Пилсемпе кӗлӗсем

Сӑвап тӑпри

 

831

Вилнӗ ҫынна ҫуса вырттарсан шӑтӑк алтма каяҫҫӗ. Алтма пырсанах чӑн малтан масар ҫинче ҫӑкӑрпа чӑкӑт хываҫҫӗ. Акӑ ҫапла каласа хываҫҫӗ: «Ҫӗр ашшӗ, ҫӗр амӑшӗ, ҫак масар пуҫлӑхӗ (масар пуҫлӑхӗ тесе ҫӗнӗ масар ҫине чӑн малтан пытарнӑ ҫынна калаҫҫӗ. Масар пуҫлӑхӗн ӗҫӗ пит нумай. Кашни ҫӗнӗ вилекен ҫынна вӑл йышӑнмалла, ӑна вырӑн кӑтартса памалла, ӑна вӗрентмелле, кӑтартмалла мӗнле-мӗнле тумаллине), умӑнта пултӑр», — теҫҫӗ.

Хывсан тин алтма тытӑнаҫҫӗ. Чӑн малтан пӗри (вилекен кама хушса хӑварнӑ, ҫавӑ) тӑваткал тӑпра касса кӑларса илет, ӑна сӑвап тӑпри теҫҫӗ. Вӑл тӑпрана ҫынна пытарнӑ чух ҫын пуҫӗ тӗлне тупӑк айне хурса хӑвараҫҫӗ. Ӑна каснӑ чух «вилнӗ (ятне калаҫҫӗ) алӑкӗ» теҫҫӗ. Вӑл тӑваткал тӑпра пит кирлӗ, хаклӑ япала: ахӑр самана килсен (кончина мира) вилнӗ ҫын тӑнӑ чух ӑна ҫав тӑваткал тӑпра ҫӗклесе ҫӗре уҫса кӑларать тет. Алтма сарӑ тӑма ҫитиччен алтаҫҫӗ, вилнӗ ҫынна хура тӑпра ӑшнӗ хумаҫҫӗ. Хура талра ӑшне пытарсан ахӑр саманара хура тӑпрана ҫиекен килсен вилнӗ ҫын ӳтне те ҫисе ярать теҫҫӗ.

Тупӑк тума, шӑтӑкне алтнӑ чух тӑваткал тӑпра касса кӑларма вилекен ҫын хӑй савнӑ ҫынна хушса хӑварать.

832

Шӑтӑк алтма пуҫланӑ чухне те малтан тӑваткал ҫӗр касса илетчӗҫ, алтма пуҫличчен те, пытарсан та: «Умӑнта пултӑр», — тесе хыватчӗҫ, пурте вилнӗ ҫын тӑпри тавра виҫӗ хут ҫаврӑнатчӗҫ. Кашни ҫаврӑнмассерен тӑприне алӑпа сӗртӗнсе: «Умӑнта пултӑр. Эпир сана асӑнатпӑр, эсӗ пире ан асӑн, Вӑхӑтлӑ пыр та вӑхӑтлӑ кил», — тесе калатчӗҫ. Пытарса таврӑннӑ ҫӗре икӗ чӑх пуснӑ. Пыракан ҫынсем те чӑхсем пусса илсе пыратчӗҫ. Пытарса килсен каллех хыватчӗҫ. Алӑк патне ҫтана тӑрӑх ҫурта ҫутнӑ. Чи малтан масар пуҫне хывнӑ: «Масар пуҫлӑхӗ, сан умӑнта пултӑр. Вӑхӑтлӑ яр та вӑхӑтлӑ пух. Сан ҫемйӳ пулчӗ, сана патӑмӑр, пиртен уйрӑлчӗ», — тесе кашни ҫын пыра-пыра татса пӑрахать алӑк патӗнчи сак ҫинче ларакан чашӑк ҫине хывмалли апата. Унтан ҫаплах вилнӗ ҫыннине: «Умӑнта пултӑр. Пил ту, халал ту», — тесе хывнӑ. Виҫҫӗмӗш кунне валли 15—20 витре сӑра тунӑ. Унтан сурӑхпа чӑх пусса пӗҫернӗ. Каҫпала ҫын пуҫтарнӑ. Малтан хывнӑ, кайран тин ҫинӗ. Алӑк патне ҫуртасем лартнӑ хывмашкӑн. Вӑл ҫуртасене вилнӗ ҫынна тесе ҫутнӑ: «Ҫак ҫуртасен ҫутипе ҫӳре, тӗттӗм ҫӗрте ан ҫӳре».

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр