Тупӑка вырттарни
816
Тупӑкне туса пӗтерсен пӳрте илсе кӗрсен кутник сакки ҫине е пӳрт варрине тенкел лартса ҫав тенкел ҫине хураҫҫӗ. Малтан тупӑк ӑшне те, тупӑк виттине те пир ҫапаҫҫӗ, унтан тупӑк тӗпне йӗтӗн е милӗк сараҫҫӗ, унтан тӑрӑхах йӗтӗн ҫине пир хураҫҫӗ, пуҫӗ енчи вӗҫне каялла тавӑрса, ун ӑшне пӗр кӗпе е пӗр йӗм минтер пек ҫӗлеҫҫӗ, ҫӗлеме те кутӑн ҫӗлеҫҫӗ. Вӑл кӗпене вилнӗ ҫын лере тӑхӑнса ҫӳрет тет. Унтан вара вилнӗ ҫынна вырттараҫҫӗ. Ӗлӗк-авалрах вилнӗ ҫынна тӳрех вырттарман: масар ҫине тупӑкне хӑне, вилнӗ ҫын ӳтне хӑне ӑрасна илсе кайнӑ та шӑтӑка антарнӑ чух анчах вилнӗ ҫынна тупӑка вырттарнӑ.
817
Тупӑк туса пӗтсен, ӑна илсе кӗнӗ чух пӳртри ҫынсене пурне те тула кӑлараҫҫӗ, пӳрте пӗр ҫын та хӑвармаҫҫӗ. Тупӑк хыҫҫӑн вара пурте кӗреҫҫӗ. Вӑл тупӑка илсе кӗнӗ чух тухмасан пӳрте юлакан вилет тет вара. Унта ҫынна тупӑк ҫине вырттараҫҫӗ, ӑна вырттарнӑ чух ҫынна тупӑк тӗлне тытса: «Ан хӑра, ан хӑра», — тесе виҫҫӗччен суллаҫҫӗ те вырттараҫҫӗ вара.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен