Сасӑ кӑларни
Тупӑк умӗнче «сасӑ кӑларни» — хӳхлесе, хурланса каланӑ кӗлӗсемпе юрӑсем. Вӗсене вилнӗ ҫын тӑванӗсем, ятарласа ватӑсем калаҫҫӗ. Мӗнле хӳхлесси хуйхӑ мӗн таран пысӑк е пӗчӗк пулнинчен килет.
Ҫынна пытарнӑ чухне ҫичӗ хут сасӑ кӑлараҫҫӗ: ҫуса тасатнӑ хыҫҫӑн; тупӑка хурсан; кил картине ылсе тухсан; кил хапхи умӗнче; урам хапхи умӗнче; ҫӑва ҫине ҫитсен; шӑтӑк умӗнче. Ҫывӑх тӑванӗсене хаклӑ ҫын вилӗмӗ ҫул тӑршшипех хӳхлеттерет. Ун пек чухне вӗсене чара-чара лӑплантараҫҫӗ.
Ҫумпайсем
Виле ҫинчи хӳхлевсем (840-851)
834
Эс сасӑсӑр ан ҫӳре. Кукку та килӗ, чӗкеҫ те килӗ, эс корамӑн, эпӗр корӑпӑр. Онта сассӑр ан ҫӳре.
835
Пехил ту, пехил ту, ача-п(ӑ)чана пехил ту! Пехил ту, пехил ту, ҫуртна-йӗрне пехил ту! Куккук сасси те пулӗ, чӗкеҫ сасси те пулӗ, шӑнкӑрчӑ сасси те пулӗ, санӑн сассуна илтес ҫук. Йытӑ сассипе ан ҫӳре.
Пытарнӑ вӑхӑтра каланӑ.
836
Куккук та килет сассипе, кайӑк та килет сассипе, чӗкеҫ те килет сассипе. Ҫын сассипе ан ҫӳре, йыт сассипе ан ҫӳре. Эпир сана асӑнатпӑр, эсӗ пире ан асӑн. Вӑхӑтлӑ кил те, вӑхӑтлӑ кай. Вӑхӑтсӑр ан ҫӳре.
Тупӑка хурсан сасӑ кӑларнӑ.
837
Куккук килет сассипе,
Эс сассупа килес ҫок!
Шӑпчӑк килет юррипе,
Эс юрласа килес ҫок!
Чӗкеҫ килет чӗлхипе,
Эс чӗлхӳпе килес ҫок!
Шурӑмпоҫ килет шоралса,
Эс шоралса килес ҫок!
Хӗвел тохать хӗрелсе,
Эс хӗрелсе тохас ҫок!
Шывсем юхаҫ шавласа,
Эс шавласа килес ҫок!
Пӳртрен илсе тухиччен юрланӑ.
838
Шурӑмпуҫ килӗ ҫуталса,
Шурӑмпуҫ ҫутине курӑпӑр,
Хӗвел тухать хӗрелсе,
Хӗвел ҫуттине курӑпӑр,
Санӑн чӗрӗлӗхне курас ҫук.
Санӑн чӗрӗлӗхне курас ҫук.
Чӗкеҫ килӗ чӗлхепе,
Чӗкеҫ чӗлхине илтӗпӗр,
Санӑн челхӳне илтес ҫук.
Пӳртрен илсе тухас умӗн каланӑ.
839
Йытӑ сассипе ан ҫӳре; куккук сассипе, чӗкеҫ сассипе, автан сассипе ҫӳре. Кил-йыша, ҫурта-йӗре пехил ту, выльӑха-чӗрлӗхе пил ту, тырра-пулла пил ту, яла-йыша пехил ту, пехил ту-у-у!
Килтен илсе тухас умӗн каланӑ.
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен