Пилсемпе кӗлӗсем

Хӗр сӑри

Хӗллехи уявсен илемӗ — ташӑллӑ-такмаклӑ хӗр сӑри. Ӳссе ҫитнӗ хӗрсем ӑна кӗркуннех хатӗрленме пуҫлаҫҫӗ. Хӗр сӑри валли тесе ушкӑнпа тырӑ вырса е урӑх ӗҫ туса параҫҫӗ, ӗҫлесе илнӗ укҫи-пурлӑхӗ хӗр сӑри валли каять. Хӗр сӑриччен пир-авӑр ӗҫне те вӗҫлеме тӑрӑшаҫҫӗ. Иртнӗ Сурхурипе ҫӗнӗ Сурхури хушшинче качча килнӗ инкесем ялти хӗрсене пур енӗпе те пулӑшаҫҫӗ — вӗсем панӑ сӗлкӗсемпе чалхасем кепшинкке (хӗр сӑри ирттерекен ҫурт) умӗнче ялав пек вӗлкӗшсе тӑраҫҫӗ!

Ялти кашни урам хӑйӗн хӗр сӑрине лартма тӑрӑшнӑ. Ҫавӑн пекех кашни ялтах хӗр сӑрисем пулнӑ. Вӗсене пурне те харӑсах туман — малтанах калаҫса татӑлса, пӗр-пӗрне урампа урам, ялпа ял хӑнана чӗннӗ.

Пӗр ялта хӗр сӑри каҫӗсем пӗтсен хирӗҫле кӳршӗ ялсене кайнӑ. Хӗр сӑрисене ирттермелли йӗрке ҫирӗп. Ӑна ватӑсем кӗлӗ каласа пуҫлаҫҫӗ. Ҫӗнӗрен хӑнасем килмессерен чысласа пил е салам сӑмахӗсем калаҫҫӗ, ҫӗнӗ хыпарсене ыйтса пӗлеҫҫӗ. Кӳрентерӳ-тарӑху пуласран хӗр сӑрин «хуҫи» алӑри саламатпа ҫӳрет. Тӗрӗссипе, хӗр сӑри — хӗрсен ялтан яла черетленсе пыракан хӗллехи акатуйӗ. Унта вӗсем хӑйсен чи чаплӑ тумӗпе тухаҫҫӗ, чи лайӑх юрри-такмакӗсемпе ташши-кӗввисене кӑтартаҫҫӗ. Халӑх тем чухлӗ нумай пухӑнсан та пӳрт варринчи хӗрсен ташӑ вырӑнне ирӗклӗ тытаҫҫӗ. Ташӑ картинче хӗрсем пурте пӑрӑнми ташламалла. Тата вӗсен кирек хӑш каччӑна ташша чӗнме ирӗк пур. Хӗр чӗнсен ташша тухман йӗкӗте «кил хуҫи» кӑларса яма, хӗрсем чи хаяр такмаксемпе «ҫунтарса илме» пултараҫҫӗ.

Хӗр сӑринче сӑра та, сим пыл та сахал мар ҫаврӑнать, анчах кашни куркашӑн укҫа е парне парас пулать.

Хӗр сӑри — авланас йӗкӗтсемпе качча каяс хӗрсен хутшӑну йерки. Ахальтен мар унта хӑта-тӑхлачӗсем те ирӗккӗнех кӗрсе тухма, кирек хӑш каччӑпа-хӗрпе ларса калаҫма пултараҫҫӗ. Хӗр сӑри пичкине лартса хӗрсем кайса курас тенӗ яла кайма, кирек хӑш киле кӗрсе ҫынсене сӑра ӗҫтерме пултарнӑ. Ҫакӑ вӑл хӗрсене пӗр-пӗр каччӑ хуҫалӑхӗпе, тӑванӗсемпе никамран ыйтмасӑр, систермесӗр паллашса тухма май панӑ.

Ҫуллахи туйсен сӑмахӗ чылай чухне хӗр сӑрире палӑрнӑ: хӗрсем каччӑсене виҫ кӗтеслӗ ал тутрисем парнеленӗ. Мӑшӑрланма сӑмах татнӑ хӗрсемпе каччӑсем валли «турхан касни» ирттернӗ.

Ҫумпайсем

Хӗр сӑри (кӗпшинкке) (460)

 

459

Ҫырлах! Ялта хӗрӗх хӗр пултартӑр! Аллӑ арҫын пултӑр!

Статьясем

Шырав

Пайсем

Ҫавӑн пекех пӑхӑр