Вилене пытарса килсен хывни
879
Икерчӗсем те, хай пуснӑ чӑхха та хыва-хыва ҫиеҫҫӗ. Ҫисе тӑрансан вара, хуйхӑр харам пултӑр тесе тухса каяҫҫӗ. Ун чух хыҫалтан ӑсатма тухмаҫҫӗ вара. Унтан вара тепӗр каҫ, ҫиччӗшне тӑватпӑр тесе, пӗр сурӑх пусса тата икерчӗ пӗҫерсе хываҫҫӗ. Тата пумилкке тӑвиччен кашни эрне каҫ мунча хутаҫҫӗ те пур ӑратнисемпех мунча кӗреҫҫӗ. Унта ҫав вилнӗ ҫынна тухса кӑшкӑраҫҫӗ, мунча кӗме кил тесе. Мунчаран ытти ҫынсем тухсан, пӗри каях юлать те, вилнӗ ҫынна мунча ҫапатӑп тесе, милкӗпе лапка ҫине ҫапать. Унтан: «Ак сана шыв, ак милкӗсем!» — тесе лапка ҫине шывпа милкӗсем хурса хӑварать. Киле таврӑнсан вара сурӑх пусаҫҫӗ, пӗр чӑхӑ пусаҫҫӗ те тата икерчӗ пӗҫереҫҫӗ. Аш пиҫсен, икерчӗ пиҫсен вара: «Сана юлашки эрне каҫ тӑватпӑр», — тесе хыва-хыва ҫиеҫҫӗ вара. Ҫапла тусан, шӑмат каҫ пумилкке тӑваҫҫӗ е тунти каҫ тӑваҫҫӗ.
880
Пил ту, умӑнта пултӑр, ҫакӑмпа ӗҫсе-ҫисе кай. Эпӗр пӗр турам пани сана пӗр ҫӑк пултӑр.
Масар пуҫлӑхин те умӗнче пултӑр, ертсе ҫӳрекеннин те умӗнче пултӑр; пил ту, ӗҫсе ҫи те кай. (Пытарса килсен хывнӑ чухне каланӑ.)
Ҫитӗ, чипер тӑрӑр, хуйхӑр харама кайтӑр, вилни чипер вырттӑр. (Килӗсене кайнӑ чухне хуҫине каланӑ.)
881
Алӑк патне чашӑксем лартнӑ та ҫав чашӑксем ҫине вилнӗ ҫын ятне калаҫҫӗ:
Умӑнта пул, усал ан ту, ан хӑрат. Эпир персе вӗлермен те, ху пурӑнма ӳркентӗн. Выльӑх-чӗрлӗхшӗн, ача-пӑчашӑн, чӑх-чӗпшӗн хыватӑп.
Тӗрлӗрен апат тата сӑра янӑ, тепӗр ҫын та каллех ҫавӑн пек каласа хывнӑ.
882
Сахар, пил ту! Ак сана чӑх какай, ак сана пӗлӗм, куймак, ак сана сӑра, ак эрех те. Эй, Сахар, леш ҫӗрте ҫапла ӗҫсе-ҫисе пурӑн ҫакӑнти пекех!
Ҫак лашапа ҫӳре, пуҫӗ яраҫҫӗ!
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен