Пилсемпе кӗлӗсем

Пӳртрен илсе тухни

 

855

Вилнӗ ҫынна е ҫуран йӑтса леҫеҫҫӗ, е лашапа леҫеҫҫӗ. Лашапа леҫес пулсан хӑшӗ-хӑшӗ вилнӗ ҫынна лайӑхрах хисеп тума ҫулла ҫунапа турттарса леҫеҫҫӗ. Турттарса кайнӑ чух виҫӗ лаша, е пилӗк, е ҫичӗ лаша кӳлсе каяҫҫӗ. Пуянтараххи пулсан тилхепе вырӑнне сурпан ҫыхаҫҫӗ. Лашисене умлӑ-хыҫлӑ кӳлеҫҫӗ: тӗпе икӗ лаша, мала пӗрре, тӗпе виҫҫӗ, мала иккӗ, унтан пӗрре, малти лаши ҫине ут пуҫне пӗр ҫамрӑк ҫын утланса ларать. Тӗпри лаши ҫине йӗп ҫӑртине пурҫӑн витӗрсе сулахай енчен хӑмӑт кӗҫҫи ҫине чиксе каяҫҫӗ.

Вилнӗ ҫынна ҫуса тупӑка вырттарсан ун сулахай аллине тупӑлӑха тыттараҫҫӗ, тупӑлӑха пулмасан — йӗплӗ хулӑ, вӑл пулмасан — хыт хура е хӗрлӗ эрӗм тыттараҫҫӗ. Вӑл патака акӑ мӗншӗн тыттараҫҫӗ: ҫынна пытарсан ун патне шуйттансем пырса сырӑнаҫҫӗ, вилнӗ ҫын вара шуйттансене хӑй патӗнчен ҫав тупӑлӑха патакӗпе хӑваласа ярать.

Вилнӗ ҫынна улттӑн, виҫӗ мӑшӑр пушӑтпа ҫӗклесе тухаҫҫӗ, ҫӗклесе тухаҫҫӗ кутӑн: урисем малта, пуҫӗ кайра. Пӳртрен тухнӑ чухне вилнӗ ҫын урисемпе алӑк янахне виҫӗ хут тивретсе калаҫҫӗ: «Ҫуртна-йӗрна пехилле, ачӑна-пӑчуна пехилле, выльӑхна-чӗрлӗхне пехилле».

Вилнӗ ҫынна илсе тухнӑ чухне ҫуртри пур ҫын та тула тухать вилнӗ ҫынна ӑсатма. Вара ӑрама тухсан вилнӗ ҫынна урапа ҫине, е ҫуна ҫине хурса масар ҫине турттарса каяҫҫӗ. Пытарма каякансем пурте: «Сӑвап пултӑр», — тесе тупӑк ҫине хӑларса лараҫҫӗ.

856

Вилтӗн ӗнтӗ, ан хӑра. (Пӳрт алӑкӗнчен илсе тухнӑ чухне каланӑ.)

857

Исе каятпӑр, ҫуртна-йӗрне курса кай! (Упӑшкине хапхаран илсе тухнӑ чухне арӑмӗ каланӑ.)

Вилнӗ иккен, ырлӑха кайтӑр, ӑрайра пултӑр! (Ял ҫыннисем вилле тӗл пулсан калана.)

Ан хӑра, шӑтӑка яратпӑр, пил ту. (Шӑтӑка ярас умӗн каланӑ.)

858

Ырӑ ҫӗршыва кай, ҫийӗнти тӑпру ҫӑмӑл пултӑр, чуну тасалса кайтӑр. Сан ҫылӑхна Турӑ каҫартӑр, пурӑннӑ ҫӗрте тем калаҫса ҫылӑха кӗнӗ, пурне те Турӑ каҫартӑр. Юлашкине таса усра, Турӑ, чир-чӗре кил-ҫурта ан кӳрт, Турӑ.

Вилнӗ ҫынна ӑсатнӑ чухне калаҫҫӗ.

859

Ҫӳлти патшалӑхра пултӑр, Турӑ ырӑ вырӑн патӑр. Мӗн тӗрлӗ ҫылӑху пулсан та, Турӑ каҫартӑр! Е пӗлсе, е пӗлмесӗр тунӑ ҫылӑху пулсан та, Турӑ каҫартӑр, канлӗхлӗ вырӑн патӑр! Е аннӳне, е аҫуна, е ачу-пӑчуна йывӑр каланӑ пулсан та Турӑ каҫартӑр!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр