Пилсемпе кӗлӗсем

Чун пӑтти

 

815

Ҫуса пӗтерсен арӑмсем «чун пӑтти» пӗҫерме тытӑнаҫҫӗ, арҫынсем хӑшӗ тупӑк тума тухаҫҫӗ, хӑшӗ шӑтӑк алтма каяҫҫӗ. «Чун пӑттине» ак епле пӗҫереҫҫӗ: малтан чашкӑ ҫинчи шыв ҫине мӗн ҫӑнӑхӗ те пулсан ярса лӑкаҫҫӗ те унтан ҫатма ҫине хурса вут ҫинче тытса вӗретеҫҫӗ. Вара ҫав «мимӗре» (чун пӑттине) вилнӗ ҫынна чӑн малтан хываҫҫӗ. Хывма чашкӑ ҫине хывмаҫҫӗ. Тупӑк тунӑ чух чӑн малтан пулнӑ турпаса илсе килеҫҫӗ те, ҫав турпас ҫине хываҫҫӗ те тупӑк тунӑ ҫӗре илсе тухса ытти турпассем ҫине пӑрахаҫҫӗ. Мимӗре тӑварсӑр, ҫусӑр пӗҫереҫҫӗ.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр