Пилсемпе кӗлӗсем

Вилсе кайнӑ ҫынна тирпейлени

 

805

Чӑваш вилес умӗн хӑйне кам ҫумаллине каласах хӑварать: тупӑкне кам-кам тумаллине тата шӑтӑкне кам-кам чавмаллине е малтан юратнӑ ҫынна ҫӗр пуҫлама. Унтан хай ҫын вилет, ӑна ҫӑвакансем шыв ӑсма каяҫҫӗ. Пӗри хуранне ҫӗклет, тепри витрине илет, тепри алтӑрне илет, каяҫҫӗ вара ҫӑл кутне. Унта витрипе ӑсса хуранне тултарать тата алтӑрне тултарать, вара витрипе ӑсать. Пурне те тултарсан ҫӑл кутне виҫӗ сӗвем ҫӗлем ҫип (ҫӗлен ҫип) вӗҫӗмрен чӑсса (тӑсса) пӑрахаҫҫӗ, ӑна пӑрахнӑ чухне калаҫҫӗ:

Эй, пиллетӗр, ҫулӗ чипер, канӑҫлӑ пултӑр; чунӗ ҫак ҫип пек тӳр ҫулпа канлӗ вырӑна кайтӑр!

Вара ҫав виҫӗ савӑчӗпе те шыв ӑсса таврӑнаҫҫӗ. Вучаххине пысӑк хуран ҫакса, пур шыва та унта яраҫҫӗ ӑшӑтма, ҫӑвма тытӑнаҫҫӗ. Вилӗрен кӗпине ҫурса хываҫҫӗ, вара пӗри шывне ярать вилӗ ҫине, иккӗшӗ ҫӑваҫҫӗ. Ҫӑвсан ӑна таса шурӑ кӗпе тӑхӑнтараҫҫӗ, вара тупӑкне вырттараҫҫӗ. Вара унта мӗнпур ҫынна виҫӗ сӗвем ҫӗлем-ҫип параҫҫӗ ҫулӗ ӑнтӑр тесе.

806

Вилме хатӗрленнӗ ҫын кама та пулин чӗнсе илсе ҫапла пехиллесе хӑварать:

Пехил сана, ывӑлӑм (хӗрӗм), ман вырӑна!

807

Ҫын вилсе кайсан умӗнче ларакансем ҫурта ҫутаҫҫӗ те ҫапла калаҫҫӗ:

Ҫут ҫанталӑкра пултӑр.

808

Чӑвашсем ҫын вилсен (ача вилсен те, пысӑк ҫын вилсен те) чунӗ тухсанах хӗвел тухӑҫӗ еннелле чӗрӗ ҫӑмарта ывӑтаҫҫӗ. Вӑл ҫӑмартана ҫӗмӗрлесрен хӑраса ҫепӗҫ тыткалаҫҫӗ, ҫын чунӗ те ҫавӑн пек ҫепӗҫ пурӑнмалла ҫӗре кайтӑр теҫҫӗ. Ҫав ҫӑмарта пек чысланса пурӑнмалла пултӑр теҫҫӗ. Унтан вара, ҫӑмарта ывӑтсан, вилнӗ ҫын кӗпине ҫурса кӑлараҫҫӗ. Ӑна ахаль хывса илмеҫҫӗ, умӗнчен ҫурса сӑхман пек хываҫҫӗ. Ӑна ҫыннӑн чунӗ пӳлӗнсе ан тӑтӑр, уҫӑ ҫӗрте ҫӳретӗр тесе ҫапла хываҫҫӗ.

809

Ҫын вилсен хурӑнташсене чӗнсе пыраҫҫӗ. Вара вилнӗ ҫынна хӑй хушса хӑварнӑ икӗ ҫын ҫӑваҫҫӗ те тупӑка вырттараҫҫӗ. Тупӑкне те хушса хӑварнӑ ҫынах тӑвать, вара кӑмака хутса икерчӗ пӗҫереҫҫӗ. Вилнӗ ҫынна тӗне кӗмен чӑвашсем пуҫне малалла, урисене алӑк патнелле туса вырттараҫҫӗ. Илсе тухас умӗн пӳртри хӗрарӑмсенчен пӗри ҫапла сӑвӑ каласа йӗрет:

Шурӑмпуҫ килӗ ҫуталса, шурӑмпуҫ ҫутине курӑпӑр, санӑн чӗрӗлӗхне курас ҫук. Хӗвел тухать хӗрелсе, хӗвел ҫуттине курӑпӑр, санӑн чӗрӗлӗхне курас ҫук. Чӗкеҫ килӗ чӗлхепе, чӗкеҫ чӗлхине илтӗпӗр, санӑн чӗлхӳне илтес ҫук.

Вара масар ҫине кайса варса килеҫҫӗ, килнӗ ҫӗре мунча хутса пултараҫҫӗ. Пурте мунча кӗрсе тухсан апат ҫиме ларас умӗн вилнине асӑнаҫҫӗ. Унӑн йӗрки ҫапла. Алӑк патне алакан алапа пӗр ала ҫӑнӑх лартаҫҫӗ, вара ун ӑшне тирӗк лартаҫҫӗ. Али йӗри-тавра ҫуртасем лартаҫҫӗ те вилнӗ ҫынна асӑнса ҫапла каласа пурте пӗрер татӑк икерчӗ татса пӑрахаҫҫӗ тата пӗрер кашӑк пӑтӑ.

Пил ту, ырӑ вырӑнта пул, ҫӑтмахра пул, хӗн-асап ан пар.

Вилле асӑнса хывнӑ апата кӑларса тӑкаҫҫӗ те апат ҫиеҫҫӗ. Унтан виҫҫӗмӗш кунне татах ҫапла асӑнаҫҫӗ. Хӗрӗх кун ҫитсен пумилкке тӑваҫҫӗ. Ун чухне пур хурӑнташсем те пуҫтарӑнаҫҫӗ. Вилнӗ ҫын мӗнле выльӑх пусма каласа хӑварнӑ, ҫавна пусса пӗҫереҫҫӗ. Пиҫсен вара лаша кӳлеҫҫӗ те ҫуни ҫине пӗр минтер хураҫҫӗ. Вара масар ҫине вилнӗ ҫынна илме каяҫҫӗ, шӑнкӑравпа, купӑс каласа. Килтен тухса кайиччен ҫапла каласа йӗреҫҫӗ:

Ҫӗнӗ ҫунанӑн тупанӗ,

Пурте юман йывӑҫҫи.

Пур-пур тӑван пурте пур,

Эсӗ, пичче (ятӗнчен каласа), кунта ҫук.

Шурӑмпуҫ килет ҫутӑлса,

Шур чаршав карсан та чарас ҫук.

Санӑн тӗлне вилӗм ҫитрӗ,

Шур лаша парсан та чарас ҫук.

Хӗвел тухать хӗрелсе,

Хӗрлӗ чаршав карсан та чарас ҫук.

Санӑн тӗлне вилӗм ҫитрӗ.

Хӗрлӗ ӗне парсан та чарас ҫук.

 

Вара масар ҫине тухса каяҫҫӗ вилнӗ ҫынна илме. Масар ҫине ҫитсен ташлаҫҫӗ, унтан вилнӗ ҫынна чӗнеҫҫӗ: «Айта киле юлашки хут», — тесе. Хӑйсем ҫуна ҫине лараҫҫӗ те вилнӗ ҫынна: «Лар ҫак минтер ҫине», — теҫҫӗ те килне чуптараҫҫӗ. Килне ҫитсен килти ҫынсем тухса илеҫҫӗ, минтерне ҫуна ҫинчен пӳрте илсе кӗрсе сӗтел хушшине хураҫҫӗ, вилнӗ ҫынна ятӗнчен каласа: «Лар минтер ҫине», — теҫҫӗ. Унтан сӗтел ҫине апатсем лартаҫҫӗ, сӗтел варрине ала лартса, али ӑшне тирӗк лартаҫҫӗ, али йӗри-тавра ҫуртасем лартса тултараҫҫӗ. Тирӗкӗ ҫине вилнӗ ҫынна асӑнса хываҫҫӗ те: «Пил ту, ҫӑтмахлӑхра пул, ҫакна ӗҫсе-ҫисе кай, хӗн-асап ан пар», — тесе асӑнаҫҫӗ, вара тула кӑларса пӑрахаҫҫӗ, хӑйсем пурте апат ҫиме пуҫлаҫҫӗ. Апат ҫисе тӑрансан эрех-сӑра ӗҫеҫҫӗ, пит ӳсӗрличченех, юрлаҫҫӗ-ташлаҫҫӗ. Вара ирпе лаша кӳлеҫҫӗ те вилнӗ ҫынна каялла масар ҫине шӑнкӑравпа, купӑс каласа, юрласа ӑсатаҫҫӗ.

810

Ҫын чунӗ тухсанах кӑмака ҫамкинчи хӑрӑмпа ҫӑмартана хуратса масар еннелле ак ҫапла каласа ывӑтаҫҫӗ: «Ҫӑмарта пек выляса кай», — теҫҫӗ. Пӗр-пӗр ҫын вилсен унӑн хурӑнташӗсем, ӑна пӗлекен ҫынсем салат илсе пыраҫҫӗ сӑра тума. Ҫакӑнтан вара ик-виҫ тӗрлӗ ӗҫ пуҫланать: хӗрарӑмсем сӑра тӑваҫҫӗ, макӑра-макӑра кӗпе ҫӗлеҫҫӗ. Арҫынсем тупӑк тӑваҫҫӗ, хӑшӗ ҫыннӑн ӳтне ҫӑваҫҫӗ. Тупӑк ӑшне милӗк сараҫҫӗ, пуҫӗ айне кивӗ тумтирне хураҫҫӗ. Тупӑк ӑшне ҫын ӳтне хунӑ чух: «Акӑ сана шурӑ пӳрт», — теҫҫӗ. Унӑн кӑкӑрӗ ҫине хӗреслетсе пурҫӑн хураҫҫӗ. Пурне те хатӗрлесе пӗтерсен, пачӑшкӑ хушнӑ тӑрӑх, чиркӗве илсе каяҫҫӗ. Кӗлтуса пӗтерсен масар ҫине илсе каяҫҫӗ; унта тупӑк тунӑ чухне тухнӑ турпасӗсене те илсе кайса масар патне тӑкаҫҫӗ. Хӑшӗ ҫӗклесе каять, хӑшӗ лашапа турттарса каять. Пӗкӗ ҫумне сурпан ҫинчен ҫыхакан тутӑра ҫакаҫҫӗ. Ҫын ӳтне шӑтӑка хуриччен пӗр-икӗ пус укҫа, ҫӗр укҫи тесе, пӑрахаҫҫӗ. Унтан вара тӑпра яра пуҫлаҫҫӗ, унӑн тӑприне пурте таптама тӑрӑшаҫҫӗ. «Тӑпру ҫӑмӑл пултӑр, ыр вырӑнта вырт», — теҫҫӗ. Пытарса пӗтерсен хӗрес кутне ҫӑкӑр татса: «Умӑнта пултӑр», — тесе пӑрахаҫҫӗ. Вилнӗ ҫынна ҫӗклесе кайнӑ наҫилккесене ҫавӑнтах пӑрахса хӑвараҫҫӗ. Пытарма кайнӑ ҫынсем таврӑнсан, пӗри пусма ҫине шыв илсе тухса ыйтать: «Кӑҫта карӑр?» — тет. Лешсем: «Харам ӗҫе карӑмӑр», — теҫҫӗ. Унтан вара пурте аллисене ҫӑваҫҫӗ те, тӳрех, пӳрте кӗмесӗрех, унччен хутса пултарнӑ мунчана каяҫҫӗ. Ҫын пытарма кайнӑ вӑхӑтра киле юлнӑ хӗрарӑмсем пӳрте тасатса, икерчӗ пӗҫерсе, чӑхӑ пусса, мунча хутса хураҫҫӗ. Мунчаран таврӑнсан вилнӗ ҫынна хываҫҫӗ (икерчӗ татса пӑрахаҫҫӗ): «Умӑнта пултӑр», — теҫҫӗ. Ӗҫеҫҫӗ, ҫиеҫҫӗ; унтан вара пытарма пынӑ ҫынсене икшер-виҫшер сӗвем ҫӗлен ҫип параҫҫӗ; ҫав ҫиппе вӗсем пиҫикки ҫумне ҫакса каяҫҫӗ. Вилнӗ ҫыннӑн чунне тамӑк хуранӗ урлӑ ҫӗлен ҫип тӑрӑх каҫараҫҫӗ тет. Ҫынсене панӑ ҫип те ҫавна анчах пӗлтерет. Тунӑ сӑрине кашни эрне каҫ вилнӗ ҫынна хывса, асӑнса ӗҫеҫҫӗ. Кашни эрне каҫ ҫынсем икерчӗ, ҫурта тума ӑвӑс илсе пыраҫҫӗ. Аслӑ пумилккене чӑвашсем вӑтӑр кунтан, хӗрӗх кунтан е икӗ эрнеренех туса ирттереҫҫӗ. Аслӑ пумилккеччен кашни эрне каҫ, алӑк патне сӗтел лартса, пӗрене ҫумне ҫуртасем ҫутса чашӑк ҫине хываҫҫӗ. Пуш чашӑка ҫуртасем айне, пӗрене ҫумне, сак ҫине лартаҫҫӗ. Ҫав чашӑк ҫине сӗтел ҫинчен пӗрер татӑк, пӗрер кашӑк апат яраҫҫӗ: «Умӑнта пултӑр», — теҫҫӗ. Сӑра хывма урӑх савӑт чашӑкпа юнашарах лартаҫҫӗ. Пурте хывса пӗтерсен урам хапхи тул енне кӑларса тӑкаҫҫӗ. Тӑкнӑ яшка-ҫӑкӑра йытӑсем ҫисе яраҫҫӗ. Вилнӗ ҫын умне пӗр япала та юлмасть, анчах чӑвашсем: «Вӑл унӑн шӑршипе тӑранса пурӑнать», — теҫҫӗ. Тӑкнӑ яшка-ҫӑкӑр шӑрши ҫын патне ҫӗр витӗр каять теҫҫӗ.

811

Чонне ҫолса ил! (Ҫыннӑн чунӗ тухсан ҫӑмарта ывӑтнӑ чухне каланӑ.)

812

Чирлӗ ҫын вилме тытӑнсассӑн ҫемйисем пур ӑратнисене те, кӳршисене те чӗнсе пуҫтараҫҫӗ. Пӳртри япаласене: тумтирсене, савӑтсене, ҫуртра тыткалакан япаласене — тула кӑлараҫҫӗ. Япаласене ак мӗншӗн тула кӑлараҫҫӗ. Эсрелӗ чирлӗ ҫын шӑмми сыпӑкӗсене каснӑ чухне ун юнӗ япаласем ҫине сирпӗнсе ан юлтӑр теҫҫӗ. Ҫынна эсрелӗ ҫавапа ӗнси шӑммисенчен, ытти шӑмӑ сыпӑкӗсенчен касать те, ҫын вара лӗпсӗрех кайса вилет теҫҫӗ.

Чашӑкпа чӳрече ҫине таса шыв лартаҫҫӗ. Ҫын чунӗ тухсассӑн ҫав чашӑкри шыва кӗрсе чӳхенсе, ҫӑвӑнса тухать теҫҫӗ. Вӑл шыва кайран вилнӗ ҫынна ҫунӑ ҫӗре ҫын ӳчӗ ҫине яраҫҫӗ. Ҫын вилсенех пӳртрисенчен пӗри тула тухса пӗр чӑхӑ тытса ун пуҫне алӑпа пӑрса татать те хӳме урлӑ ӑрама ывӑтса ярать, вӑл чӑхӑ вара ҫав вилнӗ ҫыннӑн чунне леш тӗнчере ертсе ҫӳрет теҫҫӗ. Ҫавӑнпа чӑхӑ пусса пӑрахнӑ чухне: «Чунна ҫакӑ шурӑ чӑхӑ ертсе ҫӳретӗр», — теҫҫӗ. Ача вилсен тула ҫӑмарта кӑларса ывӑтаҫҫӗ. Ҫӑмарта пӑрахнӑ чухне те: «Чунна шурӑ чӑхӑ ертсе ҫӳретӗр», — теҫҫӗ. Унтан вилнӗ ҫынна ҫума тытӑнаҫҫӗ. Ватӑ ҫын полсан кама каласа хӑварнӑ, ҫавӑ ҫӑвать: арҫынна арҫын, хӗрарӑма хӗрарӑм. Ачасем вилсен ашшӗ-амӑшӗ ҫӑвать, вӗсем хӑраҫҫӗ пулсан ӑратнисем ҫӑваҫҫӗ. Ҫума шывне юхӑм шывӗнчен илеҫҫӗ. Ӑсма виҫӗ савӑтпа каяҫҫӗ: пӗри курка, тепӗри чашӑк, виҫҫӗмӗшӗ чӗрес тытса пырать. Тата курка тытни пуртӑ е кусар илсе пырать. Пырсассӑн пурттине е кусарне юхакан шыв ҫине ҫивччине ҫырма пуҫнелле туса пӑрахаҫҫӗ. Пурттине пӑрахнӑ чухне те, шывне ӑснӑ чухне те умӑнта пултӑр теҫҫӗ. Пуртта е кусара ӑсакан шыври усал-тӗсел тартӑр тесе пӑрахаҫҫӗ.

Шывне куркапа ӑсса тултараҫҫӗ. Шывне ӑснӑ чух та, чӗресе янӑ чухне те, вилнӗ ҫынна ҫунӑ чух та ялан курка ҫинчен тирӗс (хирӗҫле майлӑ) яраҫҫӗ. Шывне виҫӗ савӑчӗпе те илсе килеҫҫӗ те хурана ӑшӑтма яраҫҫӗ, вилнӗ ҫынна ҫав ӑшӑ шывпа ҫӑваҫҫӗ: хурана малтан куркари шыва яраҫҫӗ, унтан чашӑкри шыва, унтан чӗресри шыва. Ҫунӑ чух малтан ӗлӗксенче пӳрт варрине урайне хуп хураҫҫӗ, пысӑк хуп пулмасан пӗчӗкҫӗ татӑк та пулсан хураҫҫӗ, хупсӑр ҫумаҫҫӗ, хуп ҫине улӑм сараҫҫӗ, ун ҫине вара вилнӗ ҫынна вырттараҫҫӗ. Вилнӗ ҫыннӑн кӗпине хывса илмеҫҫӗ, ҫурҫа кӑлараҫҫӗ, ытти тумтирӗсене ахаль хываҫҫӗ. Шывӗ ҫунӑ чухне тӗп сакайне юхса анать, кайран вилнӗ ҫынна пытарсан, виҫҫӗмӗш кунне ирттерсен, вӑл шыва тӗп сакайӗнчен тӑпри-мӗнӗпех тасатса кӑлараҫҫӗ. Вилнӗ ҫын вилсен куҫне уҫса выртать пулсан, вӑл ҫилленчӗ пулӗ теҫҫӗ: «Хупах куҫна, (Иван пичче)», — тесе йӑвашшӑн ун куҫӗсене алӑпа пырса хупаҫҫӗ. Хывса панӑ кӗпи-йӗмӗсене пытариччен хапха умне урама кӑларса хураҫҫӗ. Ҫуса пӗтерсен ӑна шурӑ кӗпе, шурӑ йӗм, чӑлха тӑхӑнтараҫҫӗ, ҫӗнӗ ҫӑпата сыраҫҫӗ. Анчах урисене сырнӑ чухне ҫӑпата кантӑрисене ҫӑпати хыҫӗнчи йӑлӑсенчен анчах тӑхӑнтараҫҫӗ, пуштӗрӗнчен тӑхӑнтармаҫҫӗ, вара ура сырнӑ майлӑ кантӑрисене ҫыхаҫҫӗ. Тӳммисене ҫыхнӑ чух та, йӗм кантӑрисене ҫыхнӑ чух та, урисене сырнӑ чух та вилӗ тӗвӗ тӳлесе ҫыхаҫҫӗ. Арӑм пулсан пуҫне сурпан тӑхӑнтараҫҫӗ, сурпан ҫинчен (хӗр пулсан пуҫӗ ҫине тӳрех) тутӑр ҫыхаҫҫӗ. Тутӑрӗ ҫине, ҫамки тӗлне виҫӗ кӗмӗл укҫа ҫӗлесе хураҫҫӗ, укҫа ҫуккисем виҫ нухрат ҫӗлеҫҫӗ. Кӗпе ҫинчен сӑхман е касаккин тӑхӑнтараҫҫӗ, арҫын пулсан ҫӗлӗк тӑхӑнтараҫҫӗ, аллисене алса ӑшӗ тӑхӑнтараҫҫӗ. Хӑшӗ сӑран атӑ тӑхӑнтараҫҫӗ е кӗҫҫе атӑ тӑхӑнтараҫҫӗ. Ҫуса пӗтерсен вилнӗ ҫынна кулник сакки ҫине вырттараҫҫӗ.

813

Эй, пиллетӗр; ҫулӗ чипер, канӑҫлӑ пултӑр; чунӗ ҫак ҫип пек тӳр ҫулпа канлӗ вырӑна кайтӑр!

Шыв ӑсма кайсан ҫӗлен ҫип пӑрахнӑ чухне каланӑ.

814

Вилнӗ ҫынна ҫумалӑх шыв ӑсма виҫҫӗн каяҫҫӗ: пӗри малта курка тытса пырать, тепӗри вӑта ҫӗртен хуран тытса пырать, тепӗри кайран витре тытса пырать. Унтан вара ҫав курка ҫине те, хуран ҫине те, витре ҫине те шыв тултарса килеҫҫӗ. Вӑл шыва хуранпа ҫакса ӑшӑтаҫҫӗ те ҫынна ҫума тытӑнаҫҫӗ. Хӑшӗ хӑй ҫемйипех ҫӑвать, хӑшӗ тытса ҫутараҫҫӗ. Ӑна ҫӑваҫҫӗ супӑньпе, пӗри ҫуса тӑрать, унти ҫынсем пурте пӗрерӗн-пӗрерӗн шыв яраҫҫӗ, ӑна куркана тытса тӳртӗн яраҫҫӗ. Ҫуса пӗтерсен вара тумлантарма тытӑнаҫҫӗ. Малтан тӑхӑнтараҫҫӗ кӗпе-йӗм, унтан сӑхман, пиҫӗххи ҫыхаҫҫӗ, алса, калпак тӑхӑнтараҫҫӗ те вырттараҫҫӗ, унтан хӑшӗ-пӗри тупӑк тӑвать, пиллӗкӗн-улттӑн шӑтӑк алтма каяҫҫӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр