та — ҫути ҫук.
843
Ҫӗр-ҫӗр ҫырли пиҫнӗ чух
Ҫӗртен-шывран уйрӑлан.
Пехил ту, ачам!
Хурӑн ҫырли пиҫнӗ чух
Хурӑнташран уйрӑлан.
Ыр пике пек арӑмна
Эс пӑрахса эс каян.
Ыр улпут пек ывӑлна
Эс пӑрахса эс каян.
Ыр пике пек хӗрӳнтен
Эс пӑрахса эс каян.
Ыр улпут пек кӗрӗвне
Эс пӑрахса эс каян.
844
Чӗкеҫ килет сассипе; эпир ӑна илтӗпӗр, санӑн сассӑна илтмӗпӗр, тӗрлӗрен кайӑк сассине илтӗпӗр, санӑн сассӑна илтес ҫук. Шӑнкӑрчӑ килӗ шӑнкӑртатӗ, чӗкеҫ килӗ чӗвӗлтетӗ, ӑна илтӗпӗр. Санӑн сассӑна илтес ҫук. Ешӗл курӑк тухӗ, ешерӗ. Эпир ӑна курӑпӑр. Санӑн пӳне-сине курас ҫук.
845
Хура чӗкеҫ вӗҫет ҫӳлелле, ыт(ла) ҫӳле кайиччен курса юлӑр! Ҫакӑ тӑванӑн, Саватерӗн, юпи иртсе пырать, ытах иртиччен курса юлӑр!
Ураллӑ кӗлетӗн айӗнче йӗтенӗн вартуҫҫи так ҫӗрет. Хура ҫӗрӗн хушшинче пирӗн тӑванӑн пуҫӗ так ҫӗрет.
Шуралса килет шурӑмпуҫ, шур чаршав карсассӑн та чарӑнас ҫук. Пирӗн тӑванӑн, Саватерӗн, ӗмри иртсе карӗ, шурӑ кӗмӗл парсан та чарӑнас ҫук.
Кайӑк хур килет картипе, ҫиме кӑларса сапсан та чарӑнас ҫук. Пирӗн тӑванӑн, Саватерӗн, ӗмри иртсе карӗ, пылпа сахӑр парсан та чарӑнмарӗ.
846
Ҫӗрти ҫырла пиҫнӗ чух
Ҫӗртен-шывран уйрӑлтӑм.
Хурӑн ҫырли пиҫнӗ чух
Хурӑнташсенчен уйрӑлтӑм.
Манӑн вӑхӑт ҫитрӗ,
Кӗрекере ӑсатрӗҫ.
Хам пилӗкри пиҫиххине
Йӑрхаха ҫакса хӑварап.
Ман кӗрекене илсе тухнӑ,
Йӑвантарӑр ярӑр!
Йытта парӑр,
Кушака ан парӑр!
Вилнӗ ҫын «сасӑ кӑларни».
* * *
Тухатна, тухатна? Тухас пулсан халех тух! Пыратна, пыратна? Пырас пулсан халех пыр!
Пӳртрен тухнӑ чухне чӗнни.
847
Эпир асӑнӑпӑр, эс ан асӑн пире, сана хамӑртан уйӑратпӑр.
848
Чӗкеҫ килет мӑшрипе,
Мӑшӑрланса юр юрлать.
Эпир текех сан сасса илтес ҫук.
Шӑнкӑрч килет мӑшрипе,
Мӑшӑрланса юр юрлать.
Эпир сан сасса текех илтес ҫук.
849
Шурӑм пуҫӗ тухӗ шуралса,
Сан шурӑ сӑнна курас ҫук.
Шурӑмпуҫ тухнине курӑпӑр —
Эсӗ кураймӑн.
Хӗрлӗ хӗвел тухӗ хӗрелсе,
Сан хӗрлӗ чӗрейне курас ҫук.
Хӗрлӗ хӗвел тухнине курӑпӑр —
Эсӗ кураймӑн.
Ҫуркунне куккук килӗ — авӑтӗ,
Сан сассуна эпир илтес ҫук.
Чӗкеҫ юррине илтӗпӗр —
Эсӗ илтеймӗн.
Ҫӗр ҫырли пиҫнӗ чух
Ҫӗр-шывран уйрӑлтӑн
Эпир ҫӗр ҫырли ҫийӗпӗр,
Эсӗ ҫиеймӗн.
Хурӑн ҫырли хӗрелнӗ чух
Хурӑнташсенчен уйрӑлтӑн.
Эпир хурӑн ҫырли ҫийӗпӗр —
Эсӗ ҫиеймӗн.
Ҫут тӗнчере пурӑнас чух
Пиртен уйрӑлса кайрӑн.
Эпир сыввисем савӑнса ҫӳрӗпӗр,
Эсӗ ҫӳреймӗн.
850
Ах тур-тур-тур-тур, мӗн-ма вилсе выртрӑн-ши? Ҫӳреттӗнччӗ вӗт ҫынпа, пӗрле ҫӳреттӗмӗрччӗ...
Ах тур-тур-тур-тур, мӗнле шӑтӑка кӗрсе выртрӑн? Тӑпруна епле чӑтса тӑрӑн?
Ах тур-тур-тур, эсӗ вилсе выртрӑн та тӑват-пилӗк ача тӑлӑха тӑрса юлчӗ. Мӗнле пурӑнмалла-ши? Ах тур-тур.
851
Сана йывӑр пулмалла —
Витсе хучӗҫ тӑпрапа.
Пуҫна хыт тӗревлесе
Хучӗҫ йывӑҫ хӗресне.
Санӑн йывӑр тӑпруна
Ҫумӑр ҫӑвӗ — йӗпетӗ,
Хӗвел пӑхӗ — типӗтӗ,
Ешӗл курӑк ешерӗ.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен