Пилсемпе кӗлӗсем

Вилнӗ ҫынна пытарса таврӑнни

 

868

Вилнӗ ҫынна илсе пынӑ чух хирӗҫ пулакан ҫынсем: «Йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр», — тесе иртеҫҫӗ. Вилнӗ ҫынна шӑтӑка ярсан пӳрте пӗрер ывҫӑ тӑпра яраҫҫӗ, янӑ чух: «Йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр», — теҫҫӗ. Пытарса пӗтерсен вилнӗ ҫынна хӑймалу хываҫҫӗ. Вилнӗ ҫынна шӑтӑка антарсанах пӗри шӑтӑка кӗрсе вилнӗ ҫын тупӑкне уҫса ури ҫыххисене, пыр ҫыххине, пиҫиххипе йӗм кантрине салтса тухать, вӗсене салтмасан вилнӗ ҫын тӑрса пытаракансем таврӑнсан вӗсемпе пӗрле килне каялла таврӑнать тет. Пытарсан вара лаши ҫине ларсан питӗ хытӑ чуптарса таврӑнӑҫҫӗ. Чуптарса таврӑннӑ чух пӗри-пӗри ӳксе юлсан вӑл ҫын тепӗр ҫулччен вилет теҫҫӗ. Килелле акӑ мӗншӗн хытӑ чуптарса таврӑнаҫҫӗ: пытаракансем хӗрӗх утӑм кайсанах вилнӗ ҫын тухса кӑшкӑрать тет: «Ан кайӑр, эпӗ те пыратӑп!» — тесе, анчах чупма ури кантрисене салтнӑ, вӗсене ҫыхкаласа чӑрманса юлать тет масар ҫинчех.

869

Кӑмака ҫинче йынӑшса ан вырт. Ан хӑра, ӳкермӗпӗр. Ачуна-пӑчуна пехилле(се) хӑвар. (Юпана алӑкран илсе тухнӑ чух каланӑ.)

Акӑ сана аш, ҫи, пашалу ҫи. (Хывнӑ чухне каланӑ.)

Пехиллесе юл, йывӑр тӑпру ҫӑмӑл пултӑр! (Юпа йӗри-тавра виҫӗ хут ҫаврӑннӑ чухне каланӑ.)

Пехиллесе кай! (Килне таврӑнса хывнӑ чухне каланӑ.)

Асаттесем-асаннесем! Ерсе кайӑр, ан хӑратӑр. Йывӑр хуйхӑ куртӑмӑр. (Пӗрлештерсе янӑ чух каланӑ.)

Эй Турӑ, каҫар! Ӳкӗнтӗмӗр пулӗ, йывӑр хуйхӑпала тем ытла сӑмах каларӑмӑр пулӗ. Турӑ, каҫар, ҫырлах! Аминь. (Такапа чӳкленӗ чухне каланӑ.)

870

Эсӗ урӑх чун ан шыра, мӗн панине ил. Эпир сана асӑнӑпӑр, эсӗ пире ан асӑн. Мӗн тӑвас, ним тума та ҫук. Сана эпир ирӗксӗр вӗлермен, Турӑ ҫапла тунӑ, эпир хамӑр та ӗмӗрех пурнас ҫук, вилмелле. (Чӑх пуҫне татса ывӑтнӑ чухне каланӑ.)

Санӑн ӑвӑнта пултӑр, ӗҫ те ҫи, эпир сана асӑнӑпӑр, эсӗ пире ан асӑн. Мӗн панине илмесӗр пӑшӑрханса ан тӑр. Ыррине ҫавӑрса ил, усала карта хыҫпе ҫавӑрса яр. (Ашпа, сӑрапа хывнӑ чух каланӑ.)

871

Килях, килях, сирӗн кӗпере хывса турӑмӑр. (Вилнӗ ҫынна чӗннӗ чухне каланӑ.)

Килях, килях, кӗпер саншӑн хывса килтӗмӗр. (Масар ҫине кайнӑ чухне каланӑ.)

872

Сана эпир пиллесе пуҫ таятпӑр. Эсӗ те килне-ҫуртна пехил ту, тыррӑна-пулӑна пехил ту, выльӑхна-чӗрлӗхна пехил ту, ачӑна-пӑчӑна пехил ту... Мӗн пани ҫумӑнта пултӑр, ҫӑтмахра ҫӳре!

873

Ырӑ ҫӗршыва кай, ҫийӗнти тӑпру ҫӑмӑл пултӑр, чуну тасана кайтӑр. Сан ҫылӑхна Турӑ каҫартӑр, пурӑннӑ ҫӗрте тем калаҫса ҫылӑха кӗнӗ, пурне те Турӑ каҫартӑр. Юлашкине таса усра, Турӑ, чир-чӗре кил-ҫурта ан кӳрт, Турӑ.

Ӑсатнӑ чухне каланӑ.

874

Эпселем (вилнӗ ҫын ятне калаҫҫӗ) вӑрӑм ҫурти айне ларма пырӑр! Умӗнче пултӑр. (Ял тӑрӑх чӗнсе ҫӳренӗ чухне каланӑ.)

875

Айта, пичче (атте), пирӗн пата! Эпир поминка тӑватпӑр сана! Ларах ҫуна ҫине! (Ҫурта айӗнче лармалли каҫра вилнине чӗннӗ чух каланӑ.)

Пил ту! Ҫӑтмахра пул! (Хывнӑ чухне каланӑ.)

Пил ту! Пире ан ҫиллен! (Вилнӗ ҫынпа сывпуллашнӑ чухне каланӑ.)

Спасибо, чипер ирттерсе ятӑмӑр поминкине!

876

Аҫа курки ӗҫтеретӗп, пӗр-икӗ пус укҫа ыйтатӑп. (Вӑрӑм ҫурта каҫӗнче пухӑннисенчен укҫа пуҫтарнӑ чухне каланӑ.)

877

Сан омӑнта пултӑр, ӗҫ те ҫи, ҫакӑн вӗҫне йолтӑн. (Асӑнса хывнӑ чухне каланӑ.)

Хоран ҫеклине ас товӑр! (Вилнине ӑсатса янӑ чухне каланӑ.)

Йолашки патӑмӑр сана, орӑх кӗтместпӗр!

878

Ониҫҫе, Ониҫҫе, кил конта. Кил ҫак покан ҫине. Хӑпар ҫак покан ҫинчен ҫак кӗперпеле сӗтел ҫине. Ҫак сӗтел ҫинчен Торӑ патне каях!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр