Пилсемпе кӗлӗсем

Хӗллехи уявсен йӑли-йӗрки

Кӗрхи чӳксем пӗр сыпӑкранах хӗллехи уяв картине кӗрсе каяҫҫӗ. Сурӑх ҫӑмне каснӑ хыҫҫӑнах хӗрсемпе каччӑсен улахӗсем пуҫланаҫҫӗ. Ку вӑхӑта сус-кантӑр хатӗр мар-ха, ҫавӑнпа малтан ҫӑм арласа алса-чӑлха ҫыхаҫҫӗ.

Яш-кӗрӗмӗн хӗллехи вӑййисен пуҫламӑшӗ тесе ӗлӗк хӗллехи Микуна каланӑ (раштавӑн 19—20 мӗшӗсем — чи вӑрӑм каҫсем). Ҫак вӑхӑтра Нартӑван (ҫӗнӗ тӑван — хӗвел) ҫитнӗ.

Улахран улаха ҫӳресе тем тӗрлӗ шӳт-кулӑш тунӑ ҫамрӑксем — унта туй-ҫуй йӑлисене аса илнӗ, ача-пӑчапа яш-кӗрӗм камитсем кӑтартнӑ. Хӗллехи кашни уявлӑ эрнен хӑйӗн ячӗ пур. Кӑш эрни, хӗл эрни, ҫу эрни тата ытти те. Кашни уявӑн — хӑйӗн ячӗ.

XXI ӗмӗр тӗлне уявсен ячӗсене, йӗркине пӑтраштарса пӗтернӗ. Хӗллехипе ҫуллахи ҫаврӑм уявӗсен вырӑнне тупаймасӑр вӗсене «турисен», «анатрисен» тенӗ.

Кун ҫаврӑнсан (вӑрӑмланма пуҫлансан), раштавӑн 23—25 мӗшӗсенче юр Туррин амӑшне (Ӑраша) мухтаса пӗчӗк уяв тунӑ. Кунта ваттисем кӗр сӑринче каланӑ хӑш-пӗр кӗлӗсене аса илнӗ, пичке пуҫласа яшсене пилленӗ. Хальхи «раштав» сӑмах, пирӗн шутпа, «ӑраш», «ыраш» сӑмахранах Православири «рождество» уявӗпе вӑл каярахпа пӗрлешсе кайнӑ. Ӑраштав йӑли чӑваш тата ытти халӑхсен чӗлхисенче вырӑссемпе пӗрлешичченех пулнӑ.

Ӑраштавпа Нартукан хыҫҫӑн чӑваш ялӗсенче Сурхурипе вӗтке (святки, аппаланчӑк, элемет) шӑв-шавӗ вӑйлана пуҫланӑ. Вӗтке уявӗ — тӗрлӗ халӑхсен чи авалхи йӑли — халӗ те пӗтмен. Унта тӗрлӗрен йӑх-яха халӑх театрӗн мелӗсемпе самаях вичкӗн «вӗтсе» яраҫҫӗ. Ку — халӑх шилӗкӗ, кулӑш лаҫҫи. Унта ватти-вӗтти, асси-асли, яшши-йӑшши пурте хутшӑннӑ.

Вӗтке икӗ эрнене тӑсӑлнӑ. Вӑл вӑхӑтра йывӑр ӗҫе ҫӳремен, вӑрман кӑларман. Лашасене кантарнӑ. Ӑраштав хыҫҫӑн кӑрлач пуҫламӑшӗнче шыв уявӗ пулса иртнӗ.

Раштав, Нартукан, Шерни (Кӗшерни) тата ытти уявсенче пуринче те вӗтке туса ирттерме пултарнӑ. Тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсем хӑйсен ушкӑнӗсемпе ҫӳренӗ. Ача-пӑчан хӑйӗн йӗрки — сӑвӑ-юрӑ, ташӑ пулнӑ. Яшсемпе ватӑсем вара сӑмах чӗнмесӗр хуҫкаланнӑ. Хӗрӗ — ват ҫынла, каччи — майралла, йӗкӗт — тухатмӑш карчӑкла, ачи — чике картла, пике — пупла тата темле те тӑхӑнма пултарнӑ.

«Ҫамрӑк ачасем сӳсрен сухал туса ватӑ ҫын пулса ҫӳренӗ, улпут пулап тесе тумтир айне хырӑмӗ ҫине минтер хурса пысӑк хырӑмлӑ улпутсем пек пулса ҫӳренӗ. Тата пӗр-пӗр япалана е калӑп таврашне кипкепе чӗркесе ача туса ачаллӑ арӑм пулса та ҫӳренӗ. Тата пуҫӗсене улӑмпа чӗркесе мӑйракисене йывӑҫпа, хӑлхисене каллех улӑмпа чӗркесе лаша, ӗне, упа кӗлеткисем шӑналӑксемпе чӗркесе тума пултарнӑ. Тата урӑхла майсем те, тӗрлӗрен мӗн те пулин майласа «шӳт тума шухӑшланӑ», — тенӗ 1938 ҫ. Кашкӑр Микули халапҫӑ (ЧПГӐИ ӐА, 1, 2, 95 с.)

Ҫӗнӗ ҫул каҫӗнче (Нартуканра) вӗтке пӗр каҫа чарӑннӑ — ирӗклӗ пурте пӗрле пухӑнса яш-кӗрӗм юмӑҫ пӑхнӑ.

«Ҫавӑн пек пӳртсене вара эртелли-эртеллипе пухӑнса хӑйсен пурнӑҫӗ ҫинчен хӑйсене хӑйсем юмӑҫ пӑхма меслет тупнӑ. Ҫав пӳртрен ачасем ҫывӑх кӳршисене кайса чӳрече витӗр итлесе ҫӳренӗ. Лайӑх сӑмах илтсен ҫулталӑк лайӑх пурӑнать тенӗ. Тата ҫав килтенех ӑҫта та пулсан нумай выльӑх усракан ҫын патне сурӑх ури тытма кайнӑ. Шурӑ сурӑх ури лексен упӑшки е арамӗ сарӑ пулать тенӗ. Хура сурӑх ури лексен арӑмӗ е упӑшки хура пулать тенӗ. Пӳртре пухӑнсан сӗтел ҫинчи тирӗк ҫине шыв тултарса лартаҫҫӗ. Вӑл тирӗк ҫине тӑватӑ пайлӑ туса тӑватӑ тӗслӗ япала хураҫҫӗ. Пӗрне кӑмрӑк татӑкӗ, иккӗмӗшне тӑм татӑкӗ, виҫҫӗмӗшне ҫӑкӑр татӑкӗ, тӑваттӑмӗшне пӑртак тӑвар хураҫҫӗ. Вара ҫав тирӗк ҫинчи шыв ҫине кӑмрӑк татӑкӗ яраҫҫӗ те, ӑна хӗвеле май пӗр хӑйӑ шӑрпӑкӗпе ҫавӑрса яраҫҫӗ. Кӑмрӑк ҫаврӑнсан-ҫаврӑнсан чарӑнатъ. Ҫӑкӑр тӗлне пулсан, ҫав ҫавӑракан ҫыннине эсӗ ӗмӗрне ҫӑкӑр-тӑварпа ирттерен теҫҫӗ. Тӑвар тӗлне чарӑнсан, эсӗ ӗмӗрне йӗрсе ирттерен теҫҫӗ. Кӑмрӑк тӗлне чарӑнсан, эсир кӑҫал ҫунса кайма пултаратӑр», — тенӗ паллӑ халапҫӑ Кашкӑр Микули. Ҫак йӑлара тем тӗрлӗ вӑйӑсене, ӗненӳсене, тӗшмӗшлӗ-ӗссӗмлӗ япаласене шутласа пӗтерме ҫук. Кашни ял, кашни ушкӑн тата кашни ҫулах тӗрлӗрен кулӑш меслечӗ-сӑлтавӗ тупса кӑларнӑ. Чӑваш халӑх шилӗкӗ вӗҫ-хӗррисӗр пуян та илемлӗ.

Тӗн уявӗсене чарсан вӑл улахра, туйра, акатуйра тапса тухнӑ, унта та чарса лартсан шаман ҫырмисене, чӑтлӑх вӑрмансене кайса пытаннӑ, яш-кӗрӗм вӑййи-таппине пырса кӗнӗ.

Кӑмрӑк татӑкӗ тӑм тӗлне чарӑнсассӑн, эсӗ нумай пурӑнаймастӑн теҫҫӗ. Вара пӗрин хыҫҫӑн тепри, унта мӗн чул ҫын пухӑннӑ, пурте кӑмрӑк ҫавӑрса харпӑр хӑй телейне шыраса пӑхаҫҫӗ. Унтан тирӗкри татӑк-кӗсӗксене илсе пӑрахаҫҫӗ те ҫӗрӗ пӑрахса юмӑҫ пӑхаҫҫӗ.

Ӗлӗк ҫамрӑксем пурте ҫӗрӗ тӑхӑнса ҫӳренӗ. Ҫав ҫӗрӗсене хывса тирӗкри шыва яраҫҫӗ. Вара хӗрсем, йӗкӗтсем тӗрлӗ сӑвӑпа юрлама тытӑнаҫҫӗ. Пӗри тирӗк ҫине пӑхмасӑрах, ҫынсем юрланӑ чухне тирӗкри ҫӗрӗсене пӑтрата-пӑтрата илет. Лайӑх сӑвӑ юрланӑ чух кам ҫӗрри лекет, ҫавӑ ӗмӗрне лайӑх пурнӑҫпа ирттерет теҫҫӗ. Начар сӑвӑ тӗлне пулнине начар пурнӑҫ кӗтет теҫҫӗ. Кайран хӗрсем кашта ҫинчен чӑхсем тытса пӳрте илсе кӗреҫҫӗ, урайне яраҫҫӗ: хӑшин чӑххи лайӑх ҫӳрет, хӑшин кӑтиклет. Арҫыннин кӑтиклетсен — арӑму шапӑлкка пулать теҫҫӗ. Хӗрсен кӑтиклетсен — упӑшку ӳсӗр ҫын пулать теҫҫӗ. Нартуканпа сурхурире сӑнавсем тем чухлех. Тӗрӗс сӑнавсемпе пӗрлех унта шӳтпе тӗшмӗш те пур. Урамра пуслӑх тӑратса вӑл хӑш еннелле ӳкни тӑрӑх хӑш енне качча каясса е илессе тӗшмӗртеҫҫӗ. Анкартинче ҫапнӑ кӗлтерен шӑлпа улӑм туртса кӑлараҫҫӗ, ҫав улӑм пучахӗнче тырӑ пӗрчи пулсан — пурнӑҫа пуян ирттеретмӗн. Тырӑ пӗрчи пулмасан — чухӑн пурнӑҫ пулать. Килӗсене саланнӑ чухне таса юр кӗрчӗ ҫине месерле выртса мӗлке туса хӑвараҫҫӗ. Ҫав мӗлке ҫине Ҫӗнӗ ҫул кунӗ ирхине ирех кайса пӑхаҫҫӗ, ун ҫине ӑҫтан та пулсан тырӑ пучаххи пырса ӳкнӗ пулсан пурнӑҫа телейпе ирттерессе сунаҫҫӗ.

Ҫӗнӗ ҫул каҫ ҫывӑрма выртнӑ чух пуҫ вӗҫне хӑйӑ татӑкӗсене пусӑ пури пек купаласа тунӑ. Вара ҫывӑрма выртнӑ чухне асӑнса выртнӑ. Ман арҫын пуласси ҫак пусӑра шыв ӑсса мана тӗлӗкре ӗҫтертӗр тенӗ. Тепӗр кунне ҫав кам шыв ӗҫтерни ҫинчен юмахласа калаҫаҫҫӗ вара, хӑшӗ мана ҫав ӗҫтерчӗ теҫҫӗ, хӑшне хӑй шухӑшӗ тӑрӑххӑн та курӑннӑ пулас, хӑшӗ суйнӑ та пулас. Ҫавӑн пек хӑтланса ирттерсе янӑ вара Ҫӗнӗ ҫула. Ытти кунсенче каллех вӗтке (шуйттан вӑййи) вӑййине малалла тӑснӑ.

Хӗллехи ӗҫкӗсемпе уявсенчи кӗлӗ-пилпе ҫыхӑннӑ йӑласем ансатрах, ирӗкрех. Ытларах чухне ватӑсем лармасене, Сурхурие, вирӗм-вӗткесене, хӗр сӑрине тата ытти пӗрлехи ӗҫсене пуҫласа, вӗҫлесе параҫҫӗ. Унта каламалли кӗлӗсем час-часах халӑха пиллесе, ырӑ сунса каланисемпе хутӑшса пыраҫҫӗ. Ҫавӑнпа хӗллехи уявсен сӑмахлӑхӗнчи кӗлӗсен вырӑнне палӑртса хӑварни кирлех.

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр