Пилсемпе кӗлӗсем

Леш тӗнчере мӗн каламаллине вӗрентни

 

827

Хӑлхапа илтмен, куҫпа курман, сӑмсапа шӑршламан, ҫӑварпа нимӗн те усал сӑмах каламан.

828

Чипер пурӑн! Куҫу куртӑр, аллу ан ҫиттӗр!

Урисене пирпе витнӗ чухне каланӑ.

829

Эсрелӗ: Орӑх килекен пор-и?

Вилӗ: Кормарӑм, коҫа мокларӗҫ.

Эсрелӗ: Илтмерӗн-и?

Вилӗ: Илтмерӗм, холхана питӗрчӗҫ.

Эсрелӗ: Шӑши кӗмер-и?

Вилӗ: Сӑмсана та питӗрчӗҫ.

Эсрелӗ: Ма ыйтмарӑн?

Вилӗ: Тотана та мокларӗҫ.

 

Вилнӗ ҫыннӑн хӑлхи-сӑмсине, ҫӑварне пурҫӑн татӑкпа хупласан каланӑ.

830

Пил ту, умӑнта пултӑр. Ҫакӑнпа ӗҫсе-ҫисе кай. Эпир пӗр турам пани сана пӗр ҫӑк пултӑр. Масар пуҫлӑхин те, ертсе ҫӳрекеннин те умӗнче пултӑр. Пил ту, ӗҫсе ҫи те кай.

Пилле, пехил ту. Сана ҫурта паратӑп: ҫутӑра ҫӳре.

Пилле, пехил ту. Пӗр турам пӗр ҫӑк пултӑр. Ху турттарса каймасассӑн ниме туса кай. Сана тиха паратӑп; лайӑх пӑхса ӳстер. Хуп пӑрахрӑм: урапа-ҫуна туса ҫӳре. Ырлӑх-сывлӑх, телей пар, пире хӗн-асап ан пар.

Йытӑ сассипе ан ҫӳре — куккук сассипе, чӗкеҫ сассипе, автан сассипе ҫӳре. Кил-йыша, ҫурта-йӗре пил ту; выльӑха-чӗрлӗхе пил ту; тырра-пулла пил ту; ял-йыша пил ту.

Униҫҫе, Униҫҫе, кил кунта, кил ҫак пукан ҫине. Хӑпар ҫак пукан ҫинчен ҫак кӗперпеле сӗтел ҫине, ҫак сӗтел ҫинчен Турӑ патне каях.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр