Пытарни
861
Малтан масар пуҫлӑхӗнчен вырӑн ыйтаҫҫӗ: «Масар пуҫлӑхӗ Мирун! Ҫак (ятне кала та) вырӑн пар. Вӑл сан ҫемйӳ пулать ӗнтӗ», — теҫҫӗ. Вилнӗ ҫын вара масар пуҫлӑхне пӑхӑнса пурӑнать теҫҫӗ. Вилнӗ ҫынна шӑтӑка ярсан малтан вилӗм тӑприпе вилӗм турпасне яраҫҫӗ. Ун чухне ак ҫапла калаҫҫӗ:
Ак санӑн пирвайхи турпасу, пирвайхи тӑпру. Ху ҫемйӳне, выльӑхна-чӗрлӗхне, килне-ҫуртна пилле! Эпир сана асӑнатпӑр, эсӗ пире ан асӑн.
Унтан вара пурте тӑпра яма тытӑнаҫҫӗ.
862
Ак сана ик ҫӗр сум укҫа паратӑп! (Шӑтӑка ярсан пуҫӗ тӗлне икӗ пус укҫа (ҫӗр ҫутти) хунӑ чухне каланӑ.)
Ак сана чӗлӗмӗ, ак папак енчӗкӗ! Ак сана тупӑлха патак ҫӳреме! Ак сана сӑвап тӑпри ҫумна хурса хӑварап! Йывӑр тӑпру ҫӑмӑл пултӑр! Авлантар упӑшкӑна, эсӗ вилтӗн, пурӑнма ӳркентӗн ӗнтӗ. (Ҫамрӑк хӗрарӑм вилнӗ пулсан каланӑ.)
Арӑму качча кайӗ, ан чар, кайтӑр. Ху лере авлан. (Ҫамрӑк арҫын вилнӗ пулсан каланӑ.)
863
Акӑ сана ҫӗр ҫути, ҫакӑ ҫутатса тӑтӑр! (Тупӑка пӗр кӗмӗл укҫа хунӑ чухне каланӑ.)
Ҫак алӑкран тухса ҫӳресе кӗр! (Тӑпра ярас умӗн тупӑк хуппи ҫине «алӑкпа» «чӳречесем» ӳкернӗ чухне каланӑ.)
Акӑ сана чӳречесем! Акӑ сана шӗшлӗ, ҫӗҫӗ, калӑп, пушӑтне ху касӑн! (Ку япаласене тупӑка хунӑ чухне каланӑ.)
Акӑ сана пуртӑ, ҫакӑ пуртӑпа ӗҫлесе пурӑн! (Пурттине шӑтӑка тупӑк ҫумне хунӑ чухне каланӑ.)
864
Хуйху харам пултӑр. (Кил хуҫисемпе сывпуллашнӑ чухне каланӑ.) Пехил сана, ывӑлӑм (хӗрӗм), ман вырӑна! (Вилес умӗн юмӑҫ хӑйӗн вӗренекенне пехиллени.)
865
Ну, айӑп ан ту, ху ҫулупа ху ҫӳре, пире хӗнне-хурне ан пар. (Виле пытарса килсен мунчара каланӑ.)
866
Турӑ, ӑна ырӑ вырӑн пар, йывӑр тӑприне ҫӑмӑл ту! (Пытарса килсен хывнӑ чухне каланӑ.)
867
Ан ҫиллентӗр ӗнтӗ. Мӗн пӗлнӗ, пултарнӑ таран тирпейлерӗмӗр. Ырӑ вырӑнта вырттӑр. Пурин те вилӗм ҫитсен кунта килмелле. Унтан иртме ҫук. (Масар ҫинче ҫынна пытарса пӗтерсен калаҫҫӗ.)
- Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем
- Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх: пилпе халал, тупа, кӗлӗ-сӑрман тата вӗсене каламалли йӗркесем
Шырав
Пайсем
- Харкам сӑвап, сунӑм, тупа
- Тӗнче хӑвачӗсене чыслани
- Ҫурхи тата ҫуллахи уявсемпе чӳк кӗллисем
- Хӗле кӗнӗ йӗркепе калакан кӗлӗсем
- Кил-йышри кулленхи йӑласемпе кӗлӗсем
- Пытару йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Асӑну йӗркипе сӑмахлӑхӗ
- Хресчен ӗҫӗн кӗллисем
- Мӑчавӑрсем халӑха каланинчен